Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Цензура

Аçтахар Плотников19.04.2022 15:151024 хут пӑхнӑ

Ку статьяна тахҫанах ҫырма палӑртнӑччӗ. Кахала пула, тата ытти ӗҫсем хупӑрласа илнине пула паянхи кунччен те вӑл сайтра вырнаҫаймарӗ. Ҫавах та ҫак ӗҫе тӑсни сиенлӗ пуль. Палӑртнӑ ӗҫе тем тесен те тумаллах. Пӗр планласа хунӑ статьяна ҫырмаллах.

Мӗн-ха вӑл цензура?

Цензура мӗн иккенне тӗрлӗ энциклопедисене кӗрсе пӗлме пулать. Ытла инҫе каймӑпӑр, СССР вӑхӑтӗнче тухнӑ энциклопедине пӑхар. Цензурӑллӑ патшалӑхра ҫав япала пирки мӗн ҫырнӑ-ха? Цензура вӑл официаллӑ влаҫ органӗсем халӑха ҫитерес информацие тӗрӗслесе тӑни, ала витӗр кӑларни имӗш. Кӑна юрать, кун пирки вара юрамасть тени. Тӗллевӗ вара пӗр-пӗр шухӑша е идейӑна сарӑласран хупласа хуни.

Эп вара цензурӑна тепӗр май куратӑп. Ҫук, термин тӗлӗшӗнчен хирӗҫлеместӗп. Цензура вӑл чӑн та ун пек е кун пек пӗр-пӗр информацие сарассине хупласа хуниех. Ҫакна саккун урлӑ та (вӗсене маларах ятарласа йышӑнса) тӑваҫҫӗ, саккунсӑр та. Маншӑн вара цензурӑллӑ патшалӑх ӳпӗнме пуҫланӑ карап пек. Цензурӑна пула карапӑн пӗр енне кӑна тиеҫҫӗ те (тиевӗ вырӑнӗнче кунта ӗнтӗ информаци пулса тӑрать) вӑл вара ҫавна пула тӳрӗ тӑрас вырӑнне пӗр еннелле тайӑлать. Тайӑлать-тӑйӑлать те — ҫаврӑнса ӳкет. Ҫаврӑнса ӳкет те унччен малтан хупласа хунӑ информаци айне пулать. Тата тарасапа танлаштарма пулать, анчах ӳпӗннӗ карап кунта тӗрӗсрех ман шутпа, вӑл цензура мӗнпе вӗҫленнине кӑтартса парать.

Раҫҫейри цензура

Раҫҫей яланхи пекех хӑйне уйрӑм ҫулпа каятӑп тесе тесе палӑртасшӑн. Паянхи Раҫҫей. Ҫавна май пирӗн патшалӑхра цензура ҫук тесе калаҫҫӗ. Саккунӗсем пур, цензура паллисем пур, анчах хӑй цензури ҫук имӗш. Акӑ хамӑрӑн Конституцин 29-мӗш статйинех илер (чӑвашла варианта тупайманнипе хамӑн куҫарупа илсе кӑтартатӑп; калас пулать: куҫарма йывӑр пулчӗ, ҫавна май кӑлтӑксем те сахал мар пулчӗҫ пуль).

1. Кашнине шухӑшпа сӑмах тӗлӗшӗнчен ирӗклӗхе шантараҫҫӗ.

2. Социум, раса, наци е тӗн тӗлӗшӗнчен курайманлӑхпа хирӗҫӗве хускатма пултаракан пропагандӑна е агитацине ирӗк памаҫҫӗ. Социум, раса, наци, тӗн е чӗлхе тӗлӗшӗнчен чаплӑрах пулнине пропагандӑлама чараҫҫӗ.

3. Никама та хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне вӑйпа калаттарма е тунтарма (пӑрахӑҫтарма) юрамасть.

4. Саккун палӑртнӑ йӗрке тӑрӑх кашнин информацие ирӗклӗн шырама, илме, тивӗҫтерме тата сарма право пур. Патшалӑх вӑрттӑнлӑхне кӑтартакан сведенисен йышне федераци саккунӗпе палӑртаҫҫӗ.

5. Массӑллӑ информаци ирӗклӗхне шантараҫҫӗ. Цензурӑлама юрамасть.

Конституци пур пулин те, пирӗн патшалӑхра вӑл хут татки кӑна. Ҫак статьян 4 пунктнех илес. Информацие «ирӗклӗн шырама, илме, тивӗҫтерме тата сарма» право пур пулин те ҫакна йӑлт саккунпа килӗшӳллӗн кӑна тума пулать. Цензурӑлама юрамасть, анчах та саккунпа килӗшӳллӗ мар пулсан унашкал информацие сарма юрамасть. 29-мӗш статьяра 5 пункт, анчах влаҫрисем пӗтӗмӗшле 4-мӗш пунктпа кӑна ӗҫлеҫҫӗ пулас. Тем те калама юрать, анчах ҫав-ҫав саккун тӑрӑх сана 30 пинлӗ штраф тивет. Тархасшӑн, цензура ҫук! Анчах 30 пине тӳле!

Цензурӑна патшалӑх темиҫе майпа пурнӑҫлать. Пӗрремӗшӗнчен, хуҫа-пуҫлӑх енчен. Конституци тӑрӑх, калӑпӑр, редакци те журналистсем те ирӗклӗ. Хуҫи шухӑш-кӑмӑлне пӑхса тӑрса ӗҫлеме тивӗҫ мар. Анчах унашкалли час-часах тӗл пулать-и пирӗн? Ак, калӑпӑр патшалӑх тытса тӑракан хаҫат-журналсем. «Хуҫи», е тепӗр май, «патшалӑх» ыйтнинчен пач урӑхла ҫырса пӑх-ха — сана тӳрех алӑк енне кӑтартӗҫ. Саккун тӑрӑх вара юрамасть — кашни хӑйӗн шухӑшне ирӗклӗн калама пултарать-ҫке. Анчах саккунпа факт пирӗн патшалӑхра пӗр-пӗринчен ытла уйрӑммӑн ҫӳреҫҫӗ. Саккун чарать пулсан та пурнӑҫра вара ун пекки туллиех. Ку йӑлана кӗнӗ те ҫакӑ никама та тӗлӗнтермест. Пӗтӗм ыйтӑва хуҫа енне пӑхса татса пама хӑнӑхнине патшалӑх тытса тӑракан информаци хатӗрӗсемпе ҫеҫ ҫыхӑнтарма май ҫук. Ыттисенче те ҫавнашкалах. «Лента.ру», «Извести» кӑларӑмсенче тӗп редакторсене хуҫисем улӑштарнӑ хыҫҫӑн журналистсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех тухса кайнине илтнех пуль.

Иккӗмӗшӗнчен, цензура укҫа-тенкӗ енчен пурнӑҫланать. Кунта темле майсемпе те усӑ кураҫҫӗ. Пӗр-пӗр кӑларӑм ытла та вӑйлӑ аталанса кайнине туйса илсессӗн, сӑмах кунта, паллах, патшалӑха майлӑ мар ҫаптараканнисем пирки, ун тӗлӗшпе укҫа-тенкӗ енчен чарусем тума пуҫлаҫҫӗ. Тӗслӗх пек «Ҫумӑр» телекурава* илме пулать. Куракансен йышне самай ӳстерме ӗлкӗрчӗ кӑна, ун умӗнче тӳрех чӑрмавсем сиксе тухрӗҫ: кабель урлӑ сарма чарса хучӗҫ, реклама вырнаҫтаракансем ҫухалса пӗтрӗҫ... Цензура ҫук, анчах та пӗр-пӗр альтернативлӑ шухӑша саракан информаци хатӗрӗ аталанса кайса «патшалӑха» хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пуҫласанах ӑна ура хума пуҫлаҫҫӗ. Пысӑк штрафлӑ саккунсен йышӑнни те цензурӑна укҫа-тенкӗ енчен пурнӑҫланинех пӗлтерет.

Цензура тата ӗнтӗ саккунсем тӑрӑх пурнӑҫланать. Конституцин 29-мӗш статйине ӑнлантарса панинче ҫапла ҫырнӑ: Конституци информацие ирӗклӗ сарма май парать пулин те, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче йӗрке тӑвассинчен вӑл чармасть. Патшалӑхӑн, тепӗр май каласан, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене мӗнле йӗркелени ҫинчен, вӗсене мӗнле тытса тӑрасси пирки саккунсем йышӑнма право пур. Цензура ҫук, анчах саккунсем йышӑнса урӑхла шухӑшлакансемшӗн тӗрлӗ чарусем йӗркелеме май пур.

Тӑваттӑмӗш меслет — тӗрлӗ «ярлӑксем» ҫыпӑҫтарасси. Ку ӗҫ саккунсем шайӗнче те пырать, «пропагандӑланипе» те. «Ют ҫӗршыв агенчӗ», «экстремист», «террорист» тенисем пирӗн патшалӑхра хӑйсен тӗп ӑнлавне ҫухатса та ҫитерчӗҫ пуль. Хирӗҫ каласанах — тӳрех е «экстремист», е «террорист». «Ют ҫӗршыв агенчӗ» тени пирки каламастӑп та — вӑл хӑйне май пахалӑх палли те пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Орден пек. Малтан ҫак ярлӑка АПШ-ра Раҫҫейри RT телеканала унашкал ярлӑк ҫакнинчен пуҫланчӗ. Ӑнланмалла пек ӗнтӗ: ют ҫӗршыв укҫипе патшалӑхра информаци сарать, апла пулсан вӗсене мӗнле те пулин палӑртмалла. Пирӗннисем те ун хыҫҫӑн «Ирӗклӗ радио»*, «Идель.Реал»* йышшисене ҫавнашкал ярлӑк ҫакнинче ним япӑххине курмастӑп. Итлекенӗн, вулаканӑн ҫавах та пӗлмелле ӗнтӗ ун пирки. Анчах каярах ку питӗ килӗшрӗ пулас. Вара ҫак ярлӑка патшалӑха килӗшмен шухӑшлисем ҫине те ҫакма пуҫларӗҫ. Кама та пулин ют патшалӑхран пӗр пус куҫарса парсанах — пулчӗ сана «ют патшалӑх агенчӗ». Хӑйсен МИХӗсене вара ку тӗлӗшпе хӳтӗлерӗҫ! Ара, хуть те мӗнле информаци хатӗрне те вӗт-ха капла «ют ҫӗршыв агенчӗ» туса хума пулать! Ҫук ҫав, патшалӑх тытса тӑракан информаци хатӗрӗсене ют ҫӗршывран хуть те мӗн чухлӗ куҫарса пар, вӗсене ку саккун пырса тивмест. АПШ-ра чӑн та унашкал саккун пур, вӑл ют ҫӗршыв пропагандинчен сыхлама тивӗҫ. Пирӗннисем вара унашкаллипе ют ҫӗршыврисемпе мар, хамӑрӑн халӑхпа кӗрешеҫҫӗ.

Тӑватӑ меслет асӑнтӑм пулин те, анчах вӗсен шучӗ пӗтмест! Юлашки вӑхӑтра тепӗр меслет шыраса тупрӗҫ. Ҫапларах анекдот илтсессӗн мӗн каланӑ пулӑттӑр?

Пӗрре пӗри хӑйне майлисен йышне пӗлес тенӗ. Кам ӑна ӗненет, кам уншӑн вут-ҫулӑма та кӗме хатӗр. Ҫак ыйтупа вӑл пӗр ӑсчах патне пынӑ та лешӗнчен канаш ыйтнӑ.

— Йывӑр мар, — хуравланӑ лешӗ. — Ик хут иккӗ пиллӗк тесе пӗлтер те кам пиллӗк тет — вӑл сана майлӑ. Енчен те вӗсем тӗрӗссине пӗлсе те «пиллӗк» теҫҫӗ пулсан шанчӑклӑран та шанчӑклисем, сана ӗненеҫҫӗ.

Паянхи кун ҫакӑ пулса иртмест-и? Ятарлӑ операципе усӑ курса мӗн чухлӗ информаци кӑларӑмӗ хупса пӗтермерӗҫ пуль? Мӗн чухлӗ ҫынна штрафламарӗҫ пуль? Роскомнадзор кашни кун тенӗ пекех пӗр-пӗр сайта хуплать, эрнекунсерен «ют ҫӗршыв агенчӗсен» йышне ӳстерсе пырать. Пирӗн карап, информаци карапӗ, цензурӑна пула ытларах та ытларах пӗр еннелле тайӑлса пырать.

Малашлӑх

Украинӑри лару-тӑру мӗнпе вӗҫленессине калама йывӑр, анчах та цензура тӗлӗшпе Раҫҫейре япӑхланса та япӑхланса пырӗ. Ҫӑвара лекнӗ шӑмма йытӑ каялла парасшӑн мар, ҫавӑнпа «патшалӑх» та чарусене пӑрахӑҫламӗ. Хупӑннӑ кӑларӑмсем те уҫӑлмӗҫ. Ӗҫе чарса лартнисем те хӑйсен тӑхтавне вӑраха тӑсӗҫ.

Анчах ҫавах та, чӑнлӑха чарса лартнӑ пулин те, вӑл ниҫта та ҫухалман, ҫухалмасть те. Паян мар пулсан, ыран та пулин вӑл ҫиеле тухатех. Пропагандӑпа та яланах ӳсӗрӗлсе ҫӳреме май ҫук, урӑлу хӑҫан та пулин пырса килетех.

«Патшалӑх» хӑйӗн пропагандине малалла туса пырать пулин те ку ӗҫре вӑл йӑнӑшсем сахал мар тунине асӑрхама пулать. Акӑ, калӑпӑр «Пӗрремӗш канал»-та информаци кӑларӑмӗсем паянхи кун 80% ытла йышӑнаҫҫӗ! Анчах ҫав шутрах Телеграма хупман (пач урӑхла! унта ҫынсене хӑвалаҫҫӗ!). Youtube-а та паянхи куна ҫити хупмасӑр тӑраҫҫӗ. Хӑмсараҫҫӗ, паллах, хупассипе хӑратаҫҫӗ, анчах ӗҫлет-ҫке! «Ятарлӑ операци» теес вырӑнне урӑх сӑмахпа усӑ курнӑшӑн нумай МИХ-а хупкаларӗҫ, анчах чылайӑшӗ ытти ҫавах ӗҫлет. Айвансен пуҫӗсене минретнӗ тейӗпӗр, анчах вӗсем унччен те ӑспа палӑрман. Ҫавна май пропаганда тӗлӗшпе пысӑк ҫитӗнӳ тунине курмастӑп. Ҫын пуҫпа шухӑшлама пӗлмест пулсан ӑна хуть «ик хут иккӗ — пиллӗк» те, хуть «ик хут иккӗ — ҫиччӗ» те. «Ик хут иккӗ — пиллӗк» тенипех ӑсланса каймасть. Чӑн та цензурӑна вӑя кӗртес тесен вара ытти ҫӑлкуҫсене пач хупмалла. ВПН таврашӗсене хупламалла, кашни килӗнче «Пӗрремӗш канала» кунӗн-ҫӗрӗн пӑхма саккун кӑлармалла. Халь вара тӑрӑшни пур, анчах ӗҫӗ курӑнмасть. Тепӗр тесен ҫакӑ вӑл бюрократине сӑнлакан чи пысӑк уйрӑмлӑхӗ пулать те: ӗҫне тӑвас килет, анчах вӑл йӑлт шавланипех пӑчланса ларать.

Пире, «Чӑваш халӑх сайтне» илес пулсан, эпир информаци ирӗклӗхӗшӗн тӑратпӑр. Апла пулин те паянхи лару-тӑрӑва ҫавах шута илме тивет. Пирӗн тӗп тӗллев ҫавах та: чӑвашлӑха аталантарасси. Раҫҫейри чӑнлӑхшӑн кӗрешесси мар, хамӑр чӑваш халӑхӗн тӑван чӗлхине аталантарасси, хамӑр халӑх пирки каласа парасси, ун культурине ҫутатасси. Раҫҫейри лару-тӑру, паллах пире те пырса тивӗ. Пырса тивет те. Анчах май ҫитнӗ таран хамӑр тӗп тӗллевӗмӗре туса пырӑпӑр.

Хушса калани

Вӗҫӗнче ӑслӑ ҫынсем цензура пирки каланӑ сӑмахсене илсе кӑтартам:

  • Цензура вӑл аппендикс пекех: ахаль чухне усси ҫук, ытти чухне вара — хӑрушӑ. Морис Эдельман.
  • Цензура вӑл — общество хӑйне хӑй шанманнине кӑтартакан паллӑ. Маргарет Мид.
  • Цензурӑна пула каярахпа пӗтӗм кӗнекесене, никам вуламанскеррисемсӗр пуҫне, чарса хурасси патне ҫитетӗн. Б. Шоу.
  • Цензура вӑл — ҫуланнӑ ҫынна ача стейка кӑшлама пултарайманнипе сӑлтавласа ӑна та ҫиме чарнипе пӗрех. Марк Твен.
  • Ирӗклӗ пичет лайӑххи тата япӑххи пулать, ку тӗрӗс. Анчах чӑнлӑхӗ ҫапла: ирӗксӗр пичет япӑххи кӑна пулать. Альбер Камю;
  • Цензурӑна хӑйне илес пулсан вӑл ҫав териех усал япала теме те ҫук пуль. Анчах чи усалли кунта — цензурӑна пула ҫынра самоцензура ҫуралать. Милош Форман.
  • Ҫынсене эпир вӗсемпе калаҫса улӑштаратпӑр, цензура урлӑ мар. Шон Картер.

_____

* саккунпа килӗшӳллӗн ку МИХ «ют ҫӗршыв агенчӗ» пулнине пирӗн кӑтартмалла.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org