Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫул хакӗ — пӗрре савантарчӗ, тепре хурлантарчӗ

Аçтахар Плотников26.02.2010 16:435691 хут пӑхнӑ
Шупашкара ҫитнӗ хыҫҫӑн хулана тухма тиврӗ. Хайхи 46-мӗш (Лапсартан хулана ҫӳрет) маршрутка ҫине лартӑм та ҫул хакӗ 10 тенке чакни пирки пӗлтӗм — малтанхи пек 11 тенкӗ патӑм та мана пӗр тенке каялла тавӑрчӗҫ. Ара ку питӗ лайӑх-иҫ — хаксене ӳстерме ҫеҫ мар, чакарма та пӗлеҫҫӗ-иҫ кусем тесе хӗпӗртерӗм.
Никоаев урамне ҫитнӗ хыҫҫӑн хайхи троллейбус ҫине куҫса ларма тиврӗ. Малтанхи пек кондуктор аллине 9 тенкӗ паратӑп: «Сан 1 тенкӗ ҫитмест кунта» — тет хайхи. Малтанхи савӑнӑҫ вара пӗтсе ларчӗ...

Маршруткӑсемпе ахаль троллейбуспа автобуссен хакне пӗрпеклетме кирлӗччӗ-ши ӗнтӗ? Мана мӗн курӑнать? Автобуссемпе малашне ҫынсем сахалтарах ҫӳреме тытӑнӗҫ пулӗ тетӗп. Троллейбуссенче те ҫынсем сахаланӗҫ. Мӗн кӗтет? Автобуссемпе троллейбуссенче ҫын сахаланнине кура вӗсене ҫула сахалрах кӑларма тытӑнӗҫ — льготӑпа ҫӳреме пултаракан ҫынсен вара ирӗксӗрех тӳлевлӗ транспортпа усӑ курма тивӗ. Уйрӑм усламҫӑсен аллинчи транспорт ирӗклӗрех — рейс тупӑш памасан маршрута тухасшӑнах пулмӗҫ. Ҫавӑнпа та каҫхине ӑҫта та пулин ҫитме йывӑртарах пулӗ. Тата мартшруткӑсем вӗсем ытла та нумайланса кайнипе пер-пӗрне кансӗрлеме тытӑнӗҫ, ларанҫынсемшӗн тупӑшса пӗр-пӗринчен иртсе каяс тесе хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӳресе ҫул йӗркине пӑсма тытӑнӗҫ — ҫул ҫинчи хӑрушлӑхлӑх лайӑхланмех.

//шел те курашкал лару-тӑрӑва эп унччен тепӗр хулара курса — лайӑххипе вӑл вӗҫленменччӗ. Эп Чулхула пирки калатӑп. Пӗр 3 ҫул каялла унта ахаль автобуссем ҫуккипе пӗрехччӗ (троллейбусӗсем унта Шупашкарти пек аталанман) — халӑхӑн 90% маршруткӑсемпе ҫӳретчӗ. Питӗ кансӗрччӗ — тулли ПАЗсенче ларса курнӑ ҫын ӑнланӗ. Проездной пирки каламалли те ҫук. Хӑш-пӗр чарӑнусенчен ларса кайма ҫуккипе пӗрехччӗ. Халӗ вара автобуссене каялла тавӑрчӗҫ — маршруткӑсен шутне ятарласа чакарнӑ пулас. Халӗ автобуспа ларса ҫитме, маршруткӑпа танлаштарсан, темӗн чухлӗ ҫӑмӑлрах. Проездной пурри те лайӑх.
Хаксем тӗлӗшӗнчен — чи хакли 14 тенкӗ. Хӑш-пӗр маршруткӑсенче йӳнӗрех те — 10 тенкӗрен пуҫласа 12 тенкӗччен. 14 тенкӗллисем те нумай. Автобусӗсем те Шупашкарти пек пӗчӗккисем мар, пысӑк ЛиАЗ-сем.
Чулхула тунӑ йӑнӑша Шупашкарсен тӑвас марччӗ :)
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем