Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Пуҫ ҫаврӑнни амак мар

  26.02.2016 18:29 | 5622 хут пӑхнӑ

Шурӑ халатлисен ӗҫне эпир питӗ пархатарлӑ тесе сума сӑватпӑр. Хам та ҫавӑн пекех шухӑшлатӑп мар-и? Ҫавӑн пек шухӑшланӑранах вӗсенчен пулӑшу ыйтма васкатпӑр. Е чим-ха, васкасах каймастпӑр. Амакӗ аптӑратса ҫитерсен кӑна пулӑшу ыйтса тӗмсӗлетпӗр. Ытти чухне хамӑр валли ниепле те вӑхӑт тупаймастпӑр мар-и ҫав...

Нумаях пулмасть тусӑм каласа панӑ тӗслӗхсене илтсен шурӑ халатлисем пирки ним калама шалт аптӑрамалла. Пӗррехинче тусӑм кӗтмен-туман ҫӗртен пуҫ ҫаврӑннипе аптӑрама тытӑнчӗ.

Малалла...

 

Ҫын куҫҫулӗ ҫинче пуяҫҫӗ

  07.02.2016 18:54 | 4448 хут пӑхнӑ

Шел те, чирлӗ ача нумай. Вӗсен пурнӑҫне операци е сиплев ҫеҫ ҫӑлса хӑварма пултарать. Анчах ун валли укҫа нумай кирлӗ. Халӗ республикӑра Етӗрне районӗнчи Ксения Максимова пурнӑҫӗшӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. 13-ри хӗрача сывалӗ-и? Ура ҫине тӑрӗ-и? Унӑн амӑшӗ кунӗн-ҫӗрӗн пульницӑра ларать, ниҫта та каймасть. Вӗсем тӗрлӗ клиникӑран пулӑшу ыйтнӑ, хурав кӗтеҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтра тӗнче тетелӗнче ултавҫӑсем тӗлӗрмеҫҫӗ. Вӗсем Ксюша валли укҫа пухма тытӑннӑ. Анчах ку суя. Ҫемье хальлӗхе нимӗнле укҫа та пухмасть.

Малалла...

 

Хӑй ӑҫта ӗҫленине пӗлмен ҫынсем пульницӑра нумай-ши?

  17.01.2016 18:33 | 5720 хут пӑхнӑ

Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша!

Малалла...

 

Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур этемре?

  10.01.2016 21:59 | 3980 хут пӑхнӑ

«Ҫакӑ ҫутӑ ҫутӑ тӗнчере вӑйли ҫук та этемрен», - тенӗ чӑваш классикӗ хӑйӗн поэминче. Кам вӑл — этем? Ун пирки йӑлтах пӗлетпӗр-и эпир?

 

◆ Ача ҫичӗ уйӑх тултариччен пӗр вӑхӑтрах сывлама та, апат ҫиме те пултарать.

◆ Апчхулатнӑ чухне организм ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларать, чӗре те тапмасть.

◆ Ҫын чӗри пурнӑҫ тӑршшӗпе 48 миллион галлон юн уҫлать.

◆ Хӗрарӑмсен чӗри, арҫынсеннипе танлаштарсан, хӑвӑртрах тапать.

◆ Чарльз Осборн ятлӑ ҫын ултӑ ҫул иклетет.

◆ Ӗҫе сылтӑм алӑпа тӑвакансем, сулахаййисемпе танлаштарсан, вӑтамран 9 ҫул ытларах пурӑнаҫҫӗ.

Малалла...

 

«Ют ҫӗршывра мар, хамӑр патра кӑларнӑ эмел парӑр»

  13.12.2015 21:55 | 5942 хут пӑхнӑ

Ҫак вӑхӑтра, кӗр вӗҫӗнче тата хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫынсем ОРВИпе тата гриппа чирлеме тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ав урамра нӑшлатса ҫӳрекен, апчхулатакан ҫын нумай. Специалистсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи сезонта «грипп эпидемийӗ» кӑрлач уйӑхне лекӗ. Анчах паянхи кун та чирлекенсем самаййӑн.

 

 

Паллах, никамӑн та чирлес килмест. Анчах ку аптекӑсемшӗн питӗ тупӑшлӑ тесе калас килет. Ара, Шупашкарта миҫе аптека пулнине шутланӑ-и эсир? Кашни утӑмрах, кашни чарӑнурах… Шутлама пуҫласан ҫухалса кайма пулать.

Малалла...

 

Сиам йӗкӗреш хӑраххи Зита вилнӗ

  30.10.2015 18:50 | 4034 хут пӑхнӑ

Зита тата Гита Резахановсем пирки тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Сиам йӗкӗрешне уйӑрни пирки хӑй вӑхӑтӗнче массӑллӑ информаци хатӗрӗсем нумай ҫырчӗҫ. Ара, кунашкалли пӗрремӗш хут-ҫке.

Зитӑпа Гитӑна уйӑрсан чиперех пурӑнса кайнӑ. Ҫапах нумай сипленме тивнӗ вӗсен. Апла пулин те хӗрачасем питӗ савӑннӑ. Вӗсем ыттисем пекех пулнӑ-ҫке-ха.

Аса илтерер: Зитӑпа Гита Кӑркӑсстанри Западное ялӗнче 1991 ҫулхи юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӗсене 2003 ҫулта Мускаври Филатов ячӗллӗ ача-пӑча клиника пульницинче операци тунӑ.

Малалла...

 

Уçă алăксен кунĕнчи хупă алăксем

  17.09.2015 19:17 | 4705 хут пӑхнӑ

Республикăн Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви республикăри пульницăсем Уçă алăксен кунне ирттерни пирки вĕçĕмех хыпарлать. Ку хыпара кашнинчех савăнса йышăнатăп, çынсене тухтăр патне лекме çăмăл тесе хĕпĕртетĕп. Тепĕр тесен, мĕншĕн çынсен кăна кун пек меслетпе усă курмалла-ха? Çывăх çыннăма тахçанах куç тухтăрĕ кăсăклантарать. Вăл та ыттисенчен кая мар-çке – Уçă алкăсен кунĕпе усă куртăр-иç текелесе пĕр виç уйăх каялла та пулĕ Республикăри офтальмологи пульницин регистратурине шăнкăравланăччĕ.

Малалла...

 

«Оптимизаци» теççĕ те...

  14.08.2015 21:43 | 5356 хут пӑхнӑ

Пур çĕрте те «оптимизаци» тесе янăрашаççĕ. Чăннипе, ку мана кăштах сисчĕвлентерет. Ара, пур çĕрте те кадрсене кĕскетеççĕ, вăл е ку çурт алăкĕсене хупаççĕ…

Оптимизаци текенни, паллах, медицина тытăмне те пырса тиврĕ. Унччен кашни районтах ача çураттармалли уйрăмсем пулнă. Пирĕн ăру, эпĕ те, унтах çуралнă. Ун чухне Трак тăрăхĕнчен Шупашкара илсе çÿремен. Çулĕ инçех мар-ха, анчах хĕрарăм çуратма тытăнсан тем вăрăмăшех туйăнĕ вăл.

Оптимизаци лайăх тесе мухтанаççĕ. Анчах хăш чухне ура та хума пултарать мар-и? Пĕлĕшĕм каласа кăтартнă тăрăх, пĕр хĕрарăм (лайăх астумастăп, Элĕк тăрăхĕнче ку пулнăччĕ ахăртнех) ăнсăртран ача çуратма тытăннă.

Малалла...

 

Виçĕ ача амăшĕ пурнăçран уйрăлчĕ...

  29.05.2015 22:03 | 5782 хут пӑхнӑ

«Чăваш Ен» ПТРК корреспонденчĕ, чăвашла хыпарсен кăларăмне ертсе пынă Алена Павлова (Кириллова) пурнăçран уйрăлса кайни пирки нумайăшĕ калаçрĕç. Халĕ те пуçа вырнаçман çак япалана «Çыхăнура» канашлура сÿтсе яваççĕ (http://forum.na-svyazi.ru/?showtopic=2091530&st=30).

Чăннипе, çак йĕркесене мана çырма питĕ йывăр. Йĕркесем куççульсĕр шăрçаланаймаççĕ… Аленăпа 5 çул пĕр курсра, пĕр ушкăнра вĕрентĕмĕр, общежитире питĕ туслă пурăнтăмăр.

Малалла...

 

Пуҫ вырӑнне пуҫ пулӗ-ши?

  09.04.2015 21:58 | 4434 хут пӑхнӑ

Тӗнче яланлӑхах ылмашӗ тесе шухӑшлать иккен Итали нейрохирургӗ Серджио Канаверо. Ҫакна вӑл пӗр ҫыннӑн пуҫне тепӗр ҫыннӑннипе ылмаштарас тенӗрен каланӑ. Италири клиникӑсенчен пӗринче ӗҫленӗ хирург Раҫҫей ҫыннине, 30 ҫулти Валерий Спиридонова, урӑх пуҫ лартса парасшӑн иккен. Каччӑ хӑй кун пирки унран скайп урлӑ ыйтнӑ-мӗн.

Валерий Спиридонов

 

Хальччен никам туман операцие тутарма Валерий Спиридонов ахальтен килӗшмен.

Малалла...

 
Страницӑсем: 1, ... 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.12.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне, пӗтӗмӗшле илсен, лӑпкӑ иртӗ. Анчах ҫавна май эсир сыхлӑха ҫухатма пултаратӑр. Тунтикун уйрӑмах тимлӗ пулӑр, хӑвӑра улталама ан парӑр. Ытларикун вак-тӗвеке те сӑнӑр. Эрне варринче туссене кивҫен ан парӑр — туссене те, укҫана та ҫухатма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурри ҫӗнӗ пӗлӳ илме ӑнӑҫлӑ.

Раштав, 10

1898
127
Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫуралнӑ.
1901
124
Данилов Николай Фёдорович, критик, халӑх пултарулӑхне пухаканӗ ҫуралнӑ.
1929
96
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ.
1953
72
Пушкин Василий Николаевич, литература тӗпчевҫи, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1969
56
Николаев Олег Алексеевич, чӑваш политикӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...