Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Е

Ее, — кириллица алфавичӗ ҫинче никӗсленекен алфавитсен, чӑваш алфавитӗнчи ҫиччӗмӗш саспалли. Унӑн ячӗ — «йэ». Вырӑс ҫырулӑхӗнчен илнӗ. Кивӗ чӑваш ҫырулӑх палӑкӗсенчех пур.

Ҫавӑн пекех латиница ҫинче никӗсленнӗ алфавитра та пур.

Ее сас палли чӑваш сӑмахӗсен пур позицийӗсенче те тӗл пулать:

  • сӑмах пуҫламӑшӗнче, ҫемҫелӗх палли хыҫҫӑн вӑл икӗ сасса й + э пӗлтерет — епле [йэпле], ешӗл [йэшӗл], мӑрье [мӑрйэ], кӗсье [кӗсйэ];
  • хупӑ сас палли хыҫҫӑн (сӑмах варринче те, вӗҫӗнче те) э сасса, умӗнчи тата хыҫӗнчи хупӑ сасӑсем яланах ҫемҫе пулнине пӗлтерет — тепле [т"епл"е], ҫӗпре [ҫӗп"р"е], тет [т"ет"].


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2005-10-26 12:26:09 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3348 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем