Алмуш: "Вулакан Туркай пирки те поэзи шайӗ пирки тӗрӗсех ҫырать. Паллах гени , халӑх поэчӗ тетерес килет.Анчах та пӑкки шаннӑ тенине хирӗҫлеме аргумент ҫук".
Туркайăн пăкки шаннă пулсан, сан - ПĔТĔМПЕХ шаннă!..
Мĕн тери хăрушă инкек!.. Мĕнлерех инкек!..
Шихранов вара Фарида юррисен сăмахĕсене çыраканниччĕ пулас. Юрă валли сăвă çырасси хăйне майлă ăсталăх. Ахăртнех ку енĕпе Шихрановран ирттерме пулать. Мĕншĕн тесен унăнне çитменлехĕсене куратăп.
Фарида пирки те, вăл Хусанта пурăннине кура, шанчăклăнах «пирĕн» теме кансĕр. Пĕр харăсах ик тенкел çинче ларма хăтланать, анчах апла май çук иккен.
Ну Кервен вăл Кервен ĕнтĕ, тавлашмастăп.
Леонид КЕВЕР // 2783.03.4606
2026.01.26 05:25
Кунта сӑмах Тинякова пирки мар, Надежда Тинюкова (Акчурина) пирки
пырать пулас.Пӗлетӗп, пултаруллӑ
сӑвӑҫӑ. Тахҫанах хисепе тивӗҫ!
Хӑй сӑпайлӑ пулнӑран ҫеҫ ӑна пурте
асӑрхамаҫҫӗ...
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.26 12:13
"Алмуша": Мĕн, тарăхтаратăп-им?..
Тарăхтаратăп пулсан, савăнатăп!
"Сăпайсăр" Валери ТУРКАЙ. Чăваш халăх поэчĕ, Чăваш Ен тата Тутарстан культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, И.Я.Яковлев, Çеçпĕл Мишши, Куçма Турхан, Фатих Карим ячĕллĕ премисен лауреачĕ, Остер хулин, Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕн, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел ялĕн, Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ, В.В.Путинăн Шаннă çынни т. ыт. те, т. ыт. те!..
ЭС вара МĔНПЕ мухтанаятăн, хаклă çыннăм?! МĔНПЕ?!
Шупашкар. 26.01.2026
Алмуш // 2252.4.8462
2026.01.28 09:40
Чӑн поэт званисемпе должноҫпа , медальсемпе, влаҫа ҫуланипе мухтанмасть. Ҫеҫпӗлпе Ивановӑн нимӗнле звани те ҫук
Мухтанакана мухтанчăк теççĕ. Ĕнтĕ пирĕн Валери ТУРКАЙ мухтанмасть пуль. Мăнаçланать темелле. Коннотаци урăхларах.
Валери ТУРКАЙ // 4210.93.5799
2026.01.29 04:23
"Алмуша"- пĕлме!
Эп, тăванăм, сан пек, хам çырни айне хамăн чăн ятăма лартма хăрамастăп!
Сан вара ЯТУ ТА çук! Çоккă сан ЯТУ!.. Эс "Алмуш" кăна, хаклăран та хаклă çыннăм!
Станислав ЮХТАРĂН йытти тахçан "Алмуш" ятлăччĕ... Чăнах!
Валери ТУРКАЙ. 29.01.26
Вулакан // 1314.89.7907
2026.01.29 18:41
Туркай юлташ,сан темле хисеплӗ ят та пулӗ,анчах поэта чи кирли ҫук.-Чӑн- чӑн поэзи ҫук,плакат евӗрлӗ куплетсем кӑна.Поэма пирки каламӑпӑр та.Хал ҫитмест пулас.Поэзисӗр халӑх поэчӗ хисеплӗ ятсем пуҫтарса ҫӳрени ҫеҫ мар,ши.
Туркайăн пăкки шаннă пулсан, сан - ПĔТĔМПЕХ шаннă!..
Мĕн тери хăрушă инкек!.. Мĕнлерех инкек!..
Валери ТУРКАЙ. 23.01.2026