Вырӑс чӗлхинчен* кӗнӗ «Класс» чӑваш орфографийӗшӗн ыйту тӑратакан сӑмахсенчен пӗри. Тӗп падежра вӑл ҫаплах тӑрса юлать-ха, анчах ытти вӗҫлевсенче «темшӗн» вӗҫӗнчи пӗр с-не ҫухатать: класс, класра, класшӑн, класри, класа.
Ҫак ыйтӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ман шутпа ҫак сӑмаха «КӐЛАС» тесе ҫырма йышӑнтармала: кӑлас, кӑласӑн, кӑласа, кӑласра, кӑласран, кӑласпа, кӑласпалан, кӑлассӑр, кӑласшӑн; кӑласӗ, кӑласӗн, кӑласне, кӑласӗнче, кӑласӗнчен, кӑласӗпе, кӑласӗпеле, кӑласӗсӗр, кӑласӗшӗн; кӑласӗсем, кӑласӗсен, кӑласӗсене, кӑласӗсенче, кӑласӗсенчен, кӑласӗсемпе, кӑласӗсемсӗр, кӑласӗсемшӗн; кӑласлӑ, кӑласла, кӑласӑнни, кӑласалла, кӑласшар, …
Лайӑн енсем:
1) ку форма сингармонизм сакунне пӑхӑнать;
2) чӑваш чӗлхишӗн тӑванрах курӑнма тытӑнать (витре, кӗрепле, кӗнеке пек);
3) ҫӗнӗ терминсем ӑсталама май парать: классификация — кӑласласси (кӑласлани; е кӑласлав); классифицируй — кӑласла (кӑласласа тух).
Иртнӗ уйӑхри «Тӑван Атӑлта» чӑвашла ҫырнӑ ман пӗрремӗш калав пичетленсе тухрӗ.
Ҫак журналта «Чӑваш калавӗ» конкурс пуҫарни пирки илтсенех ман хамӑн та ҫырса пӑхас шухӑш ҫуралчӗ — ара чӗлхене миҫе ҫул туптатӑп ӗнтӗ, ҫырма вӑхӑт та ҫитрӗ пуль. Вырӑсла калавсем эп унччен те ҫыркаланӑччӗ, чӑвашла вара пулаймастчӗҫ. Тем тесен те фэнтези жанрӗ чӑваш халӑхне ютрах ҫав. Сӑмахран, халапсенче, хӑварах пӗлетӗр ӗнтӗ, аҫтахасене юратмаҫҫӗ, усал шутланать вӑл. Фэнтезире вара, уйрӑмах хальтерех ҫырнисенче, вӑл вӑйлӑ хӑрушкка тӗсӗ ҫех...
«Арҫури аташтарни.Юлашки вӑхӑтра чӑваш чӗлхине хӗсессипе нумай хыпар пырать. Малтан педагогика университетӗнче темиҫе факультета пӗрлештерсе чӑваш факультетне пӗтерчӗҫ, халь Ульянов ячӗллӗ университетра ҫав ӗҫех пырать. Нумайлатас вырӑнне хӗсни, чакарни — ман шутпа влаҫрисем чӑваш чӗлхипе кӗрешнине кӑтартать. Ытти факультетсене пӗрлештермеҫҫӗ-ҫке... чӑвашлисене ыттисемпе хутӑштараҫҫӗ. ППЭ чӑвашла тытма майсем туса парас вырӑнне халӑха хирӗҫ тӑрмашаҫҫӗ.
Издательство ҫурчӗсене пӗрлештерни те ҫав ӗҫех — вырӑслисене пӗр ҫӗре пухасси пирки сӑмах тапратмаҫҫӗ, чӑвашлисем ҫине тапӑнаҫҫӗ.
Кам та кам Чӑваш наци телевиденийӗ чӑвашла передачӑсем нумайрах кӑтарттӑр тет - ҫакӑнта сасӑлӑр: https://docs.google.com/forms/d/1Afgl8QUQaZTVg_Aq-wZDZWTIA0SYedaAaiHBzLZ0bWA/viewform?pli=1
Чӑваш Республикин Тӳре-Шари Шупашкарта чӑвашла тухакан пӗтӗм хаҫат-журнала пӗр "тӑрӑ" айӗнче пуҫтарма шут тытнӑ.
"Государственные СМИ Чувашии, издаваемые на чувашском языке, объединят в медиахолдинг. Соответствующий проект постановления был одобрен 13 июня правительством республики." http://www.irekle.org/news/i1051.html
Тӗллевӗсене те палӑртнӑ:"Согласно принятому постановлению, холдинг создается "в целях эффективного использования государственного имущества". Мининформполитики добавляет, что объединение изданий позволит "оптимизировать штаты редакций", "гибко реагировать на запросы рынка" и "обеспечить экономию бюджетных средств"(Ҫавӑнтанах).
Чӑваш чӗлхин шӑпи ҫине пӑхатӑп та куллянтарнипех куллянтарать. ЮНЕСКО пирӗн чӗлхе пӗтме пултарать тени ҫине хӑшӗ-пӗри иккеленӳллӗ пӑхать пулин те хӑш-пӗр самантсенче унӑн малашлӑхӗ ҫутӑ та телейлӗ пуласса ӗненме те пӑрахма пулать. Мускав кирлӗ мар, пирӗн влаҫрисене кирлӗ мар. Путин хӑйне валли вертикаль власти туса хунӑранпа халӑх та вӗсем ҫине пӑхать — ӑна та чӗлхе кирлӗ мар пулас. Пуясси кирлӗ те ют ҫӗршывсене кайса канасси кирлӗ. Малашлӑх пирки шутлакан ҫынсен йышӗ вара сахалансах та сахалансах пырать.
Александра Фукс хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш ялӗ епле тутарланнине хӑй куҫӗпе курнӑ теҫҫӗ (ҫӑлкуҫа кӑтартсан аван пулӗччӗ) те паян эпир чӑваш ялӗсем вырӑса тухнине питӗ те аван куратпӑр.
– Историре чӑваш наци ҫӗкленӗвне (е чӗрӗлӗвне) тӗрлӗ тапхӑрсене пайлама пулать.
Чӑваш литературине юратакансем Роман Чепунова лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче ӑста учитель, хӗрӳ критик, интереслӗ прозаик пек палӑрнӑ. Юлашки ҫулсенче филологи ӑслӑлӑхне, фольклора тӗпчес енӗпе пултаруллӑ пулнине ҫирӗплетрӗ: чӑваш халӑх каларӑшӗсене пухса вӗсене «Хыпар» хаҫатра пичетлет.
Роман Андреевич ӗҫне пысӑка хурса хакламалла. Вӑл пуҫтарса тишкернӗ каларӑшсене кӗнекен пичетлесе кӑларма та юрать. Ку кӑларӑм ӑсчахсемшӗн те, вӗренекенсемпе студентсемшӗн те, ахаль вулаканшӑн та усӑллӑ пулӗччӗ. Пирӗн вара Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлекенсем ҫакна асӑрхӗҫ тесе шанасси ҫеҫ юлать.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие эп хам та хутшӑнтӑм. Чи малтанах кӑшт шикленӳсем те пурччӗ — хутшӑнас-и, е хутшӑнас мар-ши? Кайран шутларӑм-шутларӑм та — ара мӗн унта иккеленсе тӑрасси пур? Ҫырса пӑхас. Эп хам килте ҫыратӑп-иҫ. Хамӑн ӗҫ хама килӗшмесен ярса памасӑр та пултаратӑп-ҫке!
Наци радиовӗн интернет урлӑ калаҫӑвӗ те тикӗс пулмасси пирки шутланӑччӗ (хӑш чухне те каналӗ хӗсӗккине пула малтан пач татӑлатчӗ те) — пысӑк тав вӗсене, пӗр кӑлтӑксӑр иртрӗ.
Тексчӗ ман шутпа питӗ лайӑх. Кӗскерех пулин те. Пӗрремӗш текст пулнӑран Лидия Кузьмина хӑш-пӗр йывӑрлӑхсене уҫса пычӗ пулас, анчах ман шутпа вӑл ытлах кирлех те мар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Разумов Василий Петрович, инженер, тинӗс ҫар флочӗн вице-адмиралӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Николай Петрович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Андронов Николай Иванович, Раҫҫей Федерацийӗн халӑх ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |