Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Республика кунӗ килӗшмерӗ

Аçтахар Плотников25.06.2008 16:155523 хут пӑхнӑ
Кану вӑхӑтне (отпуска) илнӗ чухне Республика Кунӗ лектӗр тесех илтӗм. Анчах та ӗнер Шупашкарта тытӑнса тӑмарӑм — хула, Чӑваш Ен килӗшми пулса тӑчӗҫ. Ӑҫта пӑхан — унта вырӑс чӗлхи кӑна. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ савӑнӑҫлӑн утса тухнине те вӗҫне ҫити ӳкермерӗм. Килӗшмерӗ те каялла кайрӑм. Халӑхӗ те килӗшмерӗ. Бельгинчен килнӗ клоунсем патӗнчен хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗтӳ пекех пыраҫҫӗ. Лешӗсен вара параппанпа хытӑ сасӑ кӑларнисӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Тӑнлӑраххисем вӗсенчен хӑпрӗҫ — «хӑлха ӳҫсе ҫитрӗ вӗсен параппанӗсене итлесе» тесе айӑккинелле уйрӑлса кайрӗҫ.
Утакансен пуҫӗнче чи малтан «Уяв» ансамбль пыратчӗ. Вӗсен хыҫҫӑнах ҫав Бельги клоунӗсем. Клоунсен ушкӑнӗ пӗр канми хӑйсен параппанӗсене ҫапса пырать... «Уяв» ушкӑнӗ пӗр самант юрласа кӑтартрӗ пулас та, малалла хӑмлана сӑнлакан пластик шулҫӑсене сулкаласа кӑна пычӗҫ.
Малтанхи ҫулсенче утса пыракан ушкӑнсене микрофонпа Ҫеҫпӗл Мишши палӑкӗпе «Суту-илӳ ҫурчӗ» патӗнче, Республика лапамӗнче саламлатчӗҫ. Кӑҫал вара — Республика лапамӗнче кӑна. Саламланӑ чухне те вырӑсла ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ.
Тата мӗн куртӑм-ха? Раҫҫейрен килнӗ ушкӑнсен йышӗ ӳснӗ. Чикӗ леш енчен килнисене шута илсен Бельгирен пурччӗ те тата Эрменирен килнисем. Чӑваш Енри ушкӑнсене илес пулсан вӗсен шучӗ самаях чакнӑ. Ҫакна тата асӑрхарӑм — Чӑваш Енрен килнӗ вырӑсла ушкӑнсен йышӗ самай ӳснӗ. Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар — ку хуласемпе районсенчи ушкӑнсем вырӑсла тумпа пулчӗҫ.
Хӗрлӗ лапама ҫити утмарӑм, каялла ҫаврӑнтӑм та килелле ҫул тытрӑм.
Куракан халӑх йышӗ кӑсӑклантарчӗ: малтанхи ҫулсенчен сахалтарах пек туйӑнчӗ. Халӑх та ку фестивале йышӑнма пӑрахрӗ пулас. Малтанхи ҫулсенче «Суту-илӳ ҫурчӗ» патӗнче халӑх купипе тӑратчӗ, хальхинче вара пушшех те сахалччӗ.

Шел, Шупашкар вырӑссен хули ҫеҫ пулса юлчӗ. Чӑвашлӑх унта ҫук.
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

akram // 2407.60.8991
2008.06.26 10:39
Хе-хе... Сире те иккен те Шупашкарпа ухмах чăваш ĕклентерме пуçланă. Чăваш ухмаха тухнă шухăш патне çитмен пулин те çак чăнлăха ăнланса илме май паракан çулпах пыратăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем