Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Республикӑри чи ватӑ больницӑна тӗп тӑваҫҫӗ

02.05.2009 18:253464 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр больницине майӗпен тӗп туса пыраҫҫӗ. Кӑҫал ҫак сиплев учрежденийӗ 131 ҫул тултарать. Темиҫе ҫул каялла кӑна ҫак больницӑн 150 койка пулнӑ, паян - 65. Ача тата ача ҫуратмалли уйрӑмсене хупнӑ, хирурги уйрӑмӗ пӗтнӗпе пӗрех. Халӑха тӗп тӑвас тесех шутлаҫҫӗ пулмалла Муркашра.
Мӑн Сӗнтӗр больници Муркаш больницине пӑханса тӑрать. Ҫак Муркаш больницин тӗп врачӗ вара 11 ҫул Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулса ӗҫлекен В. Г. Данилов. В. Г. Данилов Гиппократ тупине маннӑ пулмалла. Ҫак тупан пӗр постулачӗ -"Сиен ан кӳр!" Депутатӑн та халӑх мӗн ыйтнине пурнӑҫламалла. Сӗнтӗр больницине ҫӳрекенсем коллективлӑ ҫыру ҫырнӑ. Ҫыру айӗнче 595 ҫын алӑ пуснӑ.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

alex-net // 2263.9.8217
2009.05.03 19:48
Больница, шкул, клуб - кама кирлĕ халь вĕсем, чиновникăн унран тупăш çук. Ăçта укçа - çавăнта власть, çавăнта "Единая Россия". Пĕр парти хуçаланнă вăхăта каялла çаврăнса килтĕмĕр вĕт. Пăнтăху вăхăчĕ пуçланчĕ... Тепĕр революци кирлĕ!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем