Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.04.18 16:50 | |
postscript тума ятарлă модуль кирлĕ те мар. Эпир, сăмахран, postscript принтера лартатпăр. ".ps" файл тăватпăр та (çав принтер çине пичетлесе, пичетне файла кăларатпăр) кайран Adobe Distiller программăна усă курса *.pdf хатĕрлетпĕр. | |
akram // 2407.60.8991
2008.04.18 18:54 | |
Ку тĕрĕсех. Виртуалла принтерсем тăвакн программăсем пур, ун урлă "PS" тума пулать. Анчах та вăл япалана ал айĕнче тытса тăмастăн-çке. InDesign-ра (мĕншĕнни паллă ĕнтĕ) пĕтĕмпех программи ăшĕнче вырнаçнă. Çитменнине чăваш раскладкипе пĕр кăлтăксăр ĕçлет | |
тусăмсем пĕлеççĕ // 4678.7.9602
2008.04.19 00:14 | |
OpenOffice усă курса çыр, кайран pdf'лат. унта веç пур.. OpenOffice'ра чăвашла орфографи тĕрĕслемелли хатĕр те пур... (Николай хатĕрленни) | |
Аçтахар Плотников // 1713.01.1412
2008.04.19 01:17 | |
OpenOffice вăл калăплав (верстка) программи мар-çке... :) | |
тусăмсем пĕлеççĕ // 4678.7.9602
2008.04.19 06:27 | |
çук. анчах унпа та верстать тума пырать... :)
сăмах май, ps pdf-латас тесен ps2pdf программа пур.. çапах вăл комманда йĕркипе çеç ĕçлет... графика тирĕ çук унăн. | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.04.19 15:09 | |
Графикăллă тир мĕн тума кирлĕ вара? Команда йĕрĕпе ĕçлеймест пулсан — вăт ку çитменлĕх. Ун пек программăсене усă курса час-часах тумалли ĕçе туса пыма йывăр. 100 файл пулсан та кашнине уçса хуп-ха... алă ывăнса çитĕ. Хушу йĕрки урлă вара батник çырнă та пулчĕ те. //пĕр-ик файл валли паллах графикăллă тир пулсан лайăхрах. | |
тусăмсем пĕлеççĕ // 4678.7.9602
2008.04.19 16:04 | |
тĕрĕс. Linuxra:
ps2pdf <сан ps файлу>.ps <pdf пулас файл ячĕ>.pdf | |
тусăмсем пĕлеççĕ // 3465.29.2205
2008.04.23 00:49 | |
Аçтахар Плотников // 2477.96.6157
2008.04.23 12:36 | |
Тĕп йывăрлăхĕ — мĕнле пакетпа ĕçлеме хăнăхнинче. Ак пирĕн Corel Ventura усă кураççĕ. Ку пакета çĕнетме пăрахнă ĕнтĕ (нумай çул 8-мĕш верси сутатчĕç, кайран 10-мĕшне кăларчĕç, анчах та малалла тăсас теме шутламаççĕ), анчах та пирĕн редакци ăна усă курма хăнăхнă та çавăнпа малалла та усă курать. Çĕнни çине куçма вăхăт та вăй та кирлĕ. Пирĕн пĕтĕм скрипта ун валли çырнă. InDesign (вăл пирĕн лицензилли пур пулсан та) çине куçас умĕн малтан унти йывăрлăхсемпе паллашса çитмелле.
Çавна май хăш-пĕр чухне пакечĕ темле лайăх пулсан та ун çине куçма май килмест :) |