Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Халап хапха тӑрринче...» литература конкурсӑн положенийӗ

Шкул ачисемпе ҫамрӑксен тата вӗрентекенсем хушшинчи „Халап хапха тӑрринче...” интернет конкурсӑн положенийӗ
<<

1§. Тӗп тӗллевӗсем

«Халап хапха тӑрринче...» интернет конкурса ачасемпе ҫамрӑксене тата чӑваш чӗлхипе литературине, културине вӗрентекенсене тӑван ене, унӑн культурипе историне, юмах-халапне тӗпчес, литература пултарулӑхне аталантарас, тӑван халӑхӑн, тӑван ял-хулан, тӑван тавралӑхӑн чи кӑсӑк енӗсене илемлӗ литература мелӗсемпе уҫса пама хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.

2§. Интернет конкурса йӗркелекенсем

А). Чӑваш Республикин верентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви
Ӑ). Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӑваш чӗлхе историйӗн пайӗ
Б). «Чӑваш халӑх сайчӗ» ( http://chuvash.org )
В). Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ ( http://inzetchuv.narod.ru )

3§. Интернет конкурса хутшӑнакан материалсен тытӑмӗ

А. Жанрӗсем: повесть, калав, очерк, пьеса, поэма, сӑвӑ.
Ӑ. Тема: тӑван ял е хула тӑрӑхӗнчи пӗр-пӗр топоним (ял, ҫырма-ҫатра, ту-хысак, шыв-шур тата ытти те) ячӗпе ҫыхӑннӑ халап-юмах тӑрӑх йӗркеленӗ илемлӗ хайлав. Халапне ял ҫыннисенчен ҫырса илнине е кӗнеке-журналта пичетленнине (сирӗн тӑван тӑрӑхпа ҫыхӑннӑ пулсан) илме юрать.
Б. Калӑпӑшӗ: 1 страницӑран кая мар (12-мӗш кегель, йӗркесен хушши – яланхи интервал).

4§. Интернет конкурса хутшӑнакансем

Конкурса 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑксемпе шкул ачисем тата вӗрентекенсемпе ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Хутшӑнакансене ҫак ӳсӗмсене пайланӑ:
А. 7-10 ҫулхи ачасем (1-5 кл.)
Ӑ. 11-14 ҫулхи ачасем (6-8 кл.)
Б. 14-17 ҫулхи ачасем (9-11 кл.)
В. 18-30 ҫулхи ҫамрӑксем
Г. Шкул вӗрентекенӗсем, ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем.

5§. Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене палӑртасси

Интернет конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене комисси членӗсем палӑртаҫҫӗ. Ӗҫсен пахалӑхне палӑртма ҫак критерисемпе усӑ кураҫҫӗ: паянхи илемлӗ хайлав мелӗсемпе тата меслечӗсемпе тӗрӗс усӑ курма пӗлни (чӗлхе илемлӗхӗ), халап-юмаха уҫса пама пултарни (шухӑшӗ), сюжета йӗркелени тата хайлав аталанӑвӗн тӗп паллисене пӑхӑнни, сӑнарсене тума тата уҫса пама (содержанийӗ) пултарни.
Кашни ӳсӗмри ҫӗнтерӳҫӗсене равштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне палӑртаҫҫӗ. Кашни ушкӑнри прозӑпа тата поэзипе малти вырӑна тухнӑ авторсене хисеп хучӗсемпе тата хаклӑ парнесемпе чыслаҫҫӗ.

6§. Ӑмӑрту тапхӑрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.

Ӗҫсене 2009 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене inzetchuv@narod.ru электрон адреспа ярса памалла. Конкурса халиччен пичетленмен, ытти конкурссене хутшӑнман хайлавсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫитнӗ хайлавсем конкурса хутшӑнмаҫҫӗ. Конкурса йышӑннӑ сӑвӑ-калав Чӑваш литературин электрон вулавӑшӗнче кун ҫути курать, автор конкурса хутшӑнни вӑл хӑй хайлавне электрон вулавӑшра пичетлеме ирӗк панине пӗлтерет.
Конкурса ярса паракан материалсене хушӑмра кӑтартнӑ калӑппа йӗркелемелле.
Хайлавпа пӗрле авторӑн тулли ятне (хушамачӗ, ячӗ, ашшӗ ячӗ), адресне, телефонпа (карас телефонпа) электронлӑ почтине ярса памалла. Вӗренекенсем хӑш шкулта (ҫамрӑксем — аслӑ шкулта) вӗреннине тата вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫине палӑртмалла. Ӗҫлекенсен ӗҫ вырӑнне кӑтартмалла. Ҫавӑн пекех хайлав ҫумне халапне хӑйне, халап ҫӑлкуҫне (кӗнеке-журналтан илнӗ пулсан — кӗнеке ячӗпе, хӑш страницӑра вырнаҫнине; ялти ҫынран ҫырса илнӗ пулсан — хайлав паспортне кӑтартмалла /т-х: 2009 ҫулта Иванов Иван Иванович 100 ҫулти Сидоров Ҫитӑр Сидоровичран ҫырса илнӗ/). Хайлав даннӑйӗсене тӗрӗс кӑтартман ӗҫсем конкурса хутшанмаҫҫӗ!


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2009-04-23 23:59:47 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3017 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем