Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Саландаев: «Тӑван яла ҫитсе шӑпчӑк юррине итлес килет...»

Иван Саландаев03.12.2022 19:401745 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

2022 ҫул — республикӑн мухтавлӑ ҫыннисен ҫулталӑкӗ

Килти библиотекӑна тирпейленӗ чух аллӑма хитре хуплашкаллӑ хулӑнах мар кӗнеке лекрӗ. 1976 ҫулта Шупашкарта пичетленсе тухнӑ «Соты жизни», авторӗ — Михаил Козлов. Хуплашкан шал енне мана ырӑ сунса ҫырни те пур: «Хисеплӗ ентешӗме Иван Саландаев журналиста — автортан.

Ӗҫчен пул, маттур пул! Маншӑн Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ питӗ хаклӑ. Тӑван яла ҫитсе шӑпчӑк юррине тӑраниччен итлесчӗ. Михаил КОЗЛОВ — Раҫҫей Наукӑсен Академийӗн (РАН) Зоологи институчӗн тӗп наука сотрудникӗ, биологи наукисен докторӗ».

Нумай ҫул каялла Шупашкарта Михаил Алексеевичпа тӗл пулни асӑма килчӗ. Эпӗ ун чух Пичет ҫуртне хамӑн ӗҫпе пынӑччӗ, паллакан журналистсемпе те тӗл пулса калаҫрӑм. «Советская Чувашия» хаҫатра ӗҫлекен Лев Васильевпа сӑмахласа ларнӑ чух пӳлӗме тирпейлӗ тумланнӑ, ӑшшӑн кулса пӑхакан вӑтам ҫулсенчи арҫын кӗрсе тӑчӗ. Журналистпа хӑна пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ. Тахҫанхи пӗлӗшсем иккен вӗсем. Алӑ тытса паллашнӑ чух хӑна мана та ыталаса хӑй Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралса ӳсни ҫинчен пӗлтерчӗ:

— О-о-о, тахҫанах кайнӑ ӗнтӗ эпӗ тӑван ялтан тӗнче касма! Халӗ ҫамрӑксене палламастӑп та. Ваттисем те курса калаҫнӑ чух тӗлӗнеҫҫӗ: «Эсӗ, ӑслӑ пуҫлӑ ҫын, ученӑй, мӗншӗн лӗпӗшсемпе тата ытти хурт-кӑпшанкӑпа айкашатӑн-ха, — теҫҫӗ. — Ытти кирлӗрех ӗҫ тупаймарӑн-и?»

«Лӗпӗшсемпе те, пулӑсемпе те камӑн та пулин ӗҫлемелле, — тетӗп кула-кула. — Манӑн наука ӗҫӗсемпе хамӑр ҫӗр-шывра ҫеҫ мар, тӗнчипех усӑ кураҫҫӗ. Акӑ сӑмахран вӑрмана сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ тапӑнать, ҫут ҫанталӑка тӗп тӑвассишӗн алхасать. Ҫак сӑтӑрҫӑсемпе мӗнле кӗрешмелле-ха? Хими им-ҫамӗпе мар, биологи меслечӗпе. Ҫак меслетсене эпӗ ӗҫлекен институт тупса пурнӑҫа кӗртет. Пыл хурчӗсен чирӗсене хирӗҫ кӗрешмелли майсене те шыраса тупрӑмӑр. Ҫавӑн пекех пулӑсен чирӗсене те наука пулӑшнипе парӑнтаратпӑр».

Михаил Алексеевич Козлов ученӑй мана хӑй ҫырнӑ «Соты жизни» кӗнекене алӑ пусса парнелерӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах чӑваш кӗнеке издательствинче «Кольцо жизни» тата «Не просто букашки» кӗнекесем те пичетленсе тухмалли ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Вӑхӑт сахал, наука ӗҫӗ хӗстерсе лартрӗ пулин те литература валли те эрнере пӗрер кун тупма тӑрӑшатӑп, — сӑмахне малалла тӑсрӗ ентешӗм. — Ыран Ленинграда (халӗ Санкт-Петербург — авт.) тухса каятӑп. Енчен те хаҫат ӗҫӗпе пирӗн яла ҫитетӗн пулсан манран пурне те салам кала!

Михаил Козлов ученӑй ҫинчен маларах та илтнӗччӗ-ха. Вӑл 1936 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче пирӗн районти Асанкасси ялӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Вӑтам пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн малтан И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетне вӗренме кӗрет, студент чухнех пысӑк пӗлтерӗшлӗ наука ӗҫӗ ҫырса пичетленипе ӑна Ленинград университечӗн биологипе тӑпра факультечӗн энтомологи (зоологин хурт-кӑпшанкӑпа ӗҫлекен пайӗ) кафедрине вӗренме илеҫҫӗ. 1962 ҫулта университетран хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухсан ӑна ҫийӗнчех Зоологи институчӗн штатне илнӗ. 1967 ҫулта М.Козлов кандидат диссертацине ӑнӑҫлӑ хӳтӗлет, ӑна тӗрлӗ хурт-кӑпшанка ушкӑнлакан (систематика насекомых) лабораторире ӗҫлеме шанаҫҫӗ. 1983 ҫулта Михаил Алексеевич доктор диссертацине чаплӑн хӳтӗлет, ӑна профессор ятне те параҫҫӗ. 1992 ҫулта Михаил Алексеевича Чӑваш Республикин Наукӑсен академийӗн академикне суйланӑ, ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Ен наука тава тивӗҫлӗ деятелӗн ятне панӑ.

Пирӗн ентеш ҫурхах евӗрлӗ ҫунатлӑ вӗтӗ хурт-кӑпшанкӑн анлӑ йышне ушкӑнлас тӗлӗшпе ӗҫлекен тӗнчипех паллӑ специалист пулса тӑрать. Наукӑна аталантарас тӗллевпе вӑл Казахстанра, Вӑтам Азире, Ҫӗпӗрте, Инҫет-Хӗвелтухӑҫӗнче, Иранра, Кӑнтӑр Корейӑра, Монголире тата ытти ҫӗр-шывра темиҫе хутчен те пулнӑ. Совет Союзӗпе Монголин комплекслӑ биологи экспедицийӗн энтомологи отрядне ертсе пынӑ.

М.А.Козлов профессор редакциленипе 7-8 классенче вӗренекенсем валли «Биология. Животные» учебник темиҫе кӑларӑмпа пичетленсе пырать. Пирӗн ҫӗр-шыври миллионшар ҫын ун тӑрӑх зоологи пӗлӗвӗ илнӗ. 2000 ҫулта М.А.Козлов «Живой мир» биологи энциклопедийӗ, И.М.Олигерпа пӗрле 4 томлӑ «Мир животных» энциклопеди пичетлесе кӑларнӑ. Пирӗн ентеш — 300 ытла наука ӗҫӗн авторӗ. Ҫав шутра — 10 кӗнеке. Вӗсенчен чылайӑшне ют ҫӗр-шывсен чӗлхисене куҫарса кӑларнӑ. Сӑмахран «Фауна Вьетнама» кӗнекипе (ӑна вьетнам чӗлхине куҫарнӑ) ҫак ҫӗр-шыв студенчӗсем вӗренеҫҫӗ.

Михаил Алексеевич тӗлӗнмелле нумай ӗҫлеме пултаракан ҫын пулнипе те наукӑра вӑй хуракансем хушшинче чапа тухнӑ. Нумай ҫул хушши Вырӑссен энтомологи обществин Канашӗн тата унӑн Президиумӗн членӗ пулнӑ, ученӑй секретарӗн постне йышӑннӑ.

Тӗнчипе паллӑ ученӑй, биологи наукисен докторӗ, биологи енӗпе Д.К.Заболотный премийӗн лауреачӗ Михаил Алексеевич Козлов йывӑр чире пула 2006 ҫулхи сентябрӗн 11-мӗшӗнче Санкт-Петербург хулинче ӗмӗрлӗхех куҫне хупать.

 

Ив.САЛАНДАЕВ, Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1036.31.3378
2022.12.04 00:41
Agabazar
Асанкассинче Роман Козлов урамĕ пур. Çав çынпа Михаил Козлов хушшинче мĕнле çыхăну курăнать?
Салантай // 3041.35.1041
2022.12.04 08:21
Аслашшесем пертаван пулна.
Agabazar // 1036.31.3378
2022.12.04 12:06
Agabazar
Роман Козлов та, иккĕмĕш сыпăкри тăванĕ пекех, прахвиссăра тухнă çын пулнă-ши?
А. Тарасов // 1357.74.1235
2022.12.04 12:17
Михаил Козловӑн пӗртӑван те шӑллӗччӗ, те тетӗшӗччӗ - халь лайӑх астумастӑп, аван пӗлеттӗм. Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑх ертӳҫиччӗ. Питӗ кӑмӑллӑ ҫынччӗ.Пӗрре ҫапла Ю.Иванов водитель, Сергей Мышев оператор картунра ҫӗр каҫрӑмӑр. Александр Алексейч ӑсатма пынӑ. Ҫурҫӗрчченех калаҫса, кӗрлесе лартӑмӑр. Ҫӗрлехи вӑрмана тухса чӗрчунсене ҫывӑрма памасӑр юрларӑмӑр. Питӗ хитре каҫ пулнӑччӗ. Уйрӑлас чух Козлов:"Арсений! Ҫур вӑрман сан!"-тет. Кайран ялан аса илсе кулаттӑмӑр. "Ну, хӑҫан килсе илсе каян хӑвӑн вӑрмана?"- тетчӗ. Лайӑх, пултаруллӑ, ӑслӑ ҫынччӗ. Ҫӗмӗрле вӑрманӗнче кедр йывӑҫҫине ӗрчетесшӗнчӗ вӑл питӗ.Вӑл кӑтартнӑ пирӗ хырпа кедра мӗнле уйӑрмаллине.
Станьял // 3337.30.0470
2022.12.04 13:24
Йӑмӑкӗ Вера Козлова Мишша пиччӗшӗ ҫинчен хӳхӗм кӗнеке кӑларчӗ. Ӑслӑ йӑх=ӑру!
Каллималлин // 3893.60.9028
2022.12.04 15:06
Тӗрӗс мар чӑнлавсем пур:йывӑр чире пула мар, ӑна ӗҫрен таврӑннӑ чух такамсем тапӑнса вӗлернӗ (Питӗр худинче)...
Ҫӗршыва "саландаевла" ҫырни ытла та кулӑшла...
салантай // 3041.35.1041
2022.12.04 16:01
Роман Козлов Пава уесенче совет власне сиреплетессишен пусне хуна .
Agabazar // 3700.50.5757
2022.12.05 16:03
Agabazar
Аслашшĕсем пĕртăван пулсан, виççĕмĕш сыпăкри тăван пулать. Иккĕмĕш сыпăк мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org