Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑвашла та Хозандайкино!

Аçтахар Плотников24.08.2009 21:344420 хут пӑхнӑ
Иртнӗ шӑматкун каллех чӑваш ялӗсене ӳқерме ҫула тухрӑм. Малтан Элӗк районне ҫитес шухӑшсем пурччӗ, анчах та вӑл кун умӗн темиҫе кун сахал ҫывӑрнине пула пиллӗк ҫурӑра ниепле те тӑрас килмерӗ. Саккӑрччен ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн, пӗр килнӗ-килнех ӑҫта та пулин кайса килес терӗм. Элӗк районне ҫитейместӗп пулӗ терӗм — канмалли кунсенче автобуссенче халӑх лӑк тулли пулӗ... Ҫавна май Шупашкарпа Муркаш районӗсене ҫитес терӗм. Велосипеда утлантӑм та вӗҫтертӗм. Малтан Кивпулӑх хӗррипе иртсе Вашука ҫитрӗм. Малалли ҫул ҫав ялпа юнашарах вырнаҫнӑ Хосантая выртрӗ. Ҫитрӗм. «Ялӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтатӑп. «Хозандайкино», — теҫҫӗ. «Чӑвашла мӗн ятлӑ?» — тӗпчеп малашне. «Ара, Хозандайкинах» — хуравлаҫҫӗ. Пӗринчен ыйтрӑм, ҫапла хуравларӗ. Тепринчен ыйтрӑм — вӑл та мана ялӑн чӑвашла ячӗ «Хозандайкино» пулнине ӗнентерет. Ман тӗле Агеев Фёдор Николаевич тава тивӗҫлӗ строитель те лекрӗ — хӑй лартнӑ аллея пирки каласа пачӗ (каласа панӑ чухне ҫине-ҫинех вырӑс сӑмахӗсем тухрӗҫ — сӑмахӗ халӗ ун пирки мар...) — вӑл та тӑван ялӗн ячӗ чӑвашла «Хозандайкино» тет.
«-ино»-па вӗҫленекен ят ӑҫтан чӑвашла пултӑр-ха?.. Ҫулҫӳреврен таврӑнсан справочнике пӑхрӑм — «Хосантай» иккен! Ма пӗлмеҫҫӗ? Чӑвашла ятне усӑ курма пӑрахнинченех пулӗ... Таҫта та, кашни кӗтесре «Хозандайкино» тесе ҫырнинчен пулӗ? Ма ял ячӗсене чӑвашла ҫырмаҫҫӗ? Тӗрӗссине калас-тӑк — ҫыраҫҫӗ. Пуринне те мар ҫав. Пӗр тӗлтех — пӗрин ял ятне чӑвашла та вырӑсла та ҫырнӑ, тепринне — вырӑсла ҫеҫ. М7 ҫул ҫинчен Вӑрнар ҫулӗ пуҫланнӑ вырӑнтах, ав, чӑвашла ҫырса хунӑ — Чулхулине те манса кайман. Ытти вырӑнта вара темшӗн кахаланаҫҫӗ, чӑвашла ҫырмаҫҫӗ. Хаш-пӗр вырӑнта танлаштарма та кӑсӑклӑ — чӑвашла «Вӑрӑмту», вырӑсла «Большие Котяки».
Вӑт вара пулса тухать те — ял ячӗ вырӑсла та, чӑвашла та пӗрешкел — Хозандайкино. :(
//Ишлейре тутӑхса ларнӑ листа ҫине урам ятне чӑвашла ҫырнине куртӑм - «Юхан шыв леш енчи ур. / ул. Заречная» паллӑ хӑй пекех кивӗ юпа ҫинче ҫакӑнса тӑратчӗ.
//ку ҫырӑва вуласа тухман, тӗрӗслемен — вӑхӑт ҫук. Кайран тӳрлетӗп.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2009.08.27 09:04
Чăвашла ку ялĕн ячĕ Хусантай пулмалла пуль...

Пирĕн кÿршĕре çавăнпек ятлă ялсем пур: Чăгăтай(Чегодайка), Палантай(Баландаево)...
2009.08.27 10:03
Аçтахар Плотников
Текстра чăвашла ятне кăтартрăм — Хосантай (вирьялта хăш-пĕр ятсем "-о-"-па, теприсемех — "-у-"-па).
Тус // 3638.3.7654
2009.09.15 19:47
Пирĕн яла Ирçел теççĕ,Чĕмпĕр тăрăхĕнчен,ĕлекрех унта молдва йăхĕсем пурăннă теççĕ,çÿрçĕртен Чăваш йăхĕсем килсе пăлхатса Чăвашланса кайнă ял. Тен пирте ирçе юнĕ те юхать?
Кам пĕлет?
2009.09.23 11:35
Аçтахар Плотников
http://gov.cap.ru/list4/publication/rec.aspx?id=135911 — «Тăван Енре» пичетленсе тухрĕ.
2009.09.23 13:42
Эсĕ маттур,м.ш.п. çавăнпек статьясем чăвашлăха упраççĕ...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем