Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Зайцева Варвара Евгеньевна

Зайцева Варвара Евгеньевна — Раҫҫей спортсменки, пауэрлифтер. Чӑваш Республикин ятне хӳтӗлесе ӑмӑртать. Раҫҫей спорт мастерӗ. Штангине выртса тӗртессипе тата классикӑлла виҫҫӗлле кӗрешӳпе ӑмӑртать.

Пурнӑҫӗ

Зайцева Варвара Евгеньевна 2007 ҫулта Чӑваш Республикинчи Куславкка хулинче ҫуралнӑ.

Шупашкарти коопераци техникумӗнче вӗренет. Вӗренӗвне пауэрлифтинг тренировкисемпе пӗрлештерсе пырать. Спортсменкӑн тренерӗ — Соловьев Дмитрий.

Спортри карьери

2024 ҫулта Зайцева Чӑваш Республикин пауэрлифтинг кубокӗнче 47 килограммчченхи виҫе категорийӗнче ҫӗнтернӗ. Ҫав ҫулах Чӑваш Ен кубокӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

2025 ҫулта хӗрарӑмсем хушшинчи Чӑваш Республикин пауэрлифтинг чемпионатӗнче абсолютлӑ чемпион пулса тӑнӑ. 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Ӗренпур хулинче иртнӗ Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗн пауэрлифтинг ӑмӑртӑвӗнче 52 килограммчченхи виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, выртса тӗртессинче 80 килограмм тата классикӑлла тӗртессинче 65 килограмм кӑтартнӑ. 2025 ҫулхи раштавра ПФО классикӑлла виҫҫӗлле кӗрешӳ ӑмӑртӑвӗнче 47 килограмм виҫе категорийӗнче чӗркуҫленсе ларнинче Чӑваш Ен рекордне тунӑ — 107,5 килограмм, ҫавӑн пекех пӗтӗмӗшле суммӑра — 280 килограмм.

Раҫҫей Федерацийӗн Спорт министерствин 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнчи 327 НП номерлӗ хушӑвӗпе Зайцевӑна «Раҫҫей спорт мастерӗ» спорт хисепне панӑ.

2026 ҫулхи нарӑсра Тула хулинче иртнӗ Раҫҫейӗн пауэрлифтинг (классикӑлла виҫҫӗлле кӗрешӳ) ӑмӑртӑвӗнче юниоркӑсем хушшинче 47 килограмм виҫе категорийӗнче 292,5 килограмм суммӑпа пиллӗкмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ку результат спорт мастерӗн нормативӗнчен 22,5 килограмма пысӑкрах пулнӑ. Ҫавӑн пекех чӗркуҫленсе ларнинче хӗрарӑмсем хушшинче Чӑваш Республикин рекордне ҫӗнетнӗ — 110 килограмм.

2026 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Ӗренпурти Раҫҫейӗн пауэрлифтинг (выртса тӗртесси тата классикӑлла тӗртесси) ӑмӑртӑвӗнче Зайцева 47 килограммчченхи виҫе категорийӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑртусене ҫӗршывӑн 50 регионӗнчи 300 ытла атлет хутшӑннӑ. Штангине выртса тӗртессинче 97,5 килограмм результат кӑтартса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ тата юниоркӑсем хушшинче Чӑваш Ен рекордне ҫӗнетнӗ. Классикӑлла тӗртессинче вара унӑн результачӗ 70 килограмм пулнӑ, ку ӑна бронза медаль илмешкӗн тата хӗрарӑмсем хушшинче республикӑн ҫӗнӗ рекордне лартма пулӑшнӑ. Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх вӑл Раҫҫей сборнӑй командин тӗп йышне кӗнӗ.

2026 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче юниоркӑсем хушшинчи Ази ӑмӑртӑвӗнче 47 килограммчченхи виҫе категорийӗнче 92,5 килограмм результатпа кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.

Ҫитӗнӗвӗсем

  • Раҫҫей спорт мастерӗ (Раҫҫей Минспорчӗн 2025 ҫулхи раштавӑн 26-мӗшӗнчи 327 НП номерлӗ хушӑвӗ).
  • Чӑваш Республикин пауэрлифтинг кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2024).
  • Чӑваш Ен кубокӗн ҫӗнтерӳҫи (2024).
  • Хӗрарӑмсем хушшинчи Чӑваш Республикин пауэрлифтинг чемпионатӗнчи абсолютлӑ чемпионӗ (2025).
  • Атӑлҫи федераци тӑрӑхӗн пауэрлифтинг ӑмӑртӑвӗн ҫӗнтерӳҫи (2025).
  • ПФО классикӑлла виҫҫӗлле кӗрешӗвӗн ҫӗнтерӳҫи (2025).
  • Раҫҫейӗн пауэрлифтинг (выртса тӗртесси) ӑмӑртӑвӗн кӗмӗл призёрӗ (2026).
  • Раҫҫейӗн пауэрлифтинг (классикӑлла тӗртесси) ӑмӑртӑвӗн бронза призёрӗ (2026).
  • Юниоркӑсем хушшинчи Ази ӑмӑртӑвӗн кӗмӗл призёрӗ (2026).


 
 
Статья каҫми() :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-30 21:57:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 12 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем