Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хальтерехри статьясем

Чухӑнсен йышне хӑш хуласем кӗнӗ?

■  30.07.2016 15:21 | 6066 хут пӑхнӑ

Чи начар пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне РФ правительстви ҫумӗнчи Финанс университечӗн социологӗсен ушкӑнӗ пуҫарнипе хатӗрленӗ. Хӑш хуласем кӗнӗ-ха унта? Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫынсене хӑйсем мӗнле пурӑннине 1-рен пуҫласа 5-ччен хисеппе палӑртма ыйтнӑ.

Пӗрремӗш вырӑнта – Тольятти. Ку, паллах, кӗтменлӗх. Ара, кунта урапасем туса кӑлараҫҫӗ-ҫке. Предприяти нумай пулсан та хулара ӗҫсӗр арҫын чылай. 700 пин ҫынран 13 проценчӗ – чухӑнлӑх чиккинче. АвтоВАЗ пысӑк конкуренципе тӗл пулать.

Малалла...

 

Шапашкӑра

■  17.03.2016 21:50 | 5167 хут пӑхнӑ

Саратовра!

 

Сентябрьте Саратовра

Ӗҫлерӗмӗр ,,шапашкӑра",

Тимлерӗмӗр НПЗра

Шутра тӑрса ,,Промфинстройра".

 

Асран каймасть нихҫан та Чарли,

Кун ҫулӗ ун асаплӑ тертлӗ.

Халап ҫапать вӑл пӗр сехет,

Самахӗ ун чуна тивет.

 

,,ТБ" кунта хаяр. кӑра,

Ӗҫлен ҫаплах хӑра-хӑра.

Мӗн пур ыйту ҫине хурав:

,,Йӗркене пӑсрӑн - тӳлӗн штраф".

 

Пӗр виҫе кун вӗртерчӗҫ ,.трубка",

Мухмӑрлине шырарӗҫ - ҫукка...

,,Проходнойра" ыйтаҫҫӗ пропуск,

Ӗс пуҫламашкӑн кирлӗ допуск.

 

Пуҫлатӑн ҫеҫ ҫӑрма раствор

Ӗҫе чарать ,,Гостехнадзор".

Малалла...

 
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем тӑватӑр, анчах хӑвӑра алӑра тытмалла. Ҫӗнӗ проектсене пуҫӑнма, пухӑннӑ ыйтусене татса пама вӑхӑт. Ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне ӑнланманлӑхсем пулма пултарӗҫ — чӑтӑмлӑ пулӑр. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене кая хӑвармалла мар.

Чӳк, 15

1982
44
Кабалин Иван Андреевич, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ.
2002
24
Махмутов Владимир Ильич, производство пуҫараканӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...