Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнӗ Чӑваш Ен /музейри сӑнӳкерчӗксем/

Аçтахар Плотников24.03.2006 15:186050 хут пӑхнӑ
2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5 эпӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ Чӑваш халӑх музейне кайсаччӗ. Унта сӑнӳкерчӗксем ӳкерсеччӗ. Халӗ вӗсене сире кӑтартасшӑн:
Кунта пӗр пӗчӗк планетӑна Чувашия ята ҫирӗплетни синчен калакан свидетельство курма пултаратӑр.
Чӑваш Енри халӑхсем пурӑнакан вырӑнӗсем. .
Куҫса ҫӳресе пурӑнакансен пӑхӑр хуранӗ (VIII-X ӗмӗр).
Йӗсрен тунӑ ҫеҫӗ аврисем (VI-VIII ӗмӗрсем).
Атӑлҫи Пӑлхар археологи палӑкӗсем (кунта хулашсем, ҫар хӳтлӗхӗсем ӑҫта вырнаҫнине курма пултаратӑр).
Пӑлхар патшалӑхӗн гербӗ.
Ибн-Фадлан ҫӳлҫӳревҫӗн ҫулӗ.
Атӑл тӑрӑхне кӑтартакан авалхи карттӑсем.
Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсен пӗрремӗш съездӗнчи сӑнӳкерчӗк.
Чӑваш автономине туса хунине халалланӑ митинг..
Кунта эсир Чӗмпӗрти чӑваш вӗренекенӗсен шкулӗ 40 ҫул тултарнӑ ятпа хӗрсен уйрӑмӗнче вӗренекенсем И.Я.Яковлева саламласа панӑ адрес..
Руна паллисемлӗ налук биркисем.
Рунӑллӑ арҫын кӗпи.
Руна паллисемлӗ ювелир эрешӗсем (XVI-XVII ӗмӗрсем).
Монголсем тапӑнса килни. (картта).
Юн Тани Сарпике ролӗнче.
"Апайка" илемлӗ фильма ӳкернӗ самант.
"Сарпике" илемлӗ фильмри сцена.
Ку мӗн япали астумастӑп (хӑвсамӑрах чухласа илетӗр пулӗ).
Н. Фёдорова парнеленӗ парнесем.
Чӑваш Енӗн гербӗн пӗр варианчӗ.
Чӑваш Енӗн гербӗн тепӗр варианчӗ.
Чӑваш Енӗн гербӗн виҫҫӗмӗш варианчӗ.
Вырӑс халӑх тумӗ.
Ку мӗнле халӑхӑн тумӗ иккенне вулаймарӑм. Астуса та илеймерӗм.
Мари (Ҫармӑс) халӑхӗн тумӗ Эрешсем питӗ сахал.
Чӑваш халах тумӗ.
Тутар халӑх тумӗ.
Шупашкарта иртернӗ хӑвӑрт утас енӗпе кубокне халалланӑ стенд..
Шупашкарта иртернӗ хӑвӑрт утас енӗпе кубокне халалланӑ стенд. Тӗрлӗ сӑнӳкерчӗксем.
Николаева халаланӑ стенд, темле тум (пӗлместӗп)..
Мускавра 2005 ҫулта Акатуй иртернин пӗр саманчӗ .
Тӗрлӗ кӗнекесем.
Чӑваш автономи облаҫӗн проекчӗ. Чӗмпӗр таранах (тата та инҫетрех) тӑвасшӑн пулнӑ иккен. Улатӑр ку вӑхӑтрах унта кӗртесшӗн пулнӑ. Чикмӗ хулине те кӗртесшӗн пулнӑ.
1922 ҫулта туса хунӑ Чӑваш автономи облаҫӗн чиккисем. Чикмӗ кӗмест, кӑнтӑр чикки хальхи чикӗ патнелле вырнаҫнӑ. Улатӑр кӗмест. Атал леш енчи ҫӗрсем пысӑк.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем