Атнер // 1460.56.5074
2025.12.12 12:51 | |
Туркай ку темӑпа таса чунпа пире вӗрентме пултарать. Унӑн Илемпипе Силпи хӗрӗсем тӑван чӗлхепе калаҫса ӳснӗ. Маттур вӑл. | |
Вулакан // 5726.234
2025.12.13 20:47 | |
Сӑвӑҫ вӑл рифмӑпа аппаланса ларакан кӑна.Кунта калаҫу наукӑпа наци политики шайӗнче пулмалла пуль тетӗп.Пӗр-пӗр килте чӑвашла калаҫни лайӑх,анчах ыйтӑва татса пани мар.Кибеч 15ҫул каялла калани паян та актуаллӑ мар-и.Чӑваш чунлӑ чиновнике вӑратас тесе ҫырнӑ ӗнтӗ вӑл.Эпир Атнерпе иксӗмӗр политика тӑваяс ҫук. | |
Agabazar // 2328.87.5624
2025.12.13 21:12 | |
Атнер // 1460.56.5074 2025.12.12 12:51Пире мĕне вĕрентмелле вара Туркайăн? Ачасене килти хутлăхра чăвашлăхра ÿстерме-и? Анчах та Кип(б)еч статйи ку темăпа мар вĕт. Ĕнтĕ акă Туркайĕ хăй кунта килет те наччасрах сан Киб(п)ечне лăскаса тухать... Эс пур вара, «тема», «тема» текелетĕн.... | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.14 11:07 | |
Вулакан: "Сӑвӑҫ вӑл рифмӑпа аппаланса ларакан кӑна". Ай, епрех чаплă та тĕрĕс шухăш!!! Ай, савăнтартăн-тăк, вулакан, савăнтартăн!!! Паллах Пушкин та, Çеçпĕл те, Хусанкай та рифмăпа кăна аппаланса ларнă! Паллах, вулакан, паллах! Эс çĕр хут, пин хут тĕрĕс!.. ... Анчах та темшĕн-çке çав Пушкинах, Çеçпĕлех, Хусанкаях чаплă палăксем лартса панă, вĕсен ячĕсемпе хуласемпе урамсем хисепленеççĕ!... Мĕншĕн-ши?.. Тен, эс пĕлен сăлтавне, вулакан?.. Валери ТУРКАЙ. 14.01.26 | |
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.15 18:18 | |
Туркай юлташ,ман сӑмахӑм Пушкин пики мар,хальхи чӑваш поэчӗсем пирки.Акӑ эсӗ ху тата икӗ тусу Сарпипе Асамат-виҫсӗр те халӑх поэчӗ ятпа ҫӳретӗр.Халӑх чунне,ӑс-тӑнне,тавракурӑмне хускатса вӑй паракан поэмӑсем пур-и срӗн? Пур пулсан кала-ха.Библиотекӑна чупса кайсах вуласа пӑхӑттӑм. | |
Agabazar // 1484.04.8497
2026.01.16 18:43 | |
Библиотекăна пырса абонементра кĕнеке илме е, çавăнтах, вулавăшра, унпа паллашма, никама та чармаççĕ.
Çапах та, вулакан юлташ, эп санăн сарказмна ăнланатăп. Ара, кĕнеке текенни библиотекăсене те çитет-ха, те çитмест. Калăпăр, Ашмарин словарĕсене те çунтарса яни пирки илтнĕччĕ (ĕненмелле те мар пек, анчах ĕненмех тивет). Типографирен тухнă-тухман библиотекăсене саланмасть вĕт кĕнеке, бюрократи чăрмавĕсем темĕн чухлех. | |
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.19 06:08 | |
Вулакан: :",Эсӗ ху тата икӗ тусу Сарпипе Асамат-виҫсӗр те халӑх поэчӗ ятпа ҫӳретӗр(...).
Савăн, тăванăм, савăн, чăваш халахĕн паян Асамат, Сарпи тата Туркай пурришĕн! Юрать-ха пур вĕсем! Вĕсем те пулмасан, тата кам паян"Халăх поэчĕ" ятпа çÿретчĕ?.. Кам?.. Эс-и?.. Куçма кум-и?.. Валери ТУРКАЙ, Чăваш халăх поэчĕ. 19.01.2026 | |
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.19 19:24 | |
Туркай юлташ,эпӗ санран паянхи пурнӑҫа сӑнарласа кӑтартнӑ поэма пур-и сирӗн тесе ыйтрӑм.Каламарӑн.Паллах,ҫукран.Чӑваша паян ят мар,чуна тивекен ӑслӑ хайлавсем кирлӗ.Пӑкки шаннӑран ҫыраймастӑр ӗнтӗ.Юлашки 20ҫул хушшинче мӗнле поэма тухнӑ вара санӑн?Библиотекӑра курмарӑм.Ҫыр-ха,тархасшӑн,сан шухӑшна пӗлес килет. | |
Алмуш // 1759.0.4566
2026.01.22 17:33 | |
Вулакан Туркай пирки те поэзи шайӗ пирки тӗрӗсех ҫырать. Паллах гени , халӑх поэчӗ тетерес килет.Анчах та пӑкки шаннӑ тенине хирӗҫлеме аргумент ҫук. | |
Леонид Кевер // 1370.87.6713
2026.01.23 03:49 | |
Хальхи поэзи, чӑнах та, вӑхӑтран юлса
пырать.Анчах ку поэмӑсем сахал ҫырнинчен мар, темӑсем ӑшӑх, кивӗ пулнинчен, васкаса, лайӑх ҫырас тесе тӑрӑшманнинчен чылай килет.Хӑшӗн тата Турӑ пани те ҫитеймест. Культура шайӗ чакни патшалӑх ун ҫине мӗнле пӑхнинчен те нумай килет.Выҫӑ ҫерҫин юрлама та кӑмӑлӗ ҫук.Халӗ ӗлӗкхи пек литературӑпа пурӑнаймастӑн, чапа тухма та йывӑр.Самана урӑхла! | |
