Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тукташпа паллашсан...

Ҫапла пӗр ҫулхине, колхозсем тунӑ вӑхӑтра, пирӗн Аслӑ Арапуҫне Илья Семенович Тукташ поэт килнӗ терӗҫ. Ӑҫта, мӗнле курмалла ӑна? Ҫак ӗмӗтпе эпӗ колхоз правленине кайрӑм. Унта канашлу пырать.
— Кунта хӑшӗ вара Тукташ? — тесе ыйтатӑп алӑк патӗнче тӑракан ҫынсенчен.
— Ав ҫав, чӳрече ҫумӗнче лараканни, — теҫҫӗ мана.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, канашлӑва ертсе пыракан юлташ:
— Халӗ Шупашкартан килнӗ хӑнана Илья Семёнович Тукташ писателе сӑмах паратӑп, — терӗ.
Чӳрече ҫумӗнче ларакан илемлӗ каччӑ аллинчи блокнотне уҫрӗ те сӑмах пуҫларӗ.
— Эсир, Арапуҫсем, ӗлӗкренпех ӗҫчен ҫынсем пулнӑ. Анчах та, темле тӑрӑшсан та, патша саманинче хӗн-хурпа нушаран тухайман. Октябрь ҫеҫ пире пурне те ҫӗнӗ пурнӑҫ пиллерӗ. Халӗ акӑ колхоз турӑр. Пӗрлешсе ӗҫлеме пуҫларӑр. Яла трактор та килчӗ. Кӗскен каласан — пурнӑҫӑмӑр лайӑхлансах пырать. Хресчен хӑйӗн телейне колхозра ҫеҫ тупма пултарать. Ҫакӑн ҫинчен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑха ҫырӑнман юлташсен тӗплӗн шухӑшласа пӑхас пулать. Пурин те — колхоза, — терӗ вал.
Писатель сӑмахӗсене канашлӑва килнисем пурте кӑмӑлларӗҫ.
1940 ҫулта чӑваш совет поэзийӗн антологийӗ тухрӗ. Унта Илья Тукташӑн "Ҫутӑ хӗвел", "Шурӑ кӑвакарчӑн", "Шур Атӑлта акӑш ярӑнать" тата ытти сӑвви-юрри пичетленнӗччӗ. Мана вӗсем кӑмӑла кайрӗҫ. Уйрӑмах поэтӑн "Тула сӑвӑрни" сӑвви пуҫра юлчӗ:

...Маттур хӗре — шур кулач,
Кахаллинчен ял кулать.
Их-чух, ял кулать.
Туллӑм-туллам, тул пӗрчи,
Сарӑ ылтӑн тул пӗрчи!

Ҫак сӑвва эпӗ студентсем ирттерекен концертсенче час-часах пӑхмасӑр вулаттӑм. Пӗррехинче мана Илья Семёнович Тукташ тӗл пулчӗ те: "Пичет ҫуртӗнче эсӗ ман сӑвва вуланине итлерӗм. Маттур. Пултаратӑн. Концертра пулнисем мӗнле алӑ ҫупрӗҫ!" — терӗ. Ку, паллах, мана питӗ савӑнтарчӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн, 1945 ҫулта пулас, Герман Степанович Лебедев композитор мана пӗр сӑвӑ тыттарчӗ те авторӑн ятне каламасӑрах: "Ҫакна вуласа тух-ха, унтан лайӑх юрӑ ҫырма пулать пек туйӑнать", — терӗ.
Ҫурхи кунсем вӑраннӑ чух,
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух,
Чун савӑнать, чӗрем сикет,
Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет.
Тӑван ҫӗршыв, Тӑван ҫӗршыв!
Асран кайми юратнӑ ҫӗршыв!

— Аван япала. Чун-чӗре хушнипе ҫырнӑ сӑвӑ. Авторӗ кам? — ыйтрӑм эпӗ композитортан.
— Илья Тукташ, — терӗ Герман Степанович. Эпӗ тепӗр кунне Илья Семёнович патне кайрӑм. Пӳрте кӗнӗ-кӗменех: "Сана "Тӑван ҫӗршыв" ҫырнӑ ятпа саламлатӑп. Кӑмӑла кайрӗ вӑл мана", — терем эпӗ. Илья Семенович та савӑнчӗ пулас.
— Тӑван ҫӗршыв вӑл — юратнӑ аннемӗр! Ун ҫинчен начар сӑвӑ ҫырма юрамасть, — терӗ.
Пӗррехинче ман пата Илья Тукташпа Кузьма Пайраш пычӗҫ.
— Хӑнана чӗнессе кӗтсе илеймерӗмӗр. Йыхравсӑрах килес терӗмӗр. Йышӑнатӑр-и пире? — терӗ Тукташ.
— Ман кил-ҫурт тусӑмсене яланах тарават. Килме кӑмӑл тунишӗн тавтапуҫ, — терем эпӗ. Чылайччен калаҫса лартӑмӑр, сӑвӑсем вуларӑмӑр.
— Пӑртак тӑхтӑр-ха. Май пур чухне эпӗ те хамӑн пӗр сӑввӑма вуласа парам, — терӗ Тукташ.
Тарай тутрин тӗрри ҫыруллӑ теҫ,
Пӗр ҫыруне халех вуласчӗ ман.
Вӑл ҫырӑва халех вуламасан,
Пурҫӑн ҫыру тӗрри хуралмӗ-ши?..

Эпир касса кайса итлетпӗр. Илья Семенович ҫаплах вулать.
Илья Тукташ Плеханов урамӗнчи икӗ хутлӑ, ҫурри йывӑҫ, ҫурри кирпӗч ҫуртра пурӑнатчӗ. Унта, пысӑк хӑна ҫуртӗнчи пек, кирек хӑҫан та аякри ялсенчен, хуласенчен килнӗ ҫынсем туллиехчӗ. Тарават хуҫа хӑнасене пурне те кӑмӑллӑн кӗтсе илетчӗ. Уйрӑмах унта халӗ халӑхра палӑрнӑ писательсене — Александр Артемьева, Аркадий Малова тата ыттисене те пӗрре мар тӗл пулнӑ.
Пӗрре хӗлле эпӗ Атӑл хӗррине кайма тухрӑм. Чернышевский урамӗнче мотоциклистсен ӑмӑртӑвӗ пырать-мӗн. Машинӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ак тамаша, курах каятӑп: Илья Семенович Тукташ та ӑмӑртура!
— Илья Семенович, ан юл! Хӑвала! — тесе кӑшкӑраҫҫӗ ӑмӑрту курма пынӑ ҫынсем.
Ҫул хыҫҫӑн ҫул иртрӗ...
— Акӑ алла ҫитетӗп. Эсир, тусӑмсем, часах пурте ман хаваслӑ кӗрекере пулатӑр. Мӗн пулсан та ҫав куна кӗтсе илетӗпех, — тетчӗ вӑл — йывӑр чирлӗскерех. Анчах поэт хӑйӗн юбилейӗччен пурӑнаймарӗ...
Илья Семенович Тукташ произведенийӗсем тӑван халӑх пуянлӑхӗ пулса юлчӗҫ. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑ-юрӑсем аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн пур кӗтесӗнче те илемлӗн янӑраҫҫӗ, пирӗн чун-чӗрене ҫӗклеҫҫӗ...
Василий Давыдов-Анатри
1975

2007 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпар» хаҫатран илнӗ.



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-03-13 23:23:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5027 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем