Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Н.И. Викторов: Эпир те газлӑ пултӑмӑр (1-мӗш пай)

Н.И. Викторов12.03.2023 13:361957 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

«Нелидовские Известия» хаҫатри сӑн

Чӑваш ялӗсене пӑрӑхпа килекен газ кӗртсе пӗтерме 2003 ҫулхи февралӗн 25-мӗшӗнче Н.В. Федоров алӑ пуснӑ Указпа килӗшӳллӗн пуҫласа ячӗҫ. Унтанпа ҫирӗм ҫул ҫитрӗ.

Газ кӗртессин чи малтанхи тапхӑрӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсем тӗлне килнӗ. Ун чухне керосинкӑсене парахӑҫласа баллонлӑ газпа уҫӑ курма тытӑннӑ.

Ҫак ӗҫе Канаш хулинче пуҫласа яма Елчӗк районӗнчи Тӑрӑмра ҫуралса ӳснӗ Н.И. Викторов та хутшӑннӑ. Ун чухне вӑл вакунсем юсакан заводра тӗп энергетик пулса ӗҫленӗ. Каярахпа пирӗн ентеш Канашри тата Ҫӗнӗ Шупашкарти партин хула комитечӗсене, Чӑваш АССРӗн облаҫри профсоюз советне ертсе пынӑ, республика правительствин председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ.

Асаилӗве Н.И. Викторовӑн 2007 ҫулта тухнӑ «Вспоминая былое» кӗнекинчен илнӗ.

 

1959 ҫулхи январь уйӑхӗнче Канашри вакунсем юсакан завод начальникӗ В. Кузнецов мана хӑй патне чӗнтерчӗ: «Рабочисем пурӑнакан поселока газ кӗртме сӗнеҫҫӗ, сана ҫак ӗҫе мӗнле пуҫласа ямаллине, шӗветнӗ газа ӑҫтан тата мӗнле майпа илсе тӑмаллине, пӗтӗм ӗҫ-пуҫ мӗн чула кайса ларнине тӗпчесе пӗлме хушатӑп», – терӗ вӑл. Хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫак тапхӑрта республика урлӑ иртсе каякан газ трубисем хывас ӗҫ пирки калаҫма кӑна пуҫланӑччӗ.

Чи малтанах пропан-бутан текен шӗветнӗ газпа мӗнле усӑ курнине ҫын сӑмахӗ урлӑ е ятарлӑ литература вуласа мар, хамӑн куҫпа курас килчӗ. Ҫак тӗллевпе Хусана кайса килтӗм, Тутар совнархозне пахӑнса тӑракан нефтьпе газ проромышленноҫӗн Управленийӗнче, Альметьевск хулинче, Анат Мактама ялӗнче тата Миннибаевӑри газпа бензин заводӗнче пулса куртӑм, газ кӗртес ӗҫӗн йӗрки-куркине ыйта-ыйта пӗлтӗм. Кун хыҫҫӑн Чӑваш АССРӗн ку енӗпе ӗҫлекен инспекцине ҫитсе кирлӗ хутсем тутартӑм. Мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине ӑнкарса ҫитсен завод начальнике патне кӗрсе пысӑк ӗҫе пуҫласа ямалли плана сӳтсе явса ҫирӗплетрӗмӗр.

Рабочисем пурӑнакан поселокра насус станцийӗ пушӑ ларатчӗ, ҫавна газ хуҫалӑхӗнче усӑ курма юсаса ҫӗнетрӗмӗр: унта шӗветнӗ газ тытмалли склад, пушӑ баллонсем упрамалли вырӑн, баллонсене тӗрӗслесе пӑхмалли тата юсамалли мастерской туса хатӗрлерӗмӗр, газпа ӗҫлекен слесарьсене ӗҫе илсе вӗрентсе кӑлартрӑмӑр, газ хуҫалӑхӗн пӳлӗмӗсене телефон кӗртрӗмӗр. Пур ӗҫсене туса ҫитерсен Шупашкартан инспекци килсе тӗрӗслерӗ те пире рабочисен хваттерӗсене газ кӗртме ирӗк пачӗ.

Март уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче газ илме Тутар республикине икӗ машинӑпа тухса кайрӑмӑр. Ҫул ҫывӑх мар – 600 ҫухрӑм. Сӗве тӗлӗнче Атӑл урлӑ пӑр тӑрӑх каҫрӑмӑр. Хусантан тухсан Чулман Атӑл урлӑ та пӑр ҫийӗн хывнӑ ҫулпа каҫмалла пулчӗ. Юханшыв ҫак тӗлте питӗ сарлака, кунтан инҫе мар туса лартнӑ кӳлмекӗн хӑвачӗ аван туйӑнса тӑратчӗ. Чистопольтен тӗттӗмленсен машинӑсене мӗкӗрттерсе тухрӑмӑр та унта та кунта темле вут хыттӑн ялкӑшса ҫунни куҫ умне тухса тӑчӗ. Нефть кӑларакан шӑтӑксенчен тухакан газ ҫапла ҫунать иккен.

Тепӗр кун кутсӑр-пуҫсӑр ҫилтӑман тухрӗ. Мӗнле малалла каймалла? Ҫул пушанса юлчӗ, эпир те касакан ҫилтен хӑтӑлас тесе ҫывӑхри яла пырса кӗтӗмӗр. Именсе пӗр пысӑк пӳрт чӳречинчен шаккасан пире хирӗҫ вӑтам ҫулхи арҫын тухрӗ. «Кил-йыш ман пӗчӗк мар, чаплах пурӑнмастпӑр», – терӗ вӑл. Эпир тиркесе тӑраканнисем мар, пӗр каҫлӑх каять – килӗшрӗмӗр. Упӑшкипе арӑмӗ пилӗк ача ӳстереҫҫӗ иккен, чи кӗҫӗнни виҫӗ ҫулта кӑна. Урай тӑрӑх путекпе пӑру чупаҫҫӗ. Алӑк ҫумӗнче пӗртен пӗр кравать, пире урайне вырӑн сарса пачӗҫ. Анчах «пӗр каҫ» вунӑ талӑка тӑсӑлчӗ, ҫил-тӑвӑл чарӑнасса аран-аран кӗтсе илтӗмӗр. Хваттершӗн тӳлеме заводран укҫа ярса пачӗҫ, эпир тараватлӑ кил хуҫисене тав туса малалла ҫул тытрӑмӑр.

Анчах ҫул ҫинчи мыскарасем кунпа вӗҫленмерӗҫ. Ҫанталӑк ӑшӑтса пӑрахнӑ иккен, вӗтӗ ҫумӑр ӳккелет. Ялтан тухнӑ-тухман кӗрсе лартӑмӑр. Юрать нефть вышкисем турттаракан тракторсем тӗл пулчӗҫ, пирӗн машинӑсене троспа ҫаклатса аслӑ ҫул ҫине кӑларса ячӗҫ.

Аранах Миннибаевӑри газпа бензин заводне ҫитсе ӳкрӗмӗр. Кунта питӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ иккен, пире тӑвансем пек кӗтсе илчӗҫ. Васкаса баллонсем тиеттертӗмӗр те каялла ҫула тухрӑмӑр. Мӗнле ҫитӗпӗр каялла – чӗре вырӑнта мар. Ҫумӑр хытах ҫума пуҫларӗ, пирӗн Лысая гора текен ҫӗртен иртмелле. Машинӑсем йывӑррӑн мӗкӗрсе сӑрт тӳпине талпӑнаҫҫӗ, анчах яка вырӑнта ураписене уссӑр ҫавӑрттарсан-ҫавӑрттарсан каялла чакаҫҫӗ. Водительсем тем те хӑтланса пӑхрӗҫ – усси пулмарӗ. Пире ҫул ҫине икӗ пысӑк тӑлӑп парса янӑччӗ. Чи шуҫлак вырӑнта вӗсене урапа айне пӑрахрӑмӑр та Кукша ту тӑррине хӑпарса ҫитрӗмӗр.

Умра Чулман Атӑл. «Пӑрлӑ ҫулпа каҫма юрамасть!» – асӑрхаттарать шлагбаум ҫинчи пӗлтерӳ. Пирӗн машинӑсенчен пӗри пилӗк тонна таять, тепри икӗ тонна ҫурӑ. Чӑтайӗ-ши? Пӑр ҫулӗ тепӗр ҫыран еннелле ҫуталса выртать, машинӑсен алӑкӗ таран шыв. Ним те тӑваймӑн, март уйӑхӗ вӗҫленсе пырать-ҫке, кӗтсе тӑнин усси ҫук. Мӗн пулать те мӗн килет тесе кабина алӑкӗсене уҫса пӑрахса юхан шыв урлӑ каҫса ӳкрӗмӗр-ӳкрӗмӗрех. Ҫыран ҫине хӑпарса ҫитнӗчче кӑна тахӑшӗ кӑшкӑрса ячӗ: «Ай тур-тур, машина пӑр айне анса кайрӗ!»

Каҫхине Хусанта чарӑнса тӑрас темерӗмӗр, тата темиҫе сехетрен Сӗве енне каҫмалли тӗле ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Кунта та пӗлтерӳ ҫырса ҫапнӑ, ӑна прожектор ҫутатса тӑрать: «Юхан шыв урлӑ каҫма юрамасть!». Мари республикинчи Волжск хулинчи хут туса кӑларакан комбинат Атӑла ӑшӑ шыв нумай юхтарса кӑларать, ҫавӑнпа кунта каҫма пушшех хӑрушӑ иккен. Мӗн тумалла? «Эй, мӗн кӗтсе тӑмалли пур!» – теҫҫӗ хӗрсе кайнӑ шоферсем. Мана кӗреҫе тыттарчӗҫ те малта утса пыма хушрӗҫ, вак таврашӗ тӗл пулсан кӑшкӑрса систермелле. Чӗре сиксе тухас пек тапать: «Каҫса ӳкетпӗр, пурте йӗркеллӗ пулать», – лӑплантаратӑп хама.

Канаша ирхине тӑватӑ сехетре ҫитсе кӗтӗмӗр (тӳррипе, вӗҫсе антӑмӑр тесен те йӑнӑш мар). Пире ҫул ҫинче мыскара ҫине мыскара тиенсе тӑрассӑн туйӑнман. Тав Турра, йӗркеллех ҫаврӑнса ҫитме май килчӗ. Тул ҫуталса кӑна пырать-ха, анчах газ машинисене завод начальникӗ хӑй тухса кӗтсе илчӗ. Хамӑрӑн ӗҫ-пуҫ пирки кӗскен каласа парсан вӑл кашнине алӑ тытса ӑшшӑн тав турӗ.

…Пӗр-ик кунтан эпӗ те хамӑн хваттере баллон ҫӗклесе хӑпартрӑм, кухньӑри кӑмакана салатса пӑрахрӑм та ун вырӑнне газ плити вырнаҫтартӑм.

Ҫакӑн хыҫҫӑн канашсем Тутар республикине газ илме тата темиҫе хутчен кайса килчӗҫ. Каярах баллонсене тултарса чукун ҫулпа ярса тӑма пуҫларӗҫ, тӑватӑ кӑшкарлӑ вакуна ултҫӗр баллон кӗретчӗ.

Ҫакна та каласа хӑвармалла, Канашри вакунсем юсакан заводра ӗҫлекенсем патне газ чи малтан ҫитрӗ. Тепӗр виҫӗ ҫул иртсен хулара газ валеҫекен станци хута кайрӗ, «кӑвак ҫулӑм» кашни хваттертех ҫунма пуҫларӗ.

 

Пичете В. Алексин хатӗрленӗ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 7286.3.7820
2023.03.12 21:05
Agabazar
Кунашкал баллонсене халь хăшпĕрисем çураки вăхăтĕнче çĕре пусарăнтарса пымалли катток вырăнне усă кураççĕ.

Пур çĕре те газ çитнĕ тетпĕр-ха та, анчах та çитеймен вырăнсем те пулнă темелле.
Алексин // 7671.0.0611
2023.03.13 09:38
Паллах, çĕнĕ çуртсем тăваççĕ, урамсем хута яраççĕ, "пуласлăхсăр ялсем" сас параççĕ: эпир те чĕрех-ха тата ытти те.
Agabazar // 3839.52.0621
2023.03.14 21:50
Agabazar
Газ çитеймен ялсенчен Улатăр районĕнчи Савута асăнмалла (Полукиря теççĕ вырăсла). Шăп та шай виçĕ район (Улатăр, Патăрьел, Йĕпреç) чикĕленнĕ тĕлте. Кире поççăлăкĕнчен сакăр километрта, вăрман варринче.

Асфальт çул та çук унталла.

Пурăнакан çынсем вара халĕ те пур пулмалла-ха. Баллонри газпа усă кураççĕ,

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем