Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Надежда

30.06.2009 17:243084 хут пӑхнӑ
30/06/09
Паян ӗҫе хӗр килчӗ, фамилине улӑштарасшӑн. Заявлени ҫырма хут патӑм, "национальность" графине пушӑ хӑварнӑ. Эпӗ вӑл чӑваш хӗрӗ пулнине пӗлеп-ха, мӗншӗн ҫырмастӑн, теп. "Не хочу указывать эту дурацкую национальность",- пулчӗ ответ... Питӗ тарӑхрӑм. "По-твоему, и мне стыдиться, что я чувашка?" "А вы разве чувашка?"- питӗ аптраса ыйтрӗ вӑл (хушӑмра вырӑсла калаҫатпӑр-ха, хӗркеҫ пӗр сӑмах та ӑнланмасть). "Надежда, мне очень больно и грустно за тебя! Знаешь, я очень надеюсь, что чувашский народ не будет тебя стыдиться, а ты когда-нибудь дорастешь до своего народа",- пулчӗ ман ответ. Шанас килет питӗ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Лана Ива // 2798.7.7255
2009.06.30 18:33
Ун пек хĕрсен шучĕ пĕр-иккĕ пулсан...
Эпĕ шухăша çырса пĕтермерĕм. Кÿршĕ пÿлĕмре пушкăрт арăмĕ ĕçлет, у пирĕн калаçăва илтсе ларать, питĕ намăс пулчĕ ун умĕнче çак çăмăлттай тăван халăхран именекен хĕршĕн... :(
хулкан // 1894.56.7732
2009.06.30 19:52
Среди молодых чувашей особенно городского типа распространен этот комплекс я думаю это упущение в воспитании родителями.
Лана Ива // 1253.71.0392
2009.06.30 21:35
Тĕрĕс, кунта ашшĕпе амăшĕн айăпĕ. Шкулта та çамрăк пачах вырăсла калаçнă, тăван чĕлхене вĕренмен. Этем тăван культурăна пачах та пĕлместь, мĕнпе мăнаçланмалла, мĕне хакламалла- ăнланмасть...
Лана Ива // 3462.14.5558
2009.07.01 17:31
Надежда ашшĕн фамилине пăрахăçа кăларса урăх, ют хушамат илчĕ, имĕш, шăпине улăштарать. Этем паян ашшĕнчен, тăван халăхран уйрăлчĕ (хăйне вырăс тесе шутлаттарать)... Ун пек хĕрсем халăхран "катăлсан" халăх ним те çухатмаç пуль. Вырăс халăхĕ те пуймарĕ пуль чунпа чухăн çынна йышăнса.
2009.07.01 19:25
Аçтахар Плотников
Кайран, ватлăхра, асаилĕ... Ак ман тăвансемех мĕн чухлĕ — хулара ÿснĕ чухне чăвашла вĕрентменнишĕн (вăл вăхăтра чăвашла вĕрентмен) епле кулянаççĕ. Вăл та пăшăрханĕ. Халĕ ăнланмасть çеç.
Лана Ива // 1782.06.6183
2009.07.01 19:31
Шанас килет çапла пуласса, ахальтен мар пуль амăшĕ хĕрне Надежда ят панă, Шанăçу...
2009.07.01 20:45
Аçтахар Плотников
Чăвашла Шанăçпи пулать пулĕ :)
Лана Ива // 6319.2.4014
2009.07.01 21:26
Шанăçпи!.. :)
2009.07.10 19:42
Питера туя кайса килтĕмĕр.- Ăçта ют çĕршыв çыннисем пур, çавăнта кăна чăвашла калаçма тăрăш.
Шăпах çапла турăм.
Лана Ива // 3408.67.9095
2009.07.10 20:31
Эп те тепĕр чух çапла шаярма юрататăп: пуç ватчĕр- мĕн эп каланă, хăш чĕлхепе! ;) :D

Страницӑсем: 1, 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем