Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Cap.Ru хыпарӗсене пӗлсе тӑма

Аçтахар Плотников16.10.2008 14:205400 хут пӑхнӑ
http://cap.ru сайт чӑвашла мар (пысӑк ҫитменлӗх) пулин те унта хыпар чылай пичетленет. Анчах та хыпар нумай пулин те вӗсене куллен вулса тӑма япӑх — RSS ҫукки чӑрмантарать.
"Ҫук пулсан — тумалла" терӗм те ҫак сайтра робот хатӗрлерӗм — вӑл кашни сехетре пӗрре вӗсен сайтне кӗрсе тухать те ҫӗнӗ хыпарсене уҫласа илет. Уҫласа илнӗ хыпарсенчен вара хам сайтра RSS тума нимӗн те чӑрмантармасть:
http://chuvash.org/cgi-bin/index.cgi?a=caprurss

Унсӑр пуҫне эпӗ хыпарсемпе "Яндекс. Лента" урлӑ вулама хӑнӑхнӑ — хыпар епле тухать, вӑл пӗр 5 минутран ҫав хӑюра вырнаҫать.

Пӗр уҫласа илнӗ илнех — ҫав хыпарсене сайтра хӑвӑрт вырнаҫтармалли мел те турӑм. Вырӑс пайне кӗрсе пӑхсан — унта хыпар шучӗ ӳснине курма пулать. Паллах, пур хыпара та вырнаҫтармастӑп — чи интереслисене ҫеҫ. Вӗсенчен чи-чи пахисене чӑвашла куҫаратӑп — пурне те куҫарма вӑхӑт ҫитмест.
Вӑт ҫӑпла. Кам усӑ курас тет — усӑ курӑр.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем