Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +15.8 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Асаттесен ҫулӗ хӑват патӑр

25.07.2009 06:122265 хут пӑхнӑ
Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ ҫирӗммӗш хут Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне ҫитсе курчӗ. Асӑннӑ ҫул ҫӳреве сӑварсем чун ҫӳрев теме хӑнӑхнӑ. Мӑн асаттесене чыс тума пуҫтарӑннисен шутӗнче Диана Сусарина ертсе пыракан «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, Вера Никонорова эстрада юрӑҫи, Светлана Асамат, Лидия Сарине, Людмила Бахмисова ҫыравҫӑсем, чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ Николай Плотников, шкулта вӗрентекенсемпе студентсем пулчӗҫ. Олег Цыпленков пуҫарнипе пурӗ 33 ҫын ҫула тухрӗ.
Чи малтанах Шӑхасанта Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗ умӗнче чарӑнтӑмӑр. Сӑмах май, пирӗн чун ҫӳрев асӑннӑ поэт ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ. Кунтан тухсан Митта Ваҫлейӗпе Геннадий Айхин вил тӑприйӗсем ҫинче пуҫ тайрӑмӑр, авалхи пӑлхарсен Тикеш хулашӗпе паллашрӑмӑр. Малалла аслӑ пӑва ҫулӗпе Тутар Республикине ҫул тытрӑмӑр. Пире Теччӗри педагогика училищинче кӗтсе илчӗҫ. Чӑваш ачине сас пама чӗнекен Ҫеҫпӗл Мишши шӑп ҫакӑнта вӗреннӗ. Теччӗсем пирӗн кӑвар чӗрене халӗ те асра тытни хавхалантарчӗ, поэт кунта ӑс пухни пирки ҫурт стени ҫинче виҫӗ чӗлхепе – чӑвашла, тутарла тата вырӑсла ҫырса хӑма ҫапнӑ. Кӗске вӑхӑтра училище музейне кӗрсе тухрӑмӑр. Халӑх кун-ҫулӗпе, культурипе ҫыхӑннӑ чылай экспоната санарӑмӑр. Хушӑран Ҫеҫпӗл вӑхӑтне лекнӗнех туйӑнчӗ. Теччӗрен тухсан авалхи пӑлхарсен Ешӗл хулашне ҫитрӗмӗр. Шел те, кунта хула пулнине ӗнентерекен нимӗнле паллӑ та ҫук. Упранса юлнӑ валсем кӑна ҫак вырӑнта тахҫан авал пӑлхар халӑхӗ пурӑннине ҫирӗпелетеҫҫӗ. Ешӗл лаптӑкӗ пӑхсан пысӑках мар, алӑ лаппи ҫинчи пекех курӑнать, валсем тӑрӑх утсан вара вӗҫне тухма ҫук. Мӗн йышши ӳсен-тӑран ҫитӗнмест пулӗ тата! Хӗп-хӗрлӗ пиҫсе ларнӑ ҫӗр ҫырлийӗ те пире хӑй тыткӑнӗнчен ярасшӑн мар, ахальтен-и ӑна вырӑнти халӑх асамлӑ тет. Пӗрремӗш каҫ аслӑ патриархӑмӑр Иван Яковлев ҫуралнӑ Кӑнна Кушкинче чарӑнтӑмӑр. Ялти культура керменӗнче хаваслӑ концерт иртрӗ. «Шуҫӑм» кӑмӑла уҫакан халӑх юррисемпе, пӗрле тӑпӑртатма чӗнекен ташӑ-такмакпа савӑнтарчӗ. Ансамбль авалхи чӑваш туйне кӗскен кӑтартни залра пухӑннисемшӗн чӑн-чӑн киленӗҫ пулчӗ тейӗн – артистсем сӗнекен сӑрана астивсе пӑхма та меллӗ самант тупӑнчӗ-ҫке. «Акӑ епле туй ирттермелле, ӗмӗрлӗхех асра юлӗ, ‒ пӑшӑлтатрӗҫ юнашар ларакансем, ‒ эпир вара кафере Верка Сердючка юррисемпе сикетпӗр». Ҫакӑн пек шухӑшлакан пурри епле хавхалантармӗ тата? Лидия Сарине сӑвӑ вулани ачалӑх тӗнчине тавӑрчӗ пулас – куракансен сӑнӗсем ӑшӑ йӑл кулӑпа тулчӗҫ. Чӑваш эстрадине кӑмӑллакансем Вера Никонорова юррисемпе савӑнма пултарчӗҫ. Шупашкар артистсчӗсене пурте хапӑл пулчӗҫ. Кӑнна Кушкисем ура ҫинче тӑвӑллӑн алӑ ҫупсах ӑсатса ячӗҫ.
Самар облаҫӗнчи Ухинкеле ҫитрӗмӗр, унта паянхи кун та тӗне кӗмен чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ. Ял масарӗ ҫинче икӗ ӗмӗр ытла ларакан чул юпасен тӗлне пултӑмӑр. Вил тӑприсем ҫӗрпе танлашнӑ ӗнтӗ, вӑрӑм курӑк айӗнчен чулран тунӑ палӑксем ҫеҫ палӑраҫҫӗ. Вӗсем камӑн пулнине палӑртма та йывӑр мар, эрешсемпе илемлетни, ахӑртнех, хӗрарӑмӑн. Шел те ҫак палӑксем ҫинче ҫын ячӗсене тупаймарӑмӑр, тинкеререх пӑхсан хӑш ҫул пытарни кӑна куҫ умне пулчӗ. Тата тӗне кӗмен чӑвашсем ҫын вилсен юманран е ҫӑкаран юпа касса лартнӑ. Масар ҫине ваттисене асӑнма пынӑ Тольӑпа Галя Беловсем ҫак йӑлана ял-йыш паянхи кун та пӑхӑнни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Палӑртса хӑварам, Ухинкелсемшӗн эпир кӗтмен хӑна пултӑмӑр. Вырӑнти влаҫ ял халӑхне Шупашкартан концерт килни ҫинчен пӗлтерме ӗлкӗреймен иккен. Ӑнсӑртран Беловсене тӗл пулни пирӗншӗн чӑн-чӑн телей пулчӗ. Вӗсем автобус тулли халӑха хӑйсен килӗнче вырнаҫтарчӗҫ, аякри тӑвана пӑхнӑ пек хӑналарӗҫ. Тольӑпа Галя тӑрӑшнипех культура ҫуртне лӑк тулли халӑх пухӑнчӗ. Шуҫӑм ансамбль юрланӑ чух куракансем ташламасӑр чӑтаймарӗҫ, пӗр арҫын сцена ҫине хӑпарсах авкаланчӗ. Тӑван халӑх юррин хӑвачӗ мар-и ҫакӑ? Чӑн та, ухинкелсемшӗн концерт кӗтмен савӑнӑҫ пулчӗ. Тепӗр ҫул татах килӗр тесе ӑшшӑн ӑсатрӗҫ пире. Автобус тапранса кайсан Галя аппа куҫӗсене шӑлнине асӑрхарӑмӑр. Чылай кайсан пӗри Ухинкелте хӑйӗн карас телефонне манса хӑварнине ӑнланчӗ. Тепӗр ҫул та кунта килессе пӗлтермест-и ку текелесе шӳтлерӗмӗр хамӑр хушӑра.
Пушкӑрт Республикинчи Силпие ҫул такӑрлатрӑмӑр. Кунта ял пулнине тахҫанхи тӗп сакай вырӑнӗсенче вӗлтӗрен ҫитӗннипе кӑна ҫирӗплетме пулать. Чӑваш улпучӗ хӑйӗн ҫӗрне вырӑссене сутсан ял петнӗ текенсем те пур. Халӗ кунта улӑх кӑна, йӗри-тавра вӑрман кашлать. Ҫак улах та асамлӑ вырӑн Силпи ятпа пурӑнать. Эпир унта асӑнмалӑх юпа лартса хӑвартӑмӑр. Малалла кунта икӗ яштака хурӑн хушшинче (вӗсене Нарспипе Сетнер тесе ят патӑмӑр) Силпи тесе ҫырнӑ паллӑ пулӗ. Силпире ҫӑлкуҫа та пӑхакан пулман мӗн, питӗрӗнсе ларас патне ҫитнӗ вӑл. Пирӗн маттур арсем ӑна тасатса пура лартрӗҫ. Малашне кунта тӑрӑ шыв тапса тӑрӗ. Светлана Асамат поэтесса Силпи вырӑнне мухтаса сӑвӑ ҫырчӗ. Сӑвва кӗленчене хупса юпа айне чикрӗмӗр, тен, хӑҫан та пулсан унӑн тӗлне пулакан тупӑнӗ. Нарспипе Сетнер ҫӗршывӗнче юпапа пура кун курнишӗн вӗсене ӑсталакансем пысӑк тава тивӗҫнине палӑртас килет: юпа касса илемлетекенӗсем Николай Носковпа Дмитрий Мадуров, пура тӑваканӗ – Михаил Улмаков. Кунта эпир ҫумӑр айне те лекрӗмӗр, вӑл хытах ҫума пуҫличчен вӑйӑ карти йӗркелеме те, карталанса вилӗмсӗр «Нарспи» поэмӑна вулама та ӗлкӗртӗмӗр, пӗрле ларса яшка ҫирӗмӗр. Анчах кунта ҫӗр каҫасси пулмарӗ – вӑйлӑ ҫумӑр килнине курса каҫ выртма Слакпуҫне илсе кайрӗҫ. Ирхине вӑрӑм ҫула тухиччен К.В. Иванов чӑваш классикӗн музейне кӗрсе куртӑмӑр, поэт паркӗпе, «Нарспие» тӗпе хурса лартнӑ панорамӑпа паллашрӑмӑр.
Пӳлерте пире тутар чӑвашӗсен «Сӑвар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев тата «Сӑвар» пӗрлешӳ элтеперӗ Алексей Наумов кӗтсе илчӗҫ. Валем хуҫа шывне сӑваплӑ теҫҫӗ халӑхра. Тутарсем ҫак вырӑнта кану комплексне йӗркелеме пултарнӑ, халӗ кунта тӗрлӗ халӑх ҫынни ҫӳрет. Сӑварсем кунта кашни ҫулах килеҫҫӗ. Кӑҫал та ҫирӗпленнӗ йӑлана пӑхӑнса ҫӑлкуҫ шывӗпе сапӑнтӑмӑр, киремете тав тунӑ хыҫҫӑн чӑвашла ятсем йышӑнтӑмӑр. Така шӳрпи пӗҫерсе ҫавра сӗтел хушшинче пӗрле апатлантӑмӑр, юрӑ юрласа савӑнтӑмӑр. Каҫхине черетлӗ концерт пулчӗ. Хальхинче Шупашкартан килнӗ артистсене Чӑваш Майна кураканӗсем алӑ ҫупрӗҫ.
Сӑвар хулашне кайма тухнӑскерсем Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ Сиктӗрмене кӗрсе тухрӑмӑр, поэт музейӗпе паллашрӑмӑр. Сӑварта авалхи валсем тӑрӑх утса ҫырла ҫиме кӑмӑллӑ. Кунтах мӑн асаттесем усӑ курнӑ чӳлмек катӑкӗсем чылай, кукленсе илме кӑна ан ӳркен. Пӑлхар хули пулнӑ вырӑнта вара темиҫе ӗмӗр каялла ларнӑ ҫурт ишӗлчӗкӗсене те курма пулать. Пӑлхар мӗнле илемлӗ тавралӑхра вырнаҫнӑ! Ҫумрах Атӑл шывӗ юхса выртать, куҫа таҫтанах илӗртекен пысӑках мар утравсем чылай. Ҫыран хӗрри канма, вӑйӑ выляма питех те меллӗ вырӑн.
Хусанта Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗпе тӗл пултӑмӑр, Ар масарӗнче пулса Н.В.Никольский «Хыпар» никӗслевҫипе 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» словарь кӑларнӑ Н.И.Ашмарин тӑприйӗсем ҫине чечек кӑшӑлӗ хутӑмӑр. Кивӗ Хусанта, Казанка шыв хӗрринче вырнаҫнӑ «Танбатыр» лагерьте кӑҫалхи чун ҫӳревӗн юлашки каҫӗ иртрӗ. «Танбатыр» наци культурине хаклама пӗлекен тӗрӗк, финн-угр тата монгол ҫамрӑкӗсене пӗрлештерет. Рамай Юлдашев пуҫарнипе пӗр эрнене тӑсӑлакан лагерь тӑххӑрмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Эпир унта пӗр кун ҫеҫ пултӑмар. Пирӗнсӗр пуҫне Казахстанпа Пушкӑрт Республикинчен, Мари Элран килнӗ хӑнасем пурччӗ. Кивӗ Хусан вырӑнӗпе Евгений Евстафьевич паллаштарчӗ. Мӗн кӑна курмарӑмӑр пулӗ унта, анчах усал масарӗ пурринчен хытах тӗлӗнтӗмӗр. Тутарсем паянхи кун та хӑйсен япӑх шухӑш-кӑмӑлне, киревсӗр ӗҫӗсене пӗр пуканене ҫыхса ҫӗре чавса чикеҫҫӗ иккен. Ӑна ҫынна пытарнӑ пекех пытараҫҫӗ, чаплӑ палӑк лартма та ӳркенмеҫҫӗ. Экскурси вӗҫленсен чылайччен ӑмӑртрӑмӑр, тутар ҫамрӑкӗсене футболла выляса ҫӗнтерме те пултартӑмӑр. Каҫ пулсан «Шуҫӑм» ытти халӑх ҫамрӑкӗсене чӑваш юрри-ташшипе тӗлӗнтерчӗ. Куракансем хушшинче чӑн-чӑн чӑваш туйне кӑтартма ыйтакансем те пулчӗҫ. «Килӗшет мана сирӗн наци костюмӗ, тӗсӗсемпе эрешӗсем пӗр-пӗринпе ҫыпӑҫуллӑ пулни курӑнать, - тет мана юнашар ларакан пушкӑрт тутарӗ Наиль «Шуҫӑм» пикисене сӑнаса, - юррисем те хитре, шель, эпӗ ӑнланмастӑп». Сӑмахӗсене вырӑсла куҫарса пама та ыйтрӗ вӑл, эпӗ хаваспах килӗшрӗм. Концерт пӗтсен те ҫамрӑксем ҫывӑрма васкамарӗҫ, кӑвайт умӗнче пуҫтарӑнса наци чӗлхисене сыхласа хӑварасси ҫинчен чылайччен калаҫрӗҫ. Ирхине тӑрсан эпир Шупашкара ҫул тытрӑмӑр.
Вӗҫленчӗ пирӗн чун ҫӳрев. Ҫулӗ такӑр пулчӗ, икӗ пин те ик ҫӗре яхӑн ҫухрӑм хыҫа юлчӗ. Кашниех хӑйне валли мӗн те пулин ҫӗннине тупрех пулӗ. Светлана Асамат калашле, Силпире юпапа пура лартса хӑварни кӑҫалхи ҫул ҫӳревӗн чи пӗлтӗрӗшлӗ ӗҫӗ, ҫакна пурте ҫирӗплетрӗҫ. Ку историе кӗрсе юласси пӗрре те иккӗлентермест. Чӑваш чӗлхине вӗрентекен Александр Степанов чун ҫӳрев вӑй-хӑват панине туять. Чӑнах та, мӑн асаттесем пулӑшнипе пурӑнмастпӑр-и эпир? Пирӗн чӗлхене, йӑла-йӗркене тӗрлӗ асап витӗр ӗмӗрсем хушши упраса хӑварма пултарнӑ несӗлсем патӗнче пулсан, вӗсем тахҫан ҫӳренӗ ҫӗр ҫине пуссан хӑпартланатӑн, хӑв чӑваш пулнишӗн мухтанатӑн. Ҫакна ӑнланни хӑйне евӗр хӑват мар-и тата? «Эпӗ ют чӗлхесен факультетӗнче вӗренетӗп пулсан та тӑван халӑх историйӗпе культури маншӑн питӗ ҫывӑх, ‒ тет ЧПУ студентки Фаина Филиппова, ‒ кун пек ҫула пӗрремӗш хут тухрӑм, маншӑн пӗтӗмпех ҫӗнӗлӗх пулчӗ. Чӑвашла ят илнишӗн савӑнатӑп, ытти регионти чӑвашсем патӗнче пулни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кун пек ҫул ҫӳреве тухса курмаллах, тепӗр ҫул та хаваспах пырӑп».
Ҫул ҫӳреве йӗркелеме пулӑшнӑшӑн республикӑн культура министерствине, Николай Казакова, «Эткер» пӗрлешӗве, юпапа пура тӑвакансене Николай Носковпа Дмитрий Мадурова, Михаил Улмакова «Сӑвар» пӗрлешӳ тата унӑн элтеперӗ Ультияр Цыпленков пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

2009.08.04 18:25
Аçтахар Плотников
http://suvar.su/2204.html — «Суварта» статья тухрĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем