Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: Ҫӗнӗ тапхӑр тапранчӗ!

Виталий Станьял05.11.2023 15:495566 хут пӑхнӑ

Чӑваш литератури илемпе сӑнарлӑх хӑватне ҫухатманшӑн чылай ҫул савӑнса пурӑнтӑм. Ӗмӗр чиккинче Хӗветӗр Агивер, Василий Эктель, Анатолий Смолин, Арсений Тарасов, Борис Чиндыков, Николай Исмуков, Николай Ыдарай, Виталий Захаров тата ҫамрӑксем ҫырнисене ырласа вулаттӑм.

Сасартӑк лару-тӑру хирӗҫле улшӑнчӗ. Литература ӗҫӗ пӑтранма пуҫларӗ. Ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ 100 ҫул ҫитнине уявланӑ кунсенче паянхи пирки шутламалли пайтах хускалчӗ.

«Ҫӗнӗлле йӗркелӳ» пӑтравӗ вӑраха пычӗ. Писательсен, художниксен, краеведсен пӗрлӗхӗсене астарса-хистесех иккӗ-виҫҫе пайларӗҫ. Аркату прорабӗсем паллӑ. Вӗскӗртекенӗсем ҫеҫ аякран пулчӗҫ.

2009 ҫултанпа Чӑваш писателӗсен тӗп союзне Сергей Павлов ертсе пычӗ. Тепӗр съездра та ӑнах председательте хӑварчӗҫ. Ертӳлӗхе (правление) унпа пӗрле Денис Гордеева, Николай Ишентее, Геннадий Максимова, Марина Карягинӑна, Елен Нарпие тата писатель мар Виталий Родионовпа Валентин Абрамова суйларӗҫ. «Хирӗҫсе пайламалли ҫук» тесе пӗлтерчӗ съезд. Анчах хӑйсемех хирӗҫӗве ҫивӗчлетрӗҫ. Шупашкарта виҫӗ союз пулни ҫитмерӗ, 2015 ҫулта тӑваттӑмӗшне йӗркелерӗҫ: ҪИП (ҫыравҫӑсен ирӗклӗ пӗрлешӗвне) турӗҫ. Вара тӑватӑ еннелле саланчӗҫ: Павлов союзӗ, Акивер союзӗ, Юхма союзӗ, Родионов ҫипӗ.

Геннадий Максимов пӗр хушӑ тӗп пӗрлӗхре пуҫлӑхра тӑрӑшрӗ. Чӑмӑртанасси пулмарӗ. Лешсемех чылай пӑтратрӗҫ. 2019 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче «Хыпар» хаҫат чӑваш ҫыравҫисем пирки «Ирӗклӗхе туртӑнса йӗмсӗр юлчӗҫ мар-и?» терӗ. Литература имшерленсе лачакана ларчӗ. Ку вӑхӑтра «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗ Лидия Филиппова пӗрлӗхе ертсе пыма пуҫларӗ.

Пӑтравлӑ вӑхӑтри сӑмахлӑха вырӑсла «литература безвременья» тенӗ. Ҫапларах каланӑ Иван Тургенев 1856 ҫултах. «Я один из писателей междуцарствия - эпохи между Гоголем и будущим главою» - тенӗ (3 том, 1961, 32 с.). Ун хыҫҫӑн А. Дружинин та ҫак шухӑшах ҫавӑрнӑ: «Все мы, теперешние деятели, все без исключения, померкнем, когда у нас явится новый Пушкин» (Вопросы литературы, 1981, 3, 185 с.).

Килчӗ-тулчӗ чӑваша «безвременьен» айванлӑх тапхӑрӗ. Чӑваш учителӗсем тӑван чӗлхене хирӗҫ сиксе ҫырчӗҫ, чӗлхеҫӗсем «неоорфографие» туртса кӑларчӗҫ, халӗ те тапаҫланаҫҫӗ. «Ялав», «Капкӑн» журналсене, чӑваш лицейне, шкулсене хупрӗҫ. Чӑваш чӗлхине шкултан хӳтерсе кӑларчӗҫ. Пуҫланчӗ глобализмӑн тӗнче кулӑшӗ!

ХХI ӗмӗр пуҫланнӑ ҫӗре чӑваш литературин илемпе шухӑш шайӗ шалтах анса ларчӗ. Философилле шухӑшлав хайлавсенче юлмарӗ. Кам укҫа пурри пичетленчӗ. Сӑнарлӑ сӑмах мӗнне чухламан тӳресемех кӗрекере лара пуҫларӗҫ. Ҫарапакка натурализмпа тӳрккес фактографи сиксе тухрӗ. Калаҫура та, хут ҫинче те усал сӑмахсем сарӑлчӗҫ. Паянлӑхпа ӗмӗрлӗх виҫине пачах картайман ҫыравҫӑ пеккисене, поэзи туйӑмӗсӗрех сӑмах купалакансене писательсен союзӗсене илсе тултарчӗҫ. Урӑлса курман президента ырлакансем литературӑна идеологипе ылмаштарчӗҫ. Мана ҫак статья хыҫҫӑн «ку критик хӑйне писательсен союзне илменшӗн кӗвӗҫет» тесе калассине пӗлетӗп. Кам каласси те паллӑ. Ан пӑшӑрханӑр, тархасшӑн, кирлӗ пулсан, эпир сирӗнпе пиллӗкмӗш союз та йӗркелеме пултаратпӑр! Ҫырасси союзран килет-и вара?

Ку хивре саманара питех те вирлӗ сӑмахҫӑсем тухмаллаччӗ. Тухмарӗҫ. Пачах урӑхла - ҫӗршыва хурлакан, нӗрсӗрлӗхе, кут-пуҫа сӑрлакан карма ҫӑварсем мала сиксе тухрӗҫ те, вӗсен хушшинченех хӑш-пӗри «халӑх поэчӗсем» пулса тӑчӗҫ. Кусем хӑйсене пирӗн литературӑри Лермонтов, Толстой, Островский халӗ эпир, пире министра лартмалла терӗҫ. Анчах вӗсем сӑмах лавне лачакана тата шаларах туртса кӗчӗҫ. Ҫавӑ ҫеҫ.

Критикӑна чӑвашра тӑрӑшса таптаса лартрӗҫ. Хӑйсене хӑйсем мухтаса ҫырчӗҫ. Эстетика никӗсӗ тытӑмсӑрланчӗ, халӑх ӗрет-нӗсепӗ, ӑс-хапӑлӗ «ҫӗнӗ яковлевсен» пуҫӗнчен ҫухалчӗ. Вӑл вӗсен пулман та ҫав ӗнтӗ. Ӗретлӗ хайлавсене тиркени, хуплани, пичетлеменни курӑнчӗ. Халӑхӑн ӑс-тӑнӗ, ӑс-хапӑлӗ, ӑс-хакӑлӗ пӑтрантӑр, терӗҫ ельцинистсем. Халӑх капла йышши литературӑран сивӗнчӗ.

Халӗ ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланать. Таврӑнупа аталану, чӑмӑртану тапхӑрӗ. Ман шутпа, чыхвӑр авринче сӑмахӑн тӗрӗслӗхӗ, публицистла ҫивӗчлӗхӗ кирлӗрех пулса пырать. Пурнӑҫа пӗлсе хакланине, юмаха е ӗссӗмлӗхе хальхи шайпа ҫавӑрнине хаклама пуҫлать интернетлӑ халӑх. Философие, социологие, психологие, генетикӑна вӗреннӗ ҫынсем пӗр-пӗр пиҫмен ҫыравҫӑ пӑтранса ларнине вулама хапӑл тӑвас ҫук.

Чӑваш литературин анинче йӗрке палӑра пуҫланӑн курӑнчӗ мана. Журнал илемлӗ хайлавсен пиҫӗ тӗслӗхӗсене пичетлеме тӑрӑшать Тимвӗҫлипе хисеплӗ ят илнисем палӑрчӗҫ. Ҫамрӑксем хастарланчӗҫ. Писательсен союзӗ 100 ҫул тултарнине юпан 25-мӗшӗнче чиперех палӑртрӗ. Пухӑвра Раҫҫей писателӗсен союзӗн Мускавран килнӗ председателӗ Николай Иванов, чӑваш ҫыравҫисен ертӳҫи Ульха Эльмен тӗплӗ калаҫнӑ.

Уяв тӗлне ҫыракансем хушӑнсах пычӗҫ. Тишкерӳсем «Тӑван Атӑлта», «Хыпарта», «Чӑваш халӑх сайтӗнче» курӑнкаларӗҫ. Анчах вулакан йышӗ чакма пӑрахмарӗ. Халӗ чӑваш литератури, вӑрттӑн аркатуран пӑрӑнса, ҫырнин пахалӑхне шута хурать, пылчӑкран тухма тӑрӑшать. Апла пулин те, пӑхӑсӑн, ниме тӑман кӗнекесемех (уйрӑмах - ача-пӑча валли) хушӑран пичетленеҫҫӗ иккен! Элле, каллех «шӗвӗр туссем» хуҫаланаҫҫӗ иккен...

Мана, Союзран аякка пӑрса янӑ критика, хам шухӑша тӳррӗн пӗлтерме хӑрушӑ мар. Кирлех пулсан, хушаматсене нумайӑшӗ тӗллесе кӑтартма пултарать. Мӑриккан улпучӗ Сорос астарса хӑварни харама кайнине ҫирӗплетсех калатӑп. Литература юхӑмӗнче ырри ҫӗкленнине те асӑрхатӑп. Ҫӗнӗ ертӳлӗхпе ҫӗнӗ ӑстрӑм хӑй тивӗҫне тӗрӗс ӑнланасса, ҫӳп-ҫапран чыслӑн тасаласса шанатӑп.

Малашлӑхра литература вырӑнӗ пӑтраври пек пулаймӗ. Вӑл мӗнле вырӑн йышӑнассине никам та халех татса калаймӗ. Кухаллӗн чӑваш хӗрӗсем хайланӑ романсемпе повеҫсене вуласа хавхалантӑм. Ульха Эльмен, Людмила Сачкова, Марина Карягина, Галина Антонова кӗнекисем алла лекрӗҫ те, чӑваш ҫырулӑхӗ вилме выртман-ха тесе ҫӗклентӗм. Вӗсене хӑйсем умӗнчи тивӗҫе туйса (ҫиле хирӗҫ пулин те утса) тӑван сӑмах хӑватне чыслӑ тытса пыма хӑюлӑхпа хӑват сунатӑп.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Ялтан // 3916.24.8788
2023.11.05 18:13
Станьял мучи,кала-ха,эсӗ ырлакан хӗрарӑм ҫыпавҫӑсем чӗлхе тӗлӗшӗнчен пурте ҫӳллӗ шайра-ши.Ҫыравҫӑ чӗлхе ӑсти тенине илтнӗччӗ.
Вырăк // 3669.93.3182
2023.11.06 06:55
Ну лекет халь сана Станьял тете хĕлипповăсенчен.
Agabazar // 1872.71.1990
2023.11.06 11:51
Agabazar
Мĕриккан улпучĕ Сорос мар, Польша улпучĕ Станислав Ежи Лец астарать хăшпĕрисене.
Хуларан // 1789.79.8154
2023.11.06 22:39
"ЙĔП" ятлă союз тунă пулмалла Станьял Йĕркеллĕ Ĕçлекен Пĕрлĕх! Йĕрке тăвасшăн ЙĔПпе. Пулмаç. Писательсем чĕнмеççĕ, ыттисене вĕсем пурри-çукки сисĕнмеç.
Agabazar // 9270.2.3173
2023.11.09 17:43
Agabazar
Хĕлиппов мар, Хĕлиппоф.

Страницӑсем: 1, [2]

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем