Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.04.14 12:14 | |
Паллах май пур. Тăрăшмалла çеç. Сăмах май «Компьютеррăн» кăçалхи 12№ (24.03.09 числара тухнă) паллашма сĕнетĕп. Унта шăп та лăп шкулсенче информатикăна вĕрентес ыйтăва тăратнă. Унта 2-3 статья пур — вĕсемпе паллашмаллах пулĕ тетĕп. | |
Элпи // 3004.53.9023
2009.04.14 15:27 | |
Мана информатика мĕнле вĕрентмелли мар, чăваш чĕлхи урокĕсенче мĕнле майпа усă курмалли интереслентерет. Компьютера пачах та хăв тĕллĕн вĕренме питĕ йывăр. Гуманитари вĕреннĕ хыççăн урăхла шухăшлама вĕренме чăнах та хĕн. | |
Ajdush // 8765.0.5192
2009.04.14 15:48 | |
Migulaj çырать:
Чăваш республикинчи кашни шкулта чăвашла шрифт пур-ши? | |
Элпи // 3004.53.9023
2009.04.14 17:03 | |
Чăваш шрифчĕсем пур, вĕсем нумай та. Кашни шкултах - темиçе. Çуккисем "Чăваш чĕлхи электронла справочинксенчен" уçласа илме пултараççĕ. Ку йывăрлăх мар. Анчах та вĕрентекенсем шрифтсемпе пăтрашăнаççĕ. Пĕр-пĕринпе информаци улăштарнă чух шрыфчĕсене те çырса пама маннăран пăтăрмахсем сиксе тухма пултараççĕ. Шрифт пулни аван, раскладка пулни тата пахарах! | |
Анонимла // 2878.4.5876
2009.04.17 13:55 | |
Акă, эпĕ хамах (8-мĕш класра вĕренекен ывăлăм пулăшнипе) чăвашла сайт турăм. Анчах унта чăвашла çырмалла тумалли майне пĕлместĕп-ха. Ун вырăнне «Вордра» çыратăп та копи туса кĕртетĕп. Чăвашла çырмалли программăна кам тупса парĕ-ши? Министерство ку ыйтупа пач та ĕçлемест. Вĕсен «çăкри» вĕт-ха вăл! Манăн сайт: http://www.chuvsite.ucoz.ru/ | |
Аçтахар Плотников // 2131.06.7895
2009.04.17 15:25 | |
>Чăвашла çырмалли программăна кам тупса парĕ-ши?
Программи хатĕр. Çитес вăхăтра пурте пулĕ. Ĕнер кăна вăл программăна епле лартмаллине ăнлантарса паракан текста хатĕрлерĕм. Халь ăçтан ăна уçласа илмеллине пĕлтерместĕп — сайчĕ хатĕрех мар. Чăваш чĕлхе кунĕ тĕлне хатĕр пулĕ. | |
alex-net // 1923.21.0986
2009.04.29 12:11 | |
Админ, ăçта-ха сан Интернета чăвашлатакан программусем? | |
Аçтахар Плотников // 2134.37.6306
2009.04.29 12:48 | |
Кăшт кĕтме тивет. Вăл чăваш чĕлхи коммисийĕн сайтĕнче вырнаçнă. Сайтне хальлĕхе кăтартма хушмарĕç — унта пĕр япалана юсамалла (комисси ятне улăштарма шутланă). Вăл сайта чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне уçасшăнччĕ — май килмерĕ.
Çитес вăхăтра, çу уйăхĕнче, чĕлхе комиссийĕн çĕнĕ ларăвĕ пулĕ — ун хыççăн ĕçлесе каять. Енчен те тата та малалла тăсаççĕ пулсан — ку сайтра вырнаçтаратăп (тăрăшса тунă ĕçе кăтартмаллах ĕнтĕ). Ман хатĕр — кăтартмалли çеç юлнă. | |
alex-net // 2263.9.8217
2009.05.03 19:53 | |
Маттур ача эс, админ! Комментари страницине те чăвашла çырмалла туса панă. | |
alex-net // 2263.9.8217
2009.05.03 19:55 | |
Админ, "Сайт тусĕсем" баннер лартсан тата аван пулĕччĕ. |