Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Саландаев: Шӑмӑршӑ районӗнче шӳтлеме юратаҫҫӗ

Иван Саландаев26.12.2022 17:233219 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

Чӑн пулни

Иртнӗ ӗмӗрӗн сакӑр вуннӑмӗш ҫулӗсем. Кивӗ Чукал ялӗнчи пилӗк арҫын Самар тӑрӑхне кӑҫатӑ йӑвалама тухса кайнӑ та, уйӑх ытла унта ӗҫлесе пурӑннӑ хыҫҫӑн киле таврӑнаҫҫӗ. Ульяновскри автовокзал ҫумӗнчи кафере самаях пырӗсене хӗртнӗ хыҫҫӑн билет туянма касса патне пыраҫҫӗ.

— Вӑлатюк, пӑх-ха, пӑх: «Ульяновск — Кивӗ Чукал» маршрут уҫӑлнӑ! — тӗлӗнсе те савӑнса кӑшкӑрса ярать ҫулпа аслӑраххи. Унӑн юлташӗсем те хӑйсен ялне тӳрремӗнех автобуспа ҫитме май пурришӗн хытӑ хӗпӗртеҫҫӗ. Билет туянаҫҫӗ те, тепӗр ҫур сехет ытла вӑхӑт пуррипе усӑ курса каллех кафене кӗреҫҫӗ.

...Автобусра ҫывӑрсах каяҫҫӗ хайхисем. Тутлӑ тӗлӗксем курнӑ пуль, киле ҫитсен мунча кӗрсе тасалма, юратнӑ арӑмсене ыталама ӗмӗтленнӗ ӗнтӗ.

— Ҫитрӗмӗр! Кивӗ Чукал! — хыттӑн кӑшкӑрса пӗлтерет водитель. Пассажирсем тутарла калаҫа-калаҫа урама тухнине курсан, Кивӗ Чукал арҫыннисем те алӑк патне утаҫҫӗ. Анчах ӑҫта вӗсем? Пачах урӑх яла ҫитнӗ вӗт! Автобус остановки ҫине «Старые Чукалы» тесе ҫырса хунӑ пулин те, урӑлсах ҫитеймен арҫынсем хӑйсен ялӗ маррине ӑнкарса илеҫҫӗ-илеҫҫех.

— Эсир пире тӗрӗс мар илсе килнӗ! — хирӗҫме пуҫлаҫҫӗ водительпе.

Автобус шоферӗ мухмӑрлӑ ҫынсемпе тавлашса тӑмасть, вӑйпах хӑваласа антарать.

Хайхи пирӗн ентешсем ҫывӑхри лавкка патне пыраҫҫӗ те, кунта тӑракан ҫынсенчен хӑш ял пирки ыйтаҫҫӗ.

— Кивӗ Чукал, Ҫӗпрел районӗ! — хуравлаҫҫӗ тутарла, вырӑсла тата чӑвашла.

Тинех ӑнланса илеҫҫӗ пирӗн ентешсем Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче те Кивӗ Чукал ятлӑ ял пурине. Нимӗн те тӑваймӑн, халӗ мӗнле те пулин транспорт тупса хӑйсен ялне ҫитме тӑрӑшмалла. Юрать-ха, автобус водителӗ укҫа тӳлесен Шӑмӑршӑ ялне илсе ҫитерме пулать. Ҫапла ҫитсе ӳкеҫҫӗ Шӑмӑрша, район центрӗнчен ҫула май каякан транспортпа тӗттӗмпе яла та пырса кӗреҫҫӗ.

Ҫак историе Кивӗ Чукалта халӗ те кула-кула аса илеҫҫӗ. Пӗр пек ятлӑ ялсем ҫынна арпаштарма пултараҫҫӗ ҫав, уйрӑмах эрехпе минтренӗ пуҫ тавҫӑрса илейменни вӑрттӑнлӑх мар.

Тепӗр кулӑш та асӑма килчӗ. Вун-вун ҫул каялла Виҫпӳрт ялӗнчен Кивӗ Чукала хӗр килӗшме пынӑ.

— Маюк хӑрушӑ аван! — мухтанӑ хӑйсен хӗрне ашшӗпе амӑшӗ. — Ӗҫчен, сӑн-пичӗ те хӑрушӑ хитре!

Ҫак сӑмахсене илтсен виҫпӳртсем тӗлӗнсех кайнӑ. Хӑйсен хӗрӗ пирки мӗншӗн-ха «хӑрушӑ» тесе калаҫҫӗ?

Юрать-ха ку енчи калаҫӑва ӑнланаканни тупӑннӑ. Кивӗ Чукалта «хӑрушӑ» тени «питӗ аван, питӗ хитре» тенине пӗлтерет иккен. Ҫапла шӳтле-шӳтле чипер хӗре килӗшсе каяҫҫӗ, часах Виҫпӳртре ҫӗр ҫӗмӗрсе туй кӗрленӗ.

 

Ив.САЛАНДАЕВ

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 2536.0.1412
2022.12.26 20:57
Agabazar
«Вăлатюк» тесе çырнине епле тĕрĕс вуламалла?

Тен, чăннипе, Вăлачук?
Agabazar // 2536.0.1412
2022.12.26 21:07
Agabazar
Салантай хăта,

Шăмăршăсем шÿтлеççĕ пулĕ-ха та, анчах та вĕсем тĕнчере Чукал компонентлă (топоформант теççĕ) ялсем нумаййине пит аван пĕлеççĕ.

Çавăнпа та кунта «кулăш» нумаях мар ĕнтĕ.

Ку хайлавра асăнакан Çĕпрел районĕнчи ял чăвашсем хушшинче, кулленхи калаçура, Тутар Чукал е Мишер Чукал</b> ятпа паллă.

Чукал ятлă ялсем пирки Николай Иванович Егоров прахвиссăр (вăл — Шăмăршăсен кĕрÿшĕ пулать) ятарлă статья та çырнă.

Чăнлă районĕнчи Кĕçĕн Накаткăнра «Чукал» ятлă урам та пур (официаллă ят шутланать, Интернетра тĕрĕслеме пултаратăр).
Agabazar // 2536.0.1412
2022.12.26 21:17
Agabazar
Пÿрне кăтартса ирĕксĕр култарнă пек пулса тухать.

Чăвашсем эрех кÿпнине еплерех техĕмлесе те хитрелетсе çырнă тата! Хальччен нихçан ĕçсе курман çыннăн та (калăпăр, ман пеккин) пырĕ ярăнса кайма пултарать.

Чăннипех те хăрушă!
Базиль Кириллов // 5416.1.5160
2022.12.27 13:02
Çулпа аслăраххи - тавтологи, аслăраххи тесен те ăнланмалла.
Agabazar // 2536.0.1412
2022.12.27 17:45
Agabazar
Йĕпреç районĕнче Буинск пур, Тутарстанра Буинск пур. Вăрмар районĕнчи Буинск пирки шавламăпăр, унталла автобус маршручĕсем çукрах. Вырăсла ятсем пирки сăмах пырать.

Çавна май ятараласа палăртаççĕ Шупашкарти транспорт ĕçлевçисем — Чув. Буинск тата Тат. Буинск.

Салантай хăта Чĕмпĕрти пирки калать-ха. Унта та тертленме тивет транспорт ĕçлевçисен. Тĕслĕхсем — туллиех!

Пĕр вăхăт Чĕмпĕртен Патăрьел районĕнчи Турхана та автобус çÿретчĕ. Вара çавна «Ульяновск — Чув. Тарханы» тесе палăртатчĕç. Палартмасан, пассажирсем ку маршрута тепринпе, Тутарстана каяканнипе пăтраштарма пултараççĕ..

Ишевкке çывăхĕнче Новая Беденьга текен тутар ялĕ пур. Чĕмпĕр районне кĕрет. Анчах та ун пирки расписанире «Татарская Беденьга» тенĕ. Апла çырмасан, Чĕмпĕр çывăхĕнчех тепĕр Беденьга та пулнине кура, каллех арпашу пуçланма пултарать темелле. Анчах ку та хăтараймасть. Мĕншĕн Тутарстанта хăйĕнче те, Теччĕ районĕнче, Беденьга (Питенкĕ) ятлă ял пур.

Салантай час-часах хăй шăмăршăсем пулнипе мăнаçланать. Анчах та Шăмăршă текенни Чĕмпĕр облаçĕнчи Кузоват районĕнче те пур темелле. Тĕрĕсрех, Шăмăршă мар-ха ĕнтĕ, Шемурша. Вăрман варринчи пысăках мар ял. Унта чăвашсем пурăнмаççĕ.
Agabazar // 2248.54.3670
2022.12.28 07:14
Agabazar
Базиль Кириллов // 5416.1.5160 2022.12.27 13:02
Çулпа аслăраххи - тавтологи, аслăраххи тесен те ăнланмалла.
тата чынпа аслăраххи пулма пултарать.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем