Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шемшер

Шемшер (выр. Акулево) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи ял. Шемшер ял тӑрӑхне кӗрет.

Географийӗ

Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче, Йӑршшу юхан шывӗн ҫыранӗсем тӑрӑх вырнаҫнӑ. Шупашкар хулинчен — 33 км, район центрӗнчен, Кӳкеҫ поселокӗнчен, _ — 20 км, чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 33 км аякра вырнаҫнӑ.

Историйӗ

Историллӗ ячӗсем: Ҫӗнӗ Шемшер, Шуангер, Успенское. XIX ӗмӗрте вӑл Кивӗ Шемшер ялӗн (халӗ — Типнер ялӗ) выселокӗ пулнӑ.

Пурӑнакансем — чӑвашсем, 1866 ҫулччен вӗсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, хӑваран ҫатан тӑвасси, вӑрман касасси тата ытти промысла ӗҫӗсем пулнӑ.

Ялта Сӑваплӑ Турӑ Амӑшӗн Успени чиркӗвӗ ӗҫленӗ (1821–1841 ҫулсенче тунӑ, 1944 ҫулта ҫӗнӗрен уҫнӑ). 1851 ҫултанпа чиркӳ-прихут шкулӗ, 1914 ҫултанпа земство больници ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Серп и молот» колхоз йӗркеленнӗ.

Администраци енчен ял Шупашкар уесӗн Шемшер вулӑсӗ шутне кӗнӗ (XVIII ӗмӗр вӗҫӗ — 1927, вулӑс центрӗ пулнӑ), 1927 ҫултанпа — Шупашкар районӗнче.

Халӑх йышӗ

2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 180 ҫын (88 арҫын, 92 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 166 ҫын. Пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ — чӑвашсем (2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх 97 %).

Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:

  • 1795 — 10 кил;
  • 1897 — 9 арҫын, 7 хӗрарӑм;
  • 1926 — 84 кил, 141 арҫын, 167 хӗрарӑм;
  • 1939 — 142 арҫын, 188 хӗрарӑм;
  • 1979 — 123 арҫын, 162 хӗрарӑм;
  • 2002 — 88 кил, 153 ҫын (74 арҫын, 79 хӗрарӑм);
  • 2010 — 68 харпӑр хуҫалӑх, 180 ҫын (88 арҫын, 92 хӗрарӑм).

Паллӑ ҫынсем

Инфраструктура

2010 ҫул тӗлне ялта Свердлов ячӗллӗ колхоз, фельдшер пункчӗ, клуб, вулавӑш, спорт лапамӗ, лавкка ӗҫленӗ. Кунта республика пӗлтерӗшлӗ культура тата архитектура палӑкӗ шутланакан Сӑваплӑ Турӑ Амӑшӗн Успени чиркӗвӗ пур.

Экономика

Экономика никӗсне ял хуҫалӑх производстви йышӑнать. Свердлов ячӗллӗ колхоз ӗҫлет (2010 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх). Ял ҫыннисем харпӑр хушма хуҫалӑх тытса пурӑнаҫҫӗ.


 
Категорисем: Шемшер
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

irinuk87 тӳрлетнӗ, информацие 2026-11-06 21:01:13 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем