Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Пӑр каять...

Аçтахар Плотников14.04.2009 09:004002 хут пӑхнӑ
Ӗнер Хура Атӑлта (вырӑсла ку шыва Ока теҫҫӗ) пӑр кая пуҫларӗ. Пӑр катӑкӗсем паян та шыв тӑрӑх ишсе иртеҫҫӗ-ха, анчах та ӗнерхи пек мар. Ӗнер вара... тем пысӑкӑш пӑрсем юхаҫҫӗ... Хӑшӗ пӗри, пысӑк пулнӑран, кӗперсен юпийӗсем патӗнче купаланса ларнӑ. Кунта ҫитиччен чылай кӗпер витӗр тухнӑран, паллах, ытла пысӑк мар вӗсем — тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те майӗпен ҫаврӑна-ҫаврӑна малалла юхса каяҫҫӗ.
Пӗлтӗр ӳкерме ӗлкереймерӗм — пӑр кайнине ҫывӑрса юлнӑ. Хальхинче те ӳкересси пулмасть пулас. Ӗнер пӑр кайнине куртӑм ҫеҫ, паян вара кайса пӗтнӗ пулӗ тесе шутласа фотоаппарата илсе тухмарӑм. Илсе тухмалла пулнӑ ҫав...
Юрать... Ун вырӑнне сире Ҫавал ейӗве кайнине (мана вӗсене ярса пачӗҫ) тата темиҫе кун иртсен тунӑ сӑнӳкерчӗксемпе (кусене хам туса) паллаштарӑп.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем