Agabazar // 1693.65.2013
2022.03.02 19:26 | |
Илле Иванов // 4037.6.9447
2022.03.03 23:26 | |
Тимĕр Акташа Валерий Туркай та, темле евраçийццă та ахалех тапăнаççĕ. 1)Пĕри темле канттурта хĕсметре пулнăран- тăр, тепри те, тен, сухаçă мар - шăпах салтакхун пулнăран-тăр, Акташа тыл ăçта пулнине ăнлантарасшăн. Хăйсем тыл мĕнне пĕлеççĕ-ши? Акă, Аттелĕхĕн Аслă вăрçине илер. Чăваш Ен те, Тюмень те, Хабаровск та, Магадан та тыл пулнă. Вăрçă пирĕн (Совет Пĕрлĕхĕн) лаптăкĕнче пынă чухне çеç мар, пирĕн çарсем чикĕрен тухса Анăç Европăра çапăçма çитсен те, эпир тыл пулсах юлнă. Çарсем Ниппон çĕршывĕпе Инçет Хĕвелтухăçне куçсан та, эпир тылах пулнă. Халь вара урăхла-им? Акташ тĕрĕсех çырать; 2)Çав темле канттурсем çак кунсенчи тискерлĕхе в... тесе калаттарасшăн мар иккен, тен, Акташа çавăнпа тапăнаççĕ. Хăйсен шучĕпе, в... пулмасан тыл та çук тесшĕн пуль. Анчах та ятарлă ирттерекен операцин те тыл пур. Çитменнине, кирек темле япалан та тыл пулма пултарать (тыльная сторона); 3)Хăш-пĕр шухăша хуратнăран, пурне те ăнланма йывăр, анчах Валерий Туркай Раççей вăл Тилĕрнĕ Перремĕш Петĕр, упăшкине вĕлерттерсе патшана ларнă Кĕтерне катемпи патша тата Путин кăна тенипе килĕшес килмест. Раççей вал айăпсăртан 17 çул тĕрмере ларнă Митта Ваçлейĕ те, вĕлернĕ (такам вĕлерттернĕ) Политковская, Немцов та | |
Валери Туркай // 3637.36.0652
2022.03.04 03:07 | |
Ай-уй, чӑтаймарӗ-тӳсеймерӗ, Илле Иванов та сассине пачӗ! Хӑйӗн юратнӑ кантурне те (аван тӳлеҫҫӗ, тем тесен те, ӑна унта), Аслӑ Петӗрпе Аслӑ Кӗтерне патшасене те, "такам вӗлерттернӗ" (еплерех "намек"!) Политковскаяпа Немцова та аса илчӗ...
Урра - Илле Иванов сассине пачӗ! Савӑн, Эрдоган! Савӑн, Зеленский!.. Валери Туркай, В.В.Путинӑн Шаннӑ ҫынни | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.04 06:45 | |
Аслă Атилĕх вăрçинче кунта тыл пулнă тенине тĕппипех тĕрĕс теме çук пуль. Шупашкара тăшманăн ярапланĕ килсе бомба пăрахнă вĕт. Çавна май çынсем те вилнĕ. | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.04 07:05 | |
Пĕрремĕш Петĕрпе Кĕтерне майра-патшана асăнни ак çак сăлтавсемпе çыхăнна пулмалла.
1)Малтанхийĕ Иван Мазепăна Полтава патĕнче çапса салатнă (1709) 2)Тепри (Иккĕмĕш Кĕтерне) «Запорожская Сечь» текен тытăма салатса янă, унăн юлашки утаманĕ 28 çул, суккăрланиччен, тыткăнра пурăннă. Вара ăна юлашкинчен, Пĕрремĕш Элексантăр, хĕрхенсе, ирĕке кăларнă. Запорожье казакĕсене майĕпен Кубань тăрăхне куçарса пынă. Вара çавсенчен Кубань казакĕсем пуçланса кайнă. Митта Ваçлейĕсем вара украинццăсене вырăна лартас енĕпе нимĕнле паттарла ĕçсем те туман. | |
Евразиец // 3753.90.6577
2022.03.04 09:06 | |
Илле Иванов, вы и Акташ - наивные чрезвычайно. Акташ еще называет себя этнополитологом, историком, жкрналистом, а пишет такие наивные и приметивные заметки-сплетни. И вы снова про тыл пишете наивное, аж смешно читать. | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.04 11:05 | |
Цитата: 8. Тылом называют семью, ближайших родных и т. п., которые оказывают кому-либо поддержку в трудный момент жизни.
Мĕне пĕлтерет-ха ку? Акă, Валери Туркайăн хĕрĕсем, кĕрÿшĕ, мăнукĕ пур. Вăт çав çынсем уншăн тыл пулса тăраççĕ. ТЫЛ — муж. зад, задняя сторона чего; | спина, хребет; | ника, ничка, изнанка; ·противоп. перед, лицо. Тыл строенья, деревни, зад, зады. Шкаф ставится тылом к стене. Я его с тылу, в тыл видел, а в лицо не знаю. Дать тыл или тылка, не устоять, бежать,… … Толковый словарь Даля | |
Автор // 3929.02.5852
2022.03.04 12:01 | |
Мана хӳтӗленӗшӗн, тавах, Илле! | |
Agabazar // 1724.26.0001
2022.03.04 12:10 | |
Ятарлă çар операцийĕ Эрдогана тĕп тăвас шутпа мар пырать. Кунашкал контекстра унăн ятне никам та асăнмасть.
Кунта каллех Валери Туркай пăравусран малта пыма тăрăшни сисĕнет. | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2022.03.04 13:06 | |
Тӑвансемӗр, пурте хӑвӑрӑн шухӑшӑрсене пӗлтертӗр пуль. Хирӗҫӳ таврашӗ пирӗн пурнӑҫра унсӑрӑн та туллиех. Ҫавна май комментарисене ку статья айӗнче хупатӑп.
Кашни ҫыннӑн хӑйне май шухӑшлама ирӗк пуррине шута илессе шанатӑп. Кашни тӗрлӗрен шухӑшлать пулин те пӗр-пӗринпе ҫакӑ туслӑ пурӑнма чармалла мар. Уйрӑмах паянхи вӑхӑтра. |
Унти халăх, тĕпрен илсен, тарса пĕтнĕ çак вăхăтра. Паллах, вырăнтах юлнисем те пур.