Пикшик (выр. Пикшик) — Чӑваш Республикинчи Шупашкар районӗнчи ял. Сарапакасси ял тӑрӑхӗн шутне кӗрет.
Ял Чӑваш Республикин ҫурҫӗр пайӗнче, Шупашкартан 13 км, район центрӗнчен 9 км тата чи ҫывӑх чукун ҫул станцийӗнчен 5 км аякра вырнаҫнӑ.
Ял таврашӗнче ҫак варсене палӑртаҫҫӗ: Карачура варӗ, Малти ҫырма, Пикшик ҫырми, Йӑршшу.
Яла пӗрремӗш хут 1782 ҫулта асӑннӑ. Историллӗ ячӗсем: Пикшики-Хочахматово, Пикшик-Хочахмад (1920). XVIII ӗмӗрте Пикшик Хочахматово ялӗн (халӗ — Ҫатракасси ялӗ) выселокӗ пулнӑ. Пӗр верси тӑрӑх, ял ячӗ Пикшик тенӗ язычник ятӗнчен тухнӑ, вӑл кунта пӗрремӗш пурӑнма килнӗ ҫын пулма пултарнӑ.
Пурӑнакансем — чӑвашсем. 1866 ҫулччен вӗсем патшалӑх хресченӗсем шутланнӑ. Тӗп ӗҫӗсем ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси, вӑрман касасси, кайӑк-кӗшӗк ӗрчетесси, килти ал ӗҫӗ пулнӑ.
1930 ҫулта ялта «Луга» колхоз йӗркеленнӗ. Унӑн пӗрремӗш председателӗсем Васильев Иванпа Степанов Фёдор пулнӑ. 1951 ҫулта «Луга» колхоз «Звезда» колхоз шутне кӗнӗ, 1982 ҫулта вара центрӗ Ҫатракассинче вырнаҫнӑ «Дружба» совхоз шутне кӗнӗ.
Администраци енчен Пикшик Шупашкар уесӗн Тогашево вулӑсӗ шутне кӗнӗ (XVIII ӗмӗр вӗҫӗ — 1927). 1927 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчен пуҫласа — Шупашкар районӗнче. 2006 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Сарапакасси ял поселенийӗ шутне кӗрет.
2010 ҫулхи ҫырав даннӑйӗсем тӑрӑх, ялта 161 ҫын (80 арҫын, 81 хӗрарӑм) пурӑннӑ. 2012 ҫулхи даннӑйсем тӑрӑх — 168 ҫын. Пурӑнакансенчен ытларахӑшӗ — чӑвашсем.
Ҫулсем тӑрӑх халӑх йышӗ улшӑнни:
2005 ҫул тӗлне ялта лавкка, сӗт-ҫу ферми, утар пулнӑ. Ялта асфальт сарнӑ ҫул пур, тӗп урамӗ — Ҫаран урамӗ.
Экономика никӗсне ял хуҫалӑх производстви йышӑнать. Совет тапхӑрӗнче «Луга», «Звезда» колхозсем, «Дружба» совхоз ӗҫленӗ. Халӗ ял ҫыннисем харпӑр хушма хуҫалӑх тытса пурӑнаҫҫӗ.
Статья каҫми :: Пичет версиӗ 