Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӑван чӗлхе пӗлӗвӗ, чӑваш наци культури тата тепӗр ҫухату тӳсрӗ: чӑваш чӗлхин чи сумлӑ тӗпчевҫи, чылай словарьпе вӗренӳ хатӗрӗн авторӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентӳ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елизавета Федоровна Васильева пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Вӑл вӑтӑр ҫула яхӑн университет яш-кӗрӗмне пӗлӳ панӑ, вунӑ ҫул педуниверситет студенчӗсене чӑваш чӗлхин историне, тӗрӗк чӗлхисен танлаштаруллӑ грамматикине, авалхи тӗрӗк тата турккӑ чӗлхисене вӗрентнӗ.
Пулас чӗлхеҫӗ 1934 ҫулхи ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Элӗк районӗнчи Ярхуньушкӑнь ялӗнче чӗм илнӗ. Вӑрҫӑ кӗрленӗ вӑхӑтра ҫурма тӑлӑха юлнӑ хӗр пӗрчин ачалӑхран часах хӑпма тивнӗ. 1950 ҫулта Елизавета Васильева педагогика институчӗн чӑваш чӗлхипе литературин уйрӑмне вӗренме кӗнӗ.
Институт пӗтерсен Елизавета Фёдоровнӑна шкула вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме янӑ. Кун пирки вӗрентекенӗмӗр хӑй ҫапла аса илетчӗ: «Ман Нарспипе Сетнер ҫӗршывне – Пушкӑрт тӑрӑхне каяс килетчӗ, Самар енӗ те чуна туртатчӗ... Унта ямарӗҫ. Елчӗк районӗнчен килнӗ ҫутӗҫ инспекторӗ, хӑйсем патне илсе каяс тесе, тем тӗрлӗ те илӗртсе пӗтерчӗ: “Пирӗн патра – ешӗл вӑрман, ҫутӑ кӳлӗ. Пурӑнма условисем лайӑх“. Кайрӑм та: ни вӑрманӗ, ни кӳлли. Ял кулли: крахмал завочӗн лапра пӗви те ҫул хӗрринчи вӗтлӗх. Тепӗр ҫамрӑк учительницӑпа хваттере вырнаҫрӑмӑр, малтанласа тырӑ ларӗ ҫине вырӑн сарса ҫывӑрса пурӑнтӑмӑр. Эпӗ лутра та ҫинҫешке пулнӑ. Ял ҫамрӑкӗсем те: “Миҫемӗш класа каятӑн?” – тесе чӑнласах ыйтатчӗҫ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ те, 8-мӗш класс ертӳҫи пулса тӑтӑм: 27 ача, хӑшӗ-пӗри хамран та пысӑкрах...»
1959 ҫулта Елизавета Васильева – А.С. Канюкова доцент сӗннипе – пединститутри чӑваш чӗлхипе литература кафедринче аслӑ лаборантра ӗҫлеме пуҫлать. Кун пирки вӑл хӑй ҫапла каласа паратчӗ: «Питӗ пултаруллӑ та килӗшӳллӗ ҫынсемччӗ йӗри-тавра: М.Я. Сироткин, В.Г. Егоров, С.П. Горский профессорсем, И.П. Павлов, А.С. Канюкова тата И.И. Одюков доцентсем... Чӗлхе пӗлӗвӗ еннелле И.П. Павлов пӑрса ячӗ. Мана курсанах: “А-а, ҫӗнӗ вӑй килнӗ, кунтан ученӑй тӑватпӑр,” – терӗ. Кайран вара чӗлхе ыйтӑвӗсемпе кӑсӑклантарма тӑрӑшрӗ. Иван Павлович мана омонимсене тӗпчеме сӗнетчӗ. Эпӗ вара синонимсене суйласа илтӗм».
1967 ҫулта чӑваш чӗлхипе литература кафедри тин ҫеҫ уҫӑлнӑ университета куҫать. Кунта Елизавета Фёдоровнӑна лаборантра нумаях тытмаҫҫӗ: вӑл студентсене чӗлхе пӗлӗвӗ вӗрентме пуҫлать.
Ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать: чӗлхеҫӗ пӗтӗм хастарлӑхпа тӗпчев ӗҫне кӳлӗнет, урӑх хуласенче иртекен ӑслӑлӑх конференцийӗсене хутшӑнма тытӑнать, Алма-Атари Чӗлхе пӗлӗвӗн институтӗнче кандидат диссертацине хӳтӗлет.
Елчӗк шкулӗнче ӗҫленӗ ҫулсенче Елизавета Фёдоровнӑпа тутарсемпе туслӑ пулнӑ, ҫавна май тутар чӗлхипе кӑсӑкланса кайнӑ, тутарла вӗренсе юлнӑ. Чылай ҫул иртсен Габдулла Тукайпа Муса Джалиль чӗлхине Елизавета Фёдоровна студентсене вӗрентрӗ, вӗсене пулӑшмашкӑн «Тутар чӗлхи» (1988) тата «Сравнительная грамматика чувашского и татарского языков» (2009) ятлӑ вӗренӳ хатӗрӗсем кӑларса пачӗ. Ун хыҫҫӑн Хусанта «Сравнительная грамматика татарского и чувашского языков» (2010), «Тутарла-вырӑсла-чӑвашла калаҫу кӗнеки» (2012) кун ҫути курчӗҫ, вӗсен ҫум авторӗ каллех – Е.Ф. Васильева.
Акӑлчан чӗлхине вара Елизавета Фёдоровна пединститутра ӗҫленӗ тапхӑрта, «Леди Гамильтон» фильма пӑхнӑ чухне килӗштерсе пӑрахнӑ: геройсен калаҫӑвӗ хӑлхара ачашшӑн янӑранӑ. Вара вӑл тӳсеймен, каҫсерен ют чӗлхе вӗренекен студентсем патне икшер сехет кая-кая ларма пуҫланӑ. Кайран вара ӑна каҫхи уйрӑма приказпах вӗренме илнӗ, диплом та панӑ.
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (2.5-мӗш пункт)
ермакова надежда васильевна // 2538.9.2907
2022.10.25 17:44
Ĕçÿ-хĕлÿ умĕнче пуçа таятăп! Пĕлсе е пĕлмесĕр тунă çылăхусене Турă каçартăр. Чуну çÿлти патшалăха кайма юрăхлă пултăр. Канлĕ çывăр, ВĔРЕНТЕКЕНĔМ! Эпĕ САНА каçаратăп.
Cтаньял // 3014.08.7320
2022.10.25 22:14
Эпир пединститутра вёреннё чухне М.Я. Сироткин проф. кафедринче Елизавета Фелдоровна лаборанткӑра ёҫле пуҫлрё КИРЛЁ КЁНЕКЕСЕНЕ.ыйтичченрх тупса паратчё, хӑнӑху .ёҫёсене хӑш-хӑш статьяран вуласа пёлсен аванрах ирттерессе систеретчё. Вара Иван Павловичпа пёлсе тупӑшаттӑмӑр
Е.Ф. сисиччен кафедра машинкипе "Вутчуль" хаҫат пичетлеттёмёр. Тепёр кӑларӑм калӑпланӑ чухне Лисук аппа пире тытрӗ. Юрать пире Мих.Яковлевич хӳтёлерё. "Манран Денис Гордепе студент литкружок валли ыйтнӑччё,- терё...
Ҫӑтмахра пул, хаклӑ ҫыннӗм
2.5-мӗш пункт — темӑпа ҫыхӑнман комментарий. Ӑҫта унта Елизавета Федоровна Васильева пирки усал сăмах калани пирки?
1.9 пункт — тӗрӗслевҫӗ ӗҫне хаклани. Ку пункта та пӑсатӑн.
Ют темӑналла пӑрнӑшӑн сан комментарийӳсене хуратнӑ! «Комментари ҫырмалли йӗркене» тепӗр хут вуласа тухма сӗнетӗп! //хӑвӑн пата ҫыру ятӑм ӑнлантарса парса. Ку ҫитмест иккен, пурин умӗнче ӑнлантарса пама тивет…
Сăвви чуна тивет, епле ансат та тарăн каланă.