Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш чӗлхинчи сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем

Аçтахар Плотников07.05.2023 16:053259 хут пӑхнӑ

Чӑваш чӗлхинче сингармонизма пӑхӑнман сӑмахсем пур. Калӑпӑр, «путлӗ», «путек», «кансӗр»… Чӑвашла вӗсене йӑнӑшсӑр ҫырас тесен ҫак сӑмахсем мӗнле пулса кайнине лайӑх пӗлмелле. Уйрӑмах ҫакӑ «путсӗр» сӑмаха пырса тивет: кӗнекесенче те сахал мар ӑна «пӳтсӗр» пек ҫырнине асӑрхатӑп. Чи пысӑк сӑлтавӗ ӗнтӗ кунта ӑна каланӑ чухне эпир «путсӗр» мар, «пӳтсӗр» тенипе ҫыхӑннӑ. Ҫавна май ҫырнӑ чухне те «пӳтсӗр» тесе ҫырас килет. Ку сӑмахӑн тепӗр форми те пур-ха: «путлӗ». Анчах ку чухне ӑна никамах та «пӳтлӗ» тесе каламасть те, унашкал йӑнӑш тӑвас хуйхӑ ҫук.

«Путлӗ»-пе, «путсӗр» ӑҫтан килнӗ-ха пирӗн чӗлхене? Ӑна пирӗн халӑх вырӑс чӗлхинчен илнӗ иккен: унта «путь» сӑмах пур, ҫав сӑмахӑн пӗр пӗлтерӗшӗсенчен пӗри вара: «йӗркеллӗ, тӗрӗс, тивӗҫлӗ шайра». Каярахпа ҫак ӑнлав манӑҫа пуҫланӑ та ун пирки чылайӑшӗ, хӑйсене вырӑсла лайӑх пӗлетпӗр теҫҫӗ пулин те, чухламасть те. «Непутевый человек» тесен кӑна ҫав «путь» сӑмахӑн ӑнлавне чухласа илме пулать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ку сӑмаха эпир вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑран, вӑл сингармонизм йӗркине пӑхӑнмасть: путлӗ, путсӗр.

Тепӗр кӑсӑклӑ сӑмах: «путек». Кунта тата та интереслӗрех: сӑмаххи хӑй тӗрӗк чӗлхинченех. Пирӗн патра, тури чӑвашсем патӗнче, ку сӑмаха «потяк» ([пот'ак]) теҫҫӗ — вӑл сингармонизм йӗркине пӑхӑнать. Литература чӗлхине кӗнӗ «путек» вара — пӑхӑнмасть. Ку мӗне пула пулнӑ-ха? Сӑлтавне вара Василий Егоровӑн этимологи словарьне уҫсан пӗлме пулать:

Путек «ягнёнок», «козлёнок»; путек-пуран «ягнята, козлята в собирательном смысле»; башк., тат. бәрән «ягненок», «барашек»; казах. бойдак «холостой», «холостяк»; «валух в возрасте выше одного года»; бойдак мал «яловый скот»; кирг. бойдок, к. калп. бойдак, башк. буйзак, тат. буйдак «холостой»; в чув. выпадение звука й вызвало смягчение последующего тпӑранла, пуранла, тат. бәрәнлә «ягниться»; пуран из русск. баран.

Куратпӑр ӗнтӗ, авал ку сӑмахра «у»-па «т» сасӑсем хушшинче «й» сасӑ пулнӑ. Вӑл тухса ӳкнӗ те, «т» сасса ҫемҫетнӗ. Ҫавна пула «путек» пулса тӑнӑ та.

«Канлӗ», «Кансӗр» сӑмахсем те мана кӑсӑклантараҫҫӗ. Анчах, хальлӗхе, мӗншӗн вӗсем ҫавнашкал ҫырӑннине тупаймарӑм-ха. «Канӑҫсӑр», «канӑҫлӑ» сӑмахсем те пур-ха… вӗсем сингармонизм саккунне пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫавах та «канӑҫлӑ»-па «канлӗ» хушшинче уйрӑмлӑх пур пуль тетӗп. «Чӑваш чӗлхин ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекинче» вӗсене питех те ҫывӑх ӑнлантарса панӑ. «Канӑҫлӑ = Канлӗ (1–3)» текен вырӑн та пур… Ман шутпа авал, ахӑртнех, [кан'] пек сӑмах пулнӑ пуль, ҫавна май пирӗн чӗлхере ҫак сӑмахсем пур та… Шел те эпӗ этимологи енӗпе ӗҫлекен тӗпчевҫӗ мар, ытти тӗрӗк чӗлхисене пӗлсех каймастӑп.

Чӑваш чӗлхинче, паллах, сингармонизма пӑхӑнманнисем тата та пур. Хӑш-пӗрне ӑнлантарса пама пит ҫӑмӑл. «Улмуҫҫи» — «Улма йывӑҫҫи» пӗрлешнипе пулнӑ, «Сухати» — «Суха туйӗ» пӗрлешнипе, «Йӗршшу» — «Йӗрӗх шу» пӗрлешнипе тата ытти те. Вӗсене тӗпчени кӑсӑклах мар, «канлӗ», «путлӗ» йышши сӑмахсене шӗкӗлчени питӗ кирлӗ. Орфографипе ӗҫлекенсен те, ман шутпа, вӑл е ку сӑмаха пӗрле е уйрӑм, дефиспа е дефиссӑр ҫыртарассипе мар хӑйӗн вӑхӑтне пӗтермелле, ачасене «путсӗр» сӑмаха мӗншӗн ҫапла ҫырмаллине ӑнлантарса парассипе тимлӗх уйӑрмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 7273.2.7525
2023.05.07 16:50
Agabazar
Кансĕр тени икĕ компонентран тăрать: Кань + Сĕр.

Кань сăмахра н çемçелет те, çавăнпа сĕр çырма тивет. Анчах та традицие кура кунта çĕмçетÿ паллине (Ьь) çырмаççĕ.

Чăннипе вара çырмаллаччĕ. Çапларах ку япалан мыскари.
Agabazar // 7273.2.7525
2023.05.07 16:59
Agabazar
Пÿтсĕр сăмахпа тăванлисем çаксем: пÿтлĕ, пÿтĕш (Пÿтĕш Паттян — Юхма Мишшин персонажĕ). Тата «Арçури» поэмăра «пÿт ухмаххи тапранать» тени пур.

Сăмахăн этимологине экспромтла каласа пама пултараймастăп. Ятарласа шĕкĕлчесе пăхсан, тен, Аçтахар каланă пекех пуль. Анчах та ăна епле çырассине этимологипе пусахласа çыхăнтармасан та юрать.

Словарьсенче епле палартнă — çавă тĕрĕс. Анчах та эп хам Ӳӳ вариантлине килештеререх паратăп.
Agabazar // 7273.2.7525
2023.05.07 17:01
Agabazar
Путек пирки — каламалли те çукрах. Унта ним кăçăкли те питех çук.

Акă, пирĕн чăваш хушшинче Катек ятлă ялсем пайтах. Тĕрлĕ вырăнсенче вырнаçнă вĕсем.

Таçта та пур.
Agabazar // 7273.2.7525
2023.05.07 17:11
Agabazar
Канăçлă тени кан глаголтан пулнă. Çапла вара кунта çав глагола кань япала ячĕпе пăтраштармалла мар. Вара пурте йĕркеллĕ пулать.

Хальлĕхе тенинче Ьь паллă кирлех мар. Мĕншĕн кирлĕ маррине эп Интернетра пин хут та ăнлантарса панă ĕнтĕ. Анчах та ĕççыннисем питех те тархасласа ыйтсан, тата тепĕр хут ăнлантарса пама пултаратăп. Яланах хатĕр.

Кунти çемçетÿ паллине Элĕкри генилле Ларионов Хоспочын ÿте тăрăннă шăрпăкпа танлаштаратчĕ. Аçтахар вара, темшĕн, ку тĕлĕшпе Виноградовсем хыççăн кайма шутланă.
2023.05.07 18:58
Аçтахар Плотников
«Этимологи сăмахсарне ăнлантару словарĕ темеççĕ.»
Ӑнсӑртран кайнӑ, асӑрхамасӑр. Юсарӑм.
«Кансĕр тени икĕ компонентран тăрать: Кань + Сĕр. »
Ӑна эп ӑнланатӑп-ха. Анчах «кань» текеннине тупаймарӑм.
Agabazar // 5157-2543
2023.05.08 10:50
Agabazar
Кань текен хай тĕллĕн çÿрекен сăмах Петĕр Хусанкай сăввисенче пур. Енчен те ун пек сăмах халĕ (хальхи саманара) çук пулсан, умĕнчи çăлтăрпа паллă тăваççĕ, сăмахран: *тенкĕр (тинĕс).

Анчах та кань текенни халь те пур темелле.
Agabazar // 5157-2543
2023.05.08 11:26
Agabazar
Акă вăл хайхи, Петĕр Хусанкайăн «Шелепи шерепи» поэминчен.

Ленинград тăрăх эпĕ çÿреп-и —
Юнашар пек Кели Кĕркури.
Е ак Куйбышева кĕрĕп эпĕ —
Хирĕç тухĕ Исаев Мĕтри...

Кань сунар. Тăприсем çăмăл пулччăр!
Эп ăçта йăвансассăн та хам —
Шупашкар тăвайккисĕр ман кун-çĕр
Канăçаймĕ, яр уççан калам.
Agabazar // 1333.0.5648
2023.05.09 04:55
Agabazar
Кунта чи кăсăкли акă мĕн (маларах та ун пирки каланăччĕ). Çырулăх йĕркевĕсене кура КанЬсĕр, КанЬлĕ пулмаллаччĕ çырура.

Анчах та чăннипе кулленхи ĕçлевлĕхле ун пекки çук. Виноградовсем те: "Тĕрĕс мар!" — тесе кăшкăрашмаççĕ темшĕн. («Халлĕхе» тение, авă, ярса тытма ĕлкĕрнĕ!)

Кансĕр, Канлĕ тенисенче малтанхи компонент япала ячĕ пулни тÿрех паллă. Мĕншĕн тесен -сăр/-сĕр аффикс шăпах çав пуплев пайĕ çумне çыпçăнать, глагол патне мар.

Çапла вара, çырури унашкал формăсне çырулăх йĕркевĕсемпе килĕшÿллĕн мар, традицие пула çирĕпленнĕ темелле.

Халлĕхе тенине асăнтăм-ха, И. А. Андреев вара пире «шинельЬлĕ салтак» тесе çыртарасшăн питĕ тăрашатчĕ.

http://ru.samah.chv.su/s/шинеллĕ

(Гуглласа пăхсан, шинеллĕ тени 55 хут тухать, шинельлĕ тени 26 хут).
Agabazar // 2172.58.6678
2023.06.16 16:28
Agabazar
Аçтахар: «кань» текеннине тупаймарӑм.
Ашмарин сăмахсарĕнче пур. Унта кань мар, каньă (каньăллă). Анчах та вăл та, ку та пĕр япалах.

каньăллă (кан’ы̆л, кан’ы̆лы̆), спокойный. Пшкрт.

Евразиец // 3447.04.5759
2023.06.19 11:31
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем