Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эпилог (Кӗмӗл кӗпер)

Халӑх ӗмӗчӗ вилӗмсер...
Ваттисем калани.
>>
Ҫакӑнпа кӗрешӳ чарӑнман-ха. Аслӑ хула Пӳлер ҫунса кайни, патша вилни халӑх парӑннине пӗлтермен. Пиксемпе паттӑрсем, мӑрсасемпе пӳлевсем ӑҫта ҫитнӗ унта халӑха пуҫтарнӑ, вӗренӳ ҫулӗ ҫине тӑма чӗннӗ. Улӑх вырӑнсенче, сӗм вӑрмансен варринче, тусен хушшинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫарсем йӗркеленнӗ, вӗсем тискер тутар-монголсен ҫаратса ҫӳрекен ҫарӗсене ӑҫта килнӗ унта ним юлми пӗтернӗ, тӑшмана кун паман.
1241 ҫул.
Хӗвеллӗ ӑшӑ ҫу кунӗсем.
Сӑваплӑ Чӳклету ҫинчи вӑрман сукмакӗпе Кӗҫӗн Ҫарӑмсан еннелле иккӗн анаҫҫӗ — вӑрӑм кӗпе тӑхӑннӑ, аллине туя тытнӑ хӗрӗхсене ҫитсе пыракан хӗрарӑм тата вуннӑсенчен иртнӗ ҫара уран ача. Нимрен хӑрамасӑр хӑюллӑн утаҫҫӗ вӗсем. Ту ҫинчен анса ҫитрӗҫ те ҫакскерсем монголсен сӗнтӗрӗ тӑракан ҫӗре тухрӗҫ. Кунта икӗ теҫетке яхӑн тӑлланӑ ут, виҫӗ юрттӑ. Малти юрттӑ умӗнче лаптак сӑмсаллӑ монгол аламанӗ: хӗҫне пилӗкӗнчен ҫакса янӑ, аллипче — вӑрӑм сӑнӑ.
— Чарӑнӑр! — кӑшкӑрса ячӗ монгол, хӗрарӑмпа ачана курсан. Пайцза пур-и?..
Лаптак сӑмсаллӑ аламан хӗрарӑмпа ачапа аллинчи сӑннипе хӑмсарчӗ. Хӗрарӑм пӗрре те хӑранине кӑтартмарӗ, хӗвӗнчен монголсем паракан йывӑҫ паллине кӑларчӗ те монгола пачӗ.
— О-о, халиччен никам ҫӗнтереймен Супетей пайцзи! — пуҫ тайса каларӗ монгол. — Ӑҫта каяс тенӗ унта кайма пултаратӑр. Ниҫта ҫӳреме те сире чару ҫук.
Хӗрарӑмпа ача, сӗнтӗр тӗлӗнчен иртсе, ҫунса кайнӑ Пӳлере кӗчӗҫ.
— Ку енчи пайӗ — Кӗҫӗн хула, ҫырма леш енчи пайӗ — Аслӑ хула, — ӑнлантарса калама тытӑнчӗ хӗрарӑм, Пӳлер ҫине йӗри-тавралла кӑтартса. — Ҫак ҫырма хулана икӗ пая пайланӑ. Ҫырма урлӑ каҫса ҫӳреме виҫӗ кӗпер пулиӑ. Вӗсенчен чи чапли — Кӗмӗл кӗпер.
— Халь пур-и вӑл? Ҫунса кайман-и? — ыйтрӗ ача.
— Юлашки кӑна юлнӑ. Пӗтӗмпех ҫаратса пӗтернӗ. Акӑ, эпир ун урлӑ каҫса Аслӑ хулана кӗрӗпӗр. Кӗмӗл кӗпер ку енче те питӗ хаяр ҫапӑҫу пулнӑ. Аппупа йысну тӑшмансене ҫапса ҫӗмӗрнӗ. Анчах ҫав хушӑра тӑшмансен ытти текӗрчӗсем Аслӑ хулана ҫунтарса янӑ. Аҫу та унта пуҫ хунӑ.
— Ун ҫинчен эсӗ мана темиҫе те каласа панӑ, — терӗ ача. — Кала-ха, эсӗ ху ӑҫта пулнӑ ун чухне?
— Аслӑ хулара. Ҫавӑнпа унта мӗн пулнине пӗтӗмпех пӗлетӗп.
— Эппин, атя, Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫар та Аккермане кӗрер, — чӗнчӗ ача.
Хӗрарӑмпа ача ҫуннӑ хула урамӗсемпе малалла утрӗҫ. Часах вӗсем ҫунса кайнӑ сарлака кӗпер тӗлне ҫитрӗҫ.
— Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл Кӗмӗл кӗпер, — терӗ хӗрарӑм.
Ача ҫырма урлӑ хунӑ тимӗр хата йывӑҫ пӑрӑхсемпе пӗренесене тыта-тыта пӑхрӗ.
— Ниҫта та кӗмӗл ҫук, — терӗ куляннӑн.
— Монголсемпе тутарсем пӗтӗмпех ҫаратса пӗтернӗ, — ӑнлантарса пачӗ хӗрарӑм. — Ҫак пӑрӑхсемпе пӗренесене те, кӗпер юписене те, хӑмасене те ун чухне кӗмӗлпе витнӗччӗ. Питӗ хитре кӗперччӗ ку. Тӗррисем, ӳкерчӗкӗсем мӗн тери хитреччӗ. Эпӗ пӗтӗмпех астӑватӑп.
Ҫаратса-ҫунтарса янӑ Кӗмӗл кӗпер урлӑ каҫса, ачапа хӗрарӑм Аслӑ хулана кӗчӗҫ.
— Патша керменӗ те пӗтӗмнех ҫунса кайнӑ, — терӗ хӗрарӑм пысӑк чулсем сапаланса выртакан тӗле ҫитсен. — Акӑ, хула лапӗ. Ун хыҫӗнчи пысӑк ҫурт — аҫун керменӗ.
Ача, чарӑнса тӑрса, кермен юлашкисене питӗ нумайччен пӑхса тӑчӗ.
— Аттепе аннене ӑҫта пытарнӑ? — ыйтрӗ юлашкинчен.
— Атя, кӑтартатӑп, — терӗ хӗрарӑм.
Патша керменӗн мал енчи хапхинчен маларах кӑшт ҫеҫ палӑрмалӑх тӗмеске. Ӑна курӑк витсе кайнӑ.
— Патшапа элпикене ҫакӑнта пытарнӑ, — терӗ хӗрарӑм. — Анчах асту, ун ҫинчен никам та пӗлмелле мар. Атту монголсемпе тутарсем вӗсен ӳтне чавса кӑларса мӑшкӑл кӑтартма пултараҫҫӗ.
Ача тӗмеске ҫинчи икӗ курӑка татса илчӗ те хӗвне чикрӗ.
— Аттепе аннене асӑнмалӑх, — терӗ.
Ача та, хӗрарӑм та пӗр тапхӑр нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗҫ.
— Саврӑш-паттӑра ӑҫта пытарнӑ? — ыйтрӗ ача.
— Ҫакӑнтах, — юнашар тӗмеске пекрех вырӑна тӗллесе кӑтартрӗ херарӑм. — Унпа пӗрле тата пайтах пӑлхар паттӑрӗсем...
— Сан ачуна ӑҫта пытарнӑ? Айпӑлата...
— Ашшӗпе пӗрле, — юхса аннӑ куҫҫульне аллипе шӑлчӗ хӗрарӑм.
— Сирӗн вара урӑх ачасем пулман-и?
— Ҫук. Турӑ мана ҫапла сана, кӑнар-тиккине пӑхса ӳстерме упранӑ пулӗ. Асту, нихӑҫан та ан ман: эсӗ — кӑнар-тикки, пӗтӗм пӑлхар халӑхӗн турӑ панӑ патши.
— Патша пулма ӳсмелле-ха манӑн, — терӗ ача. — Вара монголсене тата сутӑнчӑксене ҫӗнтермелле. Аслӑ Пӳлере те, ытти пӑлхар хулисене те ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратмалла.
— Ку ӗҫе эсӗ тӑватӑнах, — терӗ хӗрарӑм. — Эпӗ шанатӑп...
— Аппапа йысна пулнӑ пулсан... Халӗ эпӗ сӗм тӑлӑх...
— Сӗм тӑлӑх мар, — килӗшмерӗ ача. — Эпӗ пур санӑн.
— Мӗншӗн эсӗ паян куна ҫитсе те аппапа йысна ӑҫта вилнине каламастӑн? Тен, вӗсем чӗрӗ пуль?
— Ҫук, — хурланса каларӗ хӗрарӑм. — Чӗрӗ мар ҫав. Малтан йысну вилнӗ, Анат Атӑлта. Аппу вара Урал тӑвӗсем хушшинче.
— Атте паттӑрӗсемпе пикӗсенчен вара никам та, никам та юлман-и?
— Пуянпа Тинекку вилнӗ, — терӗ хӗрарӑм. — Аҫу вилнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫул ытла ҫапӑҫнӑ вӗсем тӑшманпа. Анчах ҫӗнтереймен ҫав... Упи-паттӑр пурӑнать, теҫҫӗ.
— Ӑҫта? — пӑлханса ыйтрӗ ача.
Атӑл леш енче. Унта Ҫавал ятлӑ пысӑк юханшыв пур. Ҫав тӑрӑхра.
— Тен, тата ытти паттӑрсем те пур пулӗ?
— Сӑкӑт-паттӑр та сывах теҫҫӗ. Вӑл та Атӑл леш енче. Тата ҫурҫӗрте, Чепца шывӗ хӗрринче те пур вӗсем, пӑлхар паттӑрӗсем. Вӗсем пурте Пеҫерман ятлӑ мӑрса тавра пӗрлешнӗ теҫҫӗ. Вӗсем пурте пӗтӗм пӑлхарсен кӑнар-тиккийӗ ӳссе ҫитсе вӗсене хӑй элемӗ айне чӗнессе кӗтеҫҫӗ.
— Ака, тупа тесе калатӑп: ӳссе ҫитетӗп те эпӗ вӗсене пурне те хам ялав айне чӗнетӗп, — ҫирӗппӗн каларӗ ача. — Чи малтан сутӑнчӑк Парӑҫ-Пӑрӑнтая тытма хушатӑп.
— Ҫав самант ҫитессе кӗтсе илесчӗ, — ассӑн сывларӗ хӗрарӑм. — Капета мӗнле вӗлернӗ, ҫавӑн пек вилӗм пултӑрччӗ ӑна. Капет вӑл питӗ путсер сутӑнчӑк пулнӑ. Парӑҫ-Пӑрӑнтай хӳрешки.
— Капета мӗнле вӗлернӗ вара? — кӑсӑкланса ыйтрӗ ача.
— Вӑл питӗ ылттӑншӑн ҫуннӑ. Ылттӑншӑнах халӑха сутнӑ. Ҫавӑнпа, ӑна тытсан, пырӗнчен шӑратнӑ ылттӑн ярса вӗлернӗ.
— Эппин, Парӑҫ-Пӑрӑнтая та ҫав вилӗм кӗтет, — терӗ ҫирӗппӗн ача. — Акӑ, аттепе анне вилтӑприйӗ умӗнче тупа туса калатӑп...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-09-17 14:17:40 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3027 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем