Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Ҫӗнетеҫҫӗ...

Аçтахар Плотников06.10.2008 18:455385 хут пӑхнӑ
Ҫӗнни, паллах, питӗ лайӑх та хитре. Пӗр стандартпа тунӑ пулсан — тата та лайӑхрах. Ҫапах та...

Лапсар патӗнчи ҫула ҫӗнетеҫҫӗ — сараҫҫӗ, ҫӗнӗ асфальт витеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах автобус чарӑнӑвӗн будкисене те ҫӗнетме шутланӑ курӑнать. Мӗн калас? Хитре вӗсем — пӗр айӑккине чӑваш тӗррине те ҫапса хунӑ. Хитри хитре те анчах ытла та пӗчӗккӗ-ҫке! Ӑна хитрешӗн мар, ҫумӑрта йӗпенесрен тумалла! Лапсарти чарӑнусенче ҫын нумай пухӑнать — Кӳкеҫ еннеле кайнӑ енче те, Мускав еннелле те. Малтанхи чарӑну будкисем, паллах, тахҫанхисемччӗ — хитрелӗхӗ те тахҫанах ҫухалнӑччӗ. Тата, тӗрлӗ вӑхӑтра лартнӑскерсем, пӗр-пӗринчен самай улшӑнса тӑратчӗҫ. Анчах та вӗсен ӑшне ҫын самай кӗретчӗ. Хальхинчисене вара? Пӗр вунӑ ҫын кӗрет те ыттисен йӗпенсе тӑмалла пулать ӗнтӗ. Пӗр пек тӑвас килет пулсан — вырӑнне кура калӑпӑшне те пысӑклатмалла пулнӑ ӗнтӗ! Пӗр пӗчӗк будка — пӗр кӗтӳ халӑх...
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем