Станьял // 2078.27.7592
2024.09.13 18:38 | |
Евразиец // 3447.04.5759
2024.09.15 10:17 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: нарушение правил написания комментариев (пункт 1.11,1.12) | |
Сергеев // 4889.7.7060
2024.09.17 15:16 | |
Ман шутпа , Василий Кервене " Чаваш халах поэче " хисепле ят памалла . Чапла , илемле сырать. Аста талмач. | |
Agabazar // 3438.04.2035
2024.09.19 09:09 | |
Хисеплĕ ятсем, наградăсем, пайташлăхсенче тăнисем пултарулăх çыннине, лешĕ çавсене чăнах та тивĕçлĕ пулсан, питĕ кирлĕ пулма пултараççĕ. Вĕсем çук пулсан тепĕр чухне пĕтĕм ĕçпуç чарăнса ларать. | |
Керов // 3359.89.0670
2024.09.19 10:41 | |
Тӗп ыйту кунта нацин ӑслӑ ачисем валли ШКУЛ КИРЛИ ҫинчен. | |
Аçтахар Плотников // 1331.20.2962
2024.10.13 10:35 | |
https://smallpdf.com/ru/file#s=25c1 ... 98-9e2b-8bd984cd40a4 — В. Станьял ӑна хуравланине ярса пачӗ. | |
Кибеч // 1094.06.1118
2024.10.14 13:14 | |
Хисеплӗ Виталий Петрович,тавах сана ман ӗҫе пысӑк хак панӑшӑн.Пӗрле тӑрӑшнӑ,патакне те пӗрле ҫинӗ.Халӗ мӗншӗн купайманлӑх?Суя сӑмах та туллиех,"Нарспи" пирки те.Хурласа ҫырман."Тӑван Атӑлта"2007ҫ. тухнӑ "Нарспи"-чӑваш литературин палӑкӗ" статьяна сӗнетӗп.Мана никампа та танлаштарма кирлӗ мар.Сӑлтавӗ те ҫук.Мана хам пек пулни те ҫителӗклӗ.Юррӑмсене юрлаҫҫӗ,кӗнекесене вулаҫҫӗ,ҫӗтӗлнисем те пур теҫҫӗ,Чӗнсе каланишӗн те тав тӑваҫҫӗ,канашлама та килсе ҫӳреҫҫӗ.Маншӑн ҫакӑ хаклӑ.Пуҫ мимин чи йывӑр ӗҫӗ-ӐНЛАНАССИ/герменевтика/.Бах фугине итлекен ӑнланманшӑн Бах айӑплӑ мар,Эсӗ"Кашни ҫын вӑл-хӑй тӗнче"/2-мӗш кӑларӑм та пур/романа ӑнланманшӑн авторӑн айӑп ҫук.Кӑштах философи шайӗ кирлӗ ҫав.Эпӗ пурри хӑш-пӗрин чунне ыраттарни те паллӑ.Судья пулма пӑрах-ха эсӗ,Виталий Петрович/ман атте ятне юри пӑтраштаран пулас/.Ман пирки тем каласан та каҫаратӑп.Ман ҫумма нимле сурчӑк та ҫыпҫӑнас ҫук,тутӑхнӑ тимӗр мар эпӗ.Аристотель калашле,кашнин телейӗ хӑйне май.Телейлӗ пул,ман ҫула ҫитмелле пултӑр.Ырӑ сунса-Кибеч. | |
Agabazar // 1467.61.7990
2024.10.15 11:56 | |
Кипеч мĕншĕн хăйĕн ятне «Кибеч» теессишĕн çине тăрать-ха?
Кун пирки вăл тахçан ăнлантарса панă. Анчах та вăл каланă шухăшсем — йăнăш. Вăл çапла ăнлантарнă: çавăнта çав сасă янраса илтĕнет те, çавăнпа Кипеч мар, Кибеч темелле имĕш. Анчах та кунашкал позицире сасăсене янраттарасси — чăваш çырулăхĕн универсалла йÿтĕмĕ. Çаванпа та вырăсла шухăшласа чăваш çырулăхне хирĕç пымалла мар. | |
Кибеч // 1715.7.5998
2024.10.16 11:12 | |
Хушса калани.В.Станьяла ахальтен тав сӑмахӗ каламастӑп.Вӑл тунӑ ырӑ ӗҫсем пайтах.Вӑл "Ваттисен сӑмахӗ"кӗнеке пирки те тӑрӑшнӑ.Унта:"Каланӑ сӑмаха тавӑраймӑн,ҫырнӑ сӑмаха хуратаймӑн"-тени пур."Чӑваш ен"хаҫатра /1997,33ном./В.Станьял ҫапла ҫырать:"Анатолий Кипеч 20 ӗмӗр вӗҫне хӑйне евӗрлӗ сӑвӑҫ пулса кӗчӗ.Сӑвӑрса тасатнӑ шухӑшсен ӑсти.Пиччесемпе аттесем вӑрҫӑ хирӗнче хӗҫ пулса хуҫӗлчӗҫ пулсан,пирӗн ӑрун хӗҫсенчен ҫурласемпе сухапуҫсем тума тиврӗ.Анатолий Кипеч вара кӗсле купӑссен хурҫӑ хӗлӗхӗ пулса тӑчӗ.Янра,янра,уҫӑ сасӑллӑ ҫирӗп хурҫӑ хӗлӗх."Ҫак сӑмахсене вуласан,татах та тӑрӑшса ӗҫлесси кӑна юлать.Ҫынна ырӑ сунни,хавхалантарни пӗртте ытлашши мар."Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе каланинче"ҫапла ҫырни пур:"Тавӑру ҫулӗ ҫине ан тӑрӑр.Кӗвӗҫ чунсемпе кӗрешсе вӑхӑтпа сывлӑха сая ан ярӑр.Ӗҫри,пурнӑҫри ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тавлашу сӑмахӗнчен ҫӗр хут вӑйлӑрах."Хам та ҫапла пурӑнас тенӗ.Ыттисене те ҫапла сӗнетӗп. | |
Agabazar // 2197.39.9778
2024.10.26 17:32 | |
Ак çак кенекепе паллаашăр, тархасшăн, тен, усси пулĕ (çатăлтатса ларнинчен темиçе хут усăллăрах) — https://books-lib.com/books/istoric ... .html#fullstory-text |
Кипечпе пӗрле пайтах ҫаврӑнтӑм эпӗ, унӑн ырӑ енӗсене тиркеместӗп. Чӑваш малашӗшӗн тӑрӑшнӑшӑшӑн вёл тава тивӗҫӗллӗ.
Поэзире вара Кипеч пачах графоман! Нимле те Элкер, Хусанкай, Ухсайпа юнашар мар. Тата эп. ӑна хӑй кӗнекисенче "вёрҫӑ ачи" ячӗпе суйса витӗннӗшӗн, "Нарспие" шёпаналла тиркенӗшӗн тарёхатёп
. Манӑна ахальтен мар тӗрӗс КАЛАНӑ СӑМАХШӑН Анатолий Ефимович умёнче Каҫару ыйтма йӳтӗм ҫук1