Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Ҫич ҫунатлӑ курак»

Аçтахар Плотников30.08.2009 20:544154 хут пӑхнӑ
Сутлӑхра Денис Гордеевӑн кӗнекисем чылай пулнине тахҫанах сӑнаса. Малтан, хӑйӗнпе паллашман чухне, эп ӑна ҫамрӑк ҫыравҫӑ пулӗ тесеччӗ — темшӗн-ҫке, ман пуҫра Денис ят ҫамрӑксемпе ҫеҫ ҫыхӑнать. Те ман юлташсем хушшинче Дениссем чылай пулнӑран (пурте ҫамрӑк), те хӑй ячӗн тулли варианчӗ мӑнаҫлӑ пулманран, ҫамрӑкла илтӗннӗрен. Ак, Василий ятах илер: Вася тесен ҫамрӑкки куҫ умне тухать, Василий тесен — мӑнни. Денис вара — ҫамрӑкки те ҫула ҫитни те пӗрех.
Паян Денис Гордеевӑн «Ҫич ҫунатлӑ курак» повеҫне вуласа тухрӑм. Иртнӗ кану кунӗсенче Шупашкара килсе кайсаччӗ те Хветӗр Уярӑн «Танати» хыҫҫӑн малалла мӗн вулам-ши тесе канӑҫсӑрлансаччӗ. Чи малтан А. Артемьевӑн «Юманлӑхра ҫапла пулнӑ» романне вуласа тухас шухӑш пурччӗ. Анне хӑй ҫамрӑклӑхне аса илнӗ чухне ҫак романа аса илсеччӗ — ӑна пӗр кун хушшинче вуласа тухрӑм терӗ. Интереслӗ роман пулӗ — вуласа тухмаллах. Анчах та кайран шутларӑм-шутларӑм та урӑххине илес пулӗ терӗм. Артемьевӑн романне тен урӑххи те кӑмӑлласах вулавӑш валли сканерласа парӗ. Денис Гордеевӑн кӗнекисем сутлӑхра чылай, эпӗ вара пӗр хайлавне те вулламан. Мӗнле ҫыравҫӑ-ши? Тӗрӗслес терӗм. Пӗр уйӑх каялла ӗнтӗ лаввкара унӑн пӗр кӗнекине туянсаччӗ — хакӗ те питӗ кулӑшла — 40 тенкӗ! Вӑт ҫав кӗнекене ҫавӑтса килтӗм те ӗнтӗ Шупашкартан.
Тӑватӑ кун хушшинче хуллен-майӗпен ӗҫлесе пӗр пӗчӗк повеҫне сканерласа тухрӑм. Сканерланӑ май, ҫыртӑм ӗнтӗ, вуласа та тухрӑм. Повеҫе хальтерех ҫырнӑ — 1996-97 ҫулсенче. Хальтерех ҫырнӑ пулин те ман шутпа лайӑх пулса тухнӑ. Хальхи вӑхӑтра ҫырнӑ хайлавсен тӗп ҫитменлӗхӗ, ҫырсаччӗ ӗнтӗ, — хальхи пурнӑҫри тӗл пулакан ҫитменлӗхсене пӗр хайлава кӗртсе тултарасси. Ку Г. Максимовӑн «Хура ҫӗрӗллӗ кушакӗнче» те, Александр Аслутӑн «Ял тымарӗнче» те палӑрать. «Тӑван Атӑлта» тата тепӗр унашкал хайлава вуласаччӗ — шел те ятне астуса юлман. Паллах, пур хайлава та тиркеме май ҫук. Ак Г. Максимовӑн «Амӑшӗн пехилӗ» хайлаврах унашкалли ҫук — сюжет тикӗссӗн пырать, айӑккинелле пӑрӑнмасть, ытлашши ҫук.
«Ҫич ҫунатлӑ курак» мана килӗшрӗ. Сюжет йӗрне лайӑх йӗркеленӗ. Хайлава чи малтан алла тытнӑ май эпир Аликпа тӗл пулатпӑр. Ӑна кукашшӗ ашшӗ килӗнчен илсе каять, ку ачашӑн чӑн-чӑн ҫӑлӑнӑҫ пулса тӑрать. Повесть вӗҫнелле ачан шӑпи йывӑр пулни курӑнать пулин те ҫапах та вӑл телейлине туйса илетӗн — унӑн ҫывӑхӗнче кукамӑшӗ пур. Автор ку хайлавра пурнӑҫра тӗл пулакан хуйхӑ-суйхӑсене темле пулсан та чӑтса ирттермелли пирки каласшӑн пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑн. Аликӑн чылай ҫывӑх юлташӗсен пурнӑҫӗ татӑлать — кукашшӗ, Маша курак, Байкал лаша, Юркка юлташӗ — пурин пурнӑҫӗ те тӑшман аллинчен пӗтет. Алик тӑшманӗсем, ашшӗпе Артык, малтанхи пекех сывӑ пулин те автор вӗсене ҫиеле тухнӑ пек, вӗсем ку пурнӑҫра ҫӗнтернӗ пек кӑтартмасть. Ку хайлав ҫӗнтерӳҫисем — Алик тата ун кукамӑшӗ Серинкка. Вӗсем пур йывӑрлӑха тӳссе ирттереҫҫӗ, ҫавӑнпа та усала ҫӗнтереҫҫӗ те.
Ку кӗнекерех тата тепӗр повесть пур — «Каҫма». Пысӑк-ха... 200 страница ытла сканерламалла... Вӑхӑт тупсан сканерласа, вуласа тухмалла пулӗ. Пӗр хайлавпах автор пултарулӑхне туйса илме май ҫук.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем