Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.0 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем


Раҫҫейри чи паллӑ хуласем

  27.06.2015 12:29 | 2869 хут пӑхнӑ

Ку ыйту ҫине хуравлама пӗрре пӑхсан ҫӑмӑл, тепре пӑхсан йывӑр та. Анчах та эпир хыпар ҫӑлкуҫӗсен тӗлӗшӗпе танлаштарас терӗмӗр. Патшалӑхра пулӑмсем сахал мар пулса иртеҫҫӗ, анчах вӗсене тӗрлӗрен ҫутатаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Мускаври кашни утӑма тенӗ пекех пӗлтереҫҫӗ пулсан, пӗр-пӗр Урал тӑрӑхӗнчи Серов ятлӑ хулари пулӑма вара пысӑк пӑтӑрмах пулсан кӑна ҫутатаҫҫӗ. Сӑлтавӗ — хуласен витӗмӗ, вӗсен калӑпӑшӗ тата шайӗ тӗрлӗрен пулнинче. Федераци шайӗнчи МИХсем пурте тенӗ пекех Мускавра вырнаҫнӑран, паллах, тӗп хулари кашни вӗтӗр-шакӑр пулӑм та вӗсене тӳрех курӑнать.

Малалла...

 

Раҫҫейри чи илемлӗ ҫурт

  07.12.2014 17:46 | 1776 хут пӑхнӑ

Раҫҫейре кунашкал ҫурт урӑх ниҫта та ҫук. Унӑн илемӗ вырӑнти ҫынсене кӑна мар, ирен-ҫӳрене те питӗ тӗлӗнтерет. Вӑл Екатеринбургпа Невьянское хушшинче – Кунары ялта - вырнаҫнӑ.

Унпа ҫумӑн автоҫул иртет. Ҫавӑнпа вӑл водительсене те илӗртет. Ҫак ҫурта Сергей Иванович Кириллов тимӗрҫӗ тунӑ. Унпа вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫленӗ.

1951 ҫулта туй хыҫҫӑн ӑна аслашшӗнчен еткер юлнӑ – кивӗ ҫурт. Икӗ ҫултан вӑл тайӑннӑ.

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2019 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхăр туссемпе канмашкăн лайăх. Сирĕн халĕ лăпланмалла: ахăртнех, ĕçре кăмала пĕтерекен сăлтав пулнă. Туссем сире тунсăх шухăшсенчен пăрăнма, кăмăла çĕклеме пулăшĕç.

Ака, 26

1928
91
Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...
Эпир Facebook-ра 1370+
 
 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org