Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Карсакова Светлана Анатольевна

Карсакова Светлана Анатольевна (сцена ҫинчи ячӗ — Светлана Карсакова) — Раҫҫейри чӑваш эстрада юрӑҫи.

Пурнӑҫӗ

1983 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Чӑваш АССРти Канаш районӗнчи Маяк ялӗнче ҫуралнӑ.

1998 ҫулта Сиккасси вӑтам шкулне, 2002 ҫулта Ф. П. Павлов ячӗллӗ Шупашкарти музыка училищин фольклор уйрӑмне, 2006 ҫулта И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн музыка педагогики факультетне вӗренсе пӗтернӗ. 2006—2010 ҫулсенче И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗренсе иккӗмӗш аслӑ пӗлӳ илнӗ.

2000—2003 ҫулсенче Лапсарти ӳнер шкулӗнче ӗҫленӗ. 2003—2006 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнчи «Чӑваш ен» ансамблӗн солисчӗ пулнӑ.

2006 ҫултанпа И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн кадрсен пайӗнче ӗҫлет.

2002 ҫулта «Хавас» ушкӑн юрӑҫи пулса тӑнӑ. Ушкӑн йышӗнче те, пӗччен те юрлать.

Юррисем: «Юрату», «Сӑнӳкерчӗк», «Аннене», «Артистсене», «Лашисене шӑварнӑччӗ», «Ман юратнӑ чун савни», «Манпа мар», «Манса кай», «Нумай, нумай пӗтет», «Тӑван ял», «Улмуҫҫи ҫине», «Урӑх тӑкмас нихҫан», «Хӗр туслӑхӗ», «Ҫамрӑк чух савӑнар», «Ҫемье», «Ҫуралнӑ кун», «Ҫурхи илем», «Ҫутӑ уйӑх», «Юратсан», «Тав сана юрату» тата ыттисем.

Репертуарӗнче Алексей Шадриков, Алексей Московский, Людмила Казакова юрӑҫсемпе дуэтпа ҫырнӑ юрӑсем пур.

Юррисен авторӗсем: Альбина Юрату сӑвӑҫ, Александр Павлов, Сергей Марков аранжировщиксем тата ыттисем.

Репертуарӗнче хальхилле илемлетнӗ чӑваш халӑх юррисем пур.

Ҫемье

  • Ашшӗ — Комаров Анатолий Васильевич.
  • Амӑшӗ — Комарова Эльза Николаевна.
  • Ҫемьере иккӗн ҫитӗннӗ: Светлана тата Анна.
  • Мӑшӑрӗ — Карсаков Алексей Валерьевич.
  • Хӗрӗсем — София тата Мария.

Обществӑлла ӗҫӗ-хӗлӗ


 
Категорисем: Маяк ҫыннисем, Юрӑҫсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-07 16:46:24 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 34 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем