Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Адёр: Газӑн шӑрши ҫук – асӑрханӑр…

Николай Адёр14.02.2022 12:387941 хут пӑхнӑ

(фельетон – 2)

Вуласа тӗлӗнетӗп балаклава тӑхӑннӑ аноним эпӗ ҫырнӑ «Газ чӑвашла пӑсарлӑк-ши?» фельетона вӑрҫнинчен. Ҫапла вӑкӑр-мӑкӑрсем хӗрлӗ татӑк ҫине тапӑнаҫҫӗ… Ку та урнӑ йытӑ пек унтан-кунтан ҫыртасшӑн, чӗпӗтсе те пулин юн ӗмесшӗн. Ку чӑваш халӑх сайчӗ-ши тесе те иккӗлентӗм. Алӑ сулма та юратчӗ кармаҫӑвар ҫине (пӑхсах паллӑ!), анчах та каламаллах. Вара пӑрӑнмалла кунтан аяккарах.

Чӑваш ҫырувӗ филологсене кирлӗ мар, ҫырма темле те пулать. Вӑл пире, вулакансене, потребительсене кирлӗ. Кирек мӗнле тавара илекен хаклать, орфографинче - вулакан. Пире учёной-профессорсем тӑнлӑн пакӑлтатни мар, калаҫни-ҫырни, пурнӑҫа ҫӑмӑллатни, аталантарни, йӑха чӑмӑртани хаклӑ.

Эпӗ филолог мар. Ҫавӑнпа манӑн чӗлхен хӑш-пӗр кӑлтӑксене каҫарма та ыйтатӑп. Ҫыруллӑх енчен 6–7 мӗш классра алӑпа ҫырнӑ «Первые стихи» ят панӑ хулӑм тетрадь халӗ те упранать. Сӑвӑ-калавсем веҫех чӑвашла, ниҫта та пичетлеме яман. Астӑватӑп, писатель пуласшӑнчӗ. Художник, геолог, инженер пулма тем те туса пӑхнӑ! «Сельхозра» виҫӗ курс хыҫҫӑн пӑрахнӑ, стройтехникума хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ. Главнӑй инженер таранах ӗҫленӗ.

Ҫӗнӗ революци хыҫҫӑн малтисен ушкӑнӗнче кооператор, каярах предприниматель (хӑтланчӑк) пулса паянчченех ӗҫлетӗп. Ман ӗҫ стажӗ 55 ҫул, пенси 15 пин. Мӗн-мӗн тунине кӗскен каласан, ман пек лӑпланма пӗлмен хӑтланчӑксем сахал. Тем ҫитмест мана… Пурне те тунӑ пек: сӗтел-пукан фабрики хулара, «Кӑмажа» лавка, ялта ҫичӗ ҫурт, культура керменӗ, пӗчӗкрех чиркӳ, витесем, ҫулсем, водопровочӗ, пӗвесем, СССР музейӗ, ял музейӗ, утар, трактор-машини, ултӑ кӗнеке пуххи, ҫак шутра икӗ томлӑ пин страницӑллӑ ял историйӗ… Культурӑ ӗҫченӗсене, писатӗльсене пулӑшнӑ тапхӑрта «Хресчен сасси» хаҫатра (5.10.2004) «Янратӑр чӑваш чӗлхи» статья та пичетленнӗччӗ. Аса илнинче, мӗнре пиҫӗхни курӑнать.

Маншӑн йывӑр ӗҫ ҫук. Тӑшман умӗнче пуҫа тайман, никамран кивҫен ыйтман. Ку енӗ ман ӗҫе йывӑрлатать пулсан та хама эп ирӗклӗ туятӑп. Пурнӑҫ кӳпкенине кура ман тахҫанах-тахҫанах ӑшра хамӑн йӗрке ҫирӗпленнӗ, ҫакна пула кӗрешӳ ҫулӑмӗ нихҫан та сӳнмен, хирӗҫлевсене ҫӗнтернӗ. Мӗншӗн тесен хам енчи тӗрӗслӗхе туйнӑ! Туятӑп та.

Эпӗ вӗренсе, ӗҫлеме хӑнӑхса, ҫӗнтерсе пыни пӗтӗмпех вырӑс чӗлхипе калаҫса, ҫырса тунипе! Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.

Ман пӗтӗм вӑхӑт ҫулсерен патшалӑх куланайне, комунальщиксене пилӗк миллионшар тенкӗ тӳлеме каять. Какуй унта «синоним-омоним»!..

Орфографи киревсӗрлӗхӗсемпе кӗрешсе литераторсем ывӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене пулӑшма эпир, предприниматӗльсем юнашар тӑтӑмӑр. Акӑ пушкӑрт ҫыннин Леонид Андреев-Лесникӑн «Чӑваш чӗлхин грамматикине» вуласа пӑхӑр-ха (2020 ҫ., 276 стр.).

Ниепле те Николай Плотниковпа «кашни хӑйне эксперт теме пуҫларӗ» тенипе килӗшместӗп. Эпӗ хама эксперт вырӑнне хумастӑп - тӗрӗсмарлӑх чуна пусарать. Унпа кӗрешме пӗлӳ пухма тивет. Хӑтланчӑк-предпринимательсен ҫӗршер ӗҫ ыйтӑвӗсене тишкерсе сыхланма-ҫапӑҫма тивет ҫав…

Чӑвашла романсем, сӑвӑсем… Кам вӗсене вуласа пӗлӗте сикӗ-ши? Ҫыравҫӑсен, ялсем тӑрӑх ҫӳресе очерксем ҫырмалла, тӗрӗслӗхшӗн кӗрешмелле.

Эпӗ те, Николай Алексеевич пекех, тарӑхса тӗлӗннӗ Миллера Ӗҫ Геройӗн ятне панинчен. Ман шутпа, медальсене пуянсем илсе пӗтериччен Чутайри «Коминтерн» колхоз председатӗльне Альбина Борисовна Новиковӑна сразу икӗ Герой медальне ҫакса ямалла, а пӗрле ӗҫлекен хресченсене орденсемпе чысламалла!

Тӗлӗнтерчӗ мана Плотников юлташ «Адёр пире каялла таврӑнма чӗнсе каланипе». Ку пач тӗрӗс мар! Эпӗ «Чӑваш ҫыруллӑхне тури чӑвашсен пуплевӗсене, пӗрремӗш грамматикӑри янравлӑ хупӑ б, г, д, з, ж саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетессине» тепӗр хут, Пуцек-Григорович, Рожански 150 ҫул каяллах кӑтартнине аса илтеретӗп. Сӑмахран, Юхма Мишши хӑйӗн «Тӑван чӗлхене пулӑшмалла» кӗнекери вунӑ сӗнӳрен пӗрремӗшне ҫак сӗнӗве лартнӑ. Ҫавӑнпа та тавлашусене кӗскетме компьютер урлӑ «Google» программи евӗр, сӑмахсене ҫыртарни те пулӑшӗ. Тӗпчерччӗр ҫамрӑксем хупӑ саспаллисене мӗнле ҫырсан лайӑхраххине. Ман шутпа ачасене малтан чӑвашла калаҫма вӗрентмелле, кайран ҫырма-вулама. Атте-анне пек.

Аҫтахар Плотников та 1992–1994 ҫулсенче сӑмахсене уйӑрса ҫыртаракан реформӑна «халӑх шухӑшне хирӗҫ кайса пысӑк йӑнӑш тунине» ҫирӗплетни кӑмӑла хӑпартрӗ. 2015-мӗш ҫулта иртнӗ конференцинче те вӑл ултӑ-ҫичӗ пӑсӑксене палӑртрӗ, вӑл «орфографи йӗркевӗсем ҫыраканшӑн ҫеҫ мар, вулаканшӑн та меллӗ пулмалла», — терӗ ҫав кун. Чӑнах та, пӗр ҫын ҫырнине пин ҫын вуласа тарӑхать паян… Ҫак провокаци реформи паян та ешереть. Акӑ, февралӗн 10-мӗшӗнче каҫалапа телевизӑрпа «Чӑваш ен» канал ҫине куҫрӑм та, лекрӗм чӑваш чӗлхи урокне. Питӗ паллӑ, яка тӑхӑннӑ хӗрарӑмпа вӑй питти арҫын юнашар тӑрса пире куҫран пӑхса шутсене чӑвашларан вырӑсла вӗрентесшӗн. Хӗрарӑмӗ диктор сассипе васкамасӑр, присяга панӑ пек сассипе «вун пӗр-р-ре!», арҫынӗ ун хыҫҫӑн чиркӳри пачӑшкӑ сассипе «одиннадцать» тесе куҫарать. Экран айӗнчи титрӗ те пысӑк саспаллисемпе «вун пӗрре — одиннадцать» тесе ҫырнӑ. Ӗненмесен интернетра повторне пӑхӑр. Ҫырса пӑхӑр-ха цифрӑпа алӑ вӗҫҫӗн диктант йӗркипе ҫак илтӗннӗ икӗ сӑмаха… 101 пулать-ҫке. Каккуй кулма, макрас килет…

Неуштӑ ҫаксене республика пуҫлӑхӗ, министӑрсем курмаҫҫӗ? Тепӗр чух кунта Олег Алексеевич хӑй-та «репетитор» пулса тӑрӑшать. Кам-ши кунта ликбез шкулӗн профессорӗ?

Алексей Леонтьев пирки те тӗплӗнрех калама тивет эппин: чӑваш писателӗсен юлашки съезчӗ хыҫҫӑн ушкӑнпа фото ҫапӑннӑ чух, юнашар тӑнӑ вӑхӑтра вӑл ман енне пӑрӑнса ҫирӗппӗн чӑнах та «чӑваш чӗлхинче пӗр вырӑс сӑмахӗ те пулмалла мар!», — терӗ хӗтӗртнӗ пек. Эпӗ чӗнмерӗм. Такама тарӑхнипе-ши, хӑратассипе-те тен, вӑрттӑн шухӑшне уҫрӗ. Ку чӑн та, Плотников калашле, ухмахла сӗнӗве каламасан та юратчӗ пуль, анчах та 1992 ҫулта мартӑн 11-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн президиум заседанинче регламента пӑсса уйрӑм ҫыртармалли правилӑсене йышӑннинче унӑн айӑпӗ питӗ пысӑк. «Хыпара» ертсе пынӑ чухне те, хӑйӗн влаҫӗпе усӑ курса провокациллӗ статьясем пичетлесе депутатсене «ӑс пачӗ». Николай Алексеевич, чӑннипе пӗлес килсен, тархасшӑн, тӗл пулса калаҫӑр унпа куҫа-куҫӑн, интервью илӗр. «Чӑваш ен» ликбез пунктне те кӗрсе тухӑр ҫула май.

Тата вӑл ман ҫыру вӗҫӗнче пухӑннӑ хӑш-пӗр тӗслӗхсене «вӗсен хушшинче нимӗнле системӑ та ҫуккине» асӑрхаса темшӗн тапӑнчӗ мана. Кусем тӗрлӗ сӑлтавлӑ тӗслӗхсем, принципсене шырани вырӑнсӑр! «Шубашкар» пирки тахҫанах тавлашаҫҫӗ мансӑрах. «Вӑрмарпа Вӑрнар» вара нумай ҫынна, хӑшӗ хӑш енчине хӑлаҫланса шыраттарать. Эрне каялла Кӑнтӑр пасарӗнче пӗр хӗрарӑмпа калаҫнӑ чух «Эсир хӑш районтан?», - тесе ыйтсан, лешӗ «Урмартан» терӗ. Эпӗ ӑна тӳрлетес тесе «Вӑрмартан пуль», - терӗм. Вӑл хирӗҫ татса хучӗ: «Урмартан, «вӑрмар» не котируется!». Вӑт ҫапла. Кайса калаҫӑр-ха пӗре ҫак района халӑх хушшине диктофонпа… Республикӑна чӑвашла «ен» тени мӑшкӑл! Пирӗн «Трак ен, Сӗнтӗр ен, Кӑмаша ен…» пур. Вырӑссем пирӗн ене «Кумашкинский куст» теҫҫӗ тахҫанах…

Тата, Мигулай шӑллӑм, пӗлтерсемччӗ мана, мӗнпе Юрий Виноградов «ахаль халӑх ҫыннинчен, ман пек уйрӑм ҫынран инҫе каяйман»? Мана эсир ытла ҫӳлти сумлӑ профессор картинех ан хӑпартӑр-ха. Пирӗн ӗҫсем тӗрлӗ, ҫитӗнӳсем те расна. Эпӗ ӑна шалу тӳлеме хыснана куланай тӑкатӑп, а Виноградов юлташ, вӗреннӗ ҫын пулса, ялта шкул уҫнӑ-и? Халь вӗсем хупӑнсах пыраҫҫӗ.

Эпир ытла та тӳрккес халӑх мар, пирӗнтен ытла та ӑслисем, начальниксем, тӗслӗхрен, «коронавирус» теҫҫӗ вырӑсла, а нумай вӗреннӗ чӑвашсем ӑна, кӑкӑрӗсене хӑпартса «кӑшӑллӑ вирус» тесе мӑнаҫланаҫҫӗ. Мӗншӗн «вирус» сӑмаха куҫармаҫҫӗ тата? Каялла, вырӑслах пӗтӗштерсе, вуласа пӑхӑр-ха юриех, мӗн пулать. Тӳрех калатӑп - путлӗн, ӑнланмалла куҫараймастӑр! Ман шутпа ҫак сӑмаха ҫаплипех «коронавирус» темелле. Вӑт ҫак шайра пирӗн аталану, прогресс. Чӑкӑрташлӑхӗ те, тӳррӗн каласан. Тата халь ҫеҫ пуҫа кӗнӗ «стеклохолст» сӑмаха та чӑвашла куҫарма ан хӑтланӑр.

Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне. Ҫавӑнпа та унтан ютшӑнмалла мар, хутӑшмалла.

Акӑ тепӗр ҫӗнӗ вырӑсла сӑмах кунсерен вунӑ хут та илтӗнекен «дистанционка». Кӗскетсе чӑвашла каланине астумастӑп. Эх, пуҫа ҫӗмӗреҫҫӗ пуль тӗп тӗрӗс куҫарма Атнерпе Элекҫи! Ку сӑмаха та ҫаплах кӗртмелле.

Чӑваш чӗлхинче вырӑсран-нимӗҫрен-французран кӗнӗ сӑмахсемпе пирӗн те пӗр тан усӑ курмалла. Пӑсмасӑр, йӗрӗлмесӗр, чӑвашлантармасӑр, паллах чылайӗшне маҫаксем калама хӑнӑхнӑ пек те. Вӗсене те тӳрлетме юрать.

Маншӑн архиепископ вырӑс-и, украинец-и ҫавах. Википеди навозӗнче чакалансан, темле вторсырьё та тупӑнӗ. Пирӗнтен нихӑшӗ те Пуцек-Григоровичӑн метрикине куҫпа курман, тытса пӑхман. Ҫапах та вӑл чӑвашсене хисеплени паллӑ. Хамӑр та ҫаплах.

Юлашкинчен пӗр-икӗ сӑмах сайт ертӳҫине сунса, сӗнсе, ыйтса тата таккаса та: ӗретлӗ дискуссисем тума анонимсене ҫӑвархлас пулать, пуҫ ҫинчи шӑтӑклӑ хура хутаҫсене хывса, ячӗ-шывне палӑртас пулать. Унсӑрӑн ҫул ан пар вӗсене, хисеплӗ Николай Алексеевич. Анонимсем тӑшмансенчен те хӑрушӑрах. Agabazar анкетине уҫса пӑхӑр-ха, мӗнлерех чӑвашне. Ку чисти англосакс агенчӗ……

Тӗрӗссипе эсӗ пӗччен пӗтӗм чӑваш халӑх сайтне хӑв ҫине илме пултараймастӑн. Ку сайт пӗр Микулай Плотников сайчӗ. Мана вӑл пӑсӑлнӑ пек туйӑнать…

Ваттисем каланине итлесен ҫын пулӑн. Чысна ан ҫухат. Сывӑ пул!

 

Вырӑсла ӗҫлекен чӑваш хӑтланчӑкӗ, Ваттисен канашӗн — Халӑх Хуралӗн председателӗ Николай Адёр

Февраль 14, 2022 ҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Мĕтри Ванччă // 3952.72.2459
2022.02.14 17:56
Атьсем, эсир чипертерех калаçăр-ха, "иноагент-экстремист" тума ан васкăр-ха тÿрех Agabazar-тан... Чылай ăсла-тăнлă шухăш калать вĕт çынни. Орфографи пирки вара, камăн мĕнле çырас килет çапла çырăр хăвăр хушăра. Хаçат-журналта пичетленес тесен, тÿрлетĕç унта кирлех пулсан. Çитменнине, Agabazar çĕр хут та çырнăччĕ ĕнтĕ форумсенче, Петĕр Яккусен ертсе пынă официаллă комисси тавлашуллă сăмахсене пĕрле те, уйрăм та çырма ирĕк парать.
Ҫынӑм // 3126.29.4145
2022.02.14 18:52
«...чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне». Ҫакӑн пек сӑмахсем хыҫҫӑн эс чӑваш чӗлхин мӗнле пулмалли-пулмалла марри ҫинчен калаҫасшӑн-и? Чӑваш чӗлхин хӑйне евӗрлӗхе чарса лартса веҫ вырӑссем пек туса ырра ҫитерӗ тесе шутлатӑнах-и? Мӗн, сан сӗннӗ улшӑнусене кӗртнӗ хыҫҫӑн чӑвашла калаҫакансен, чӑвашла ҫырма, тӗрӗс ҫырма пӗлекенсен шучӗ пысӑкланӗ? Ҫук пуль.
<br>Вун пӗрре сана мӗнпе тӗкӗнчӗ? Пирӗн вуннӑ хыҫҫӑн ҫирӗм те, вӑтӑр та, хӗрӗх те, аллӑ та, утмӑл та, ҫитмӗл те пур. Сан шутӑмпа вӗсене уйрӑм ҫырнипе вун пӗр пек (43 — 403) пулса тухмасть-и?
<br>Хальхи тӗрӗс ҫырав йӗркисенче ҫитменлӗх пурах, анчах та вӗсем ик-виҫ-тӑват сӑмахсене пӗрле е уйрӑм ҫырнинче мар, янракан сасӑсене палӑртманнинче мар (ку вӑл, чӑннипе каласан, ҫырулӑх ыйтӑвӗ — тӗрӗс ҫыравӑн мар).
Ҫынӑм // 3126.29.4145
2022.02.14 18:56
Инттереслӗ, мӗншӗн пирӗн чарӑну палли лартас йӗркисем ҫинчен ҫавӑн пекех калаҫмаҫҫӗ? Унта та калаҫмалӑх самантсем пур вӗт.
Микула // 1077.37.9691
2022.02.14 19:00
Кам ӑҫталла. Юрататӑр кукӑртма.
Чӑвашсемшӗн чи пысӑк ыйту вӑл вырӑсланмалла е вырӑсланмалла мар. Тепӗр ыйту чӑваш чӗлхин шайне мӗнпе танлаштармалла. Вырӑсланас текеннисен шухӑшне вырӑсланас мар чӑвашсен итлемелле е итлемелле мар?
Микула // 1077.37.9691
2022.02.14 19:07
Диста́нция. Заимств. в Петровскую эпоху из польск. языка, где distancja лат. distantia «расстояние, промежуток», производного от прич. (distans, род. п. distantis) глагола distare «находиться на расстоянии».
Микула // 1077.37.9691
2022.02.14 19:15
Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне. Ҫавӑнпа та унтан ютшӑнмалла мар, хутӑшмалла.(Ваттисен канашӗн — Халӑх Хуралӗн председателӗ Николай Адёр)
Каллех, тавах кун пек сӑмахсемшӗн. Мӗн канашласа хуралани пирки уҫҫӑн каланишӗн.


Араçав // 3000.76.3861
2022.02.14 19:19
Леонтьев пирки: "1992 ҫулта мартӑн 11-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн президиум заседанинче регламента пӑсса уйрӑм ҫыртармалли правилӑсене йышӑннинче унӑн айӑпӗ питӗ пысӑк".
Леонтьев ун чухне депутат пулман, вăл ЧР Патшалăх Канашĕн 1994-1998 çулсенчи депутачĕ
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 12:05
Agabazar
Адёр: <<Ҫыруллӑх енчен 6–7 мӗш классра алӑпа ҫырнӑ «Первые стихи» ят панӑ хулӑм тетрадь халӗ те упранать>>

Адёр юлташ, эп хам 6-7 классенче вĕреннĕ чухне «Первые стихи» тенине

чăвашла куçарма та пĕлмен, каккуй ун пек çырма!

Туйса ил уйрăмлăха!!!



Эсир хăвăр чавса тăршшĕ чухнех вырăсланма пуçланă иккен.
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 12:14
Agabazar
Адёр: <<Темле ятлаҫсан та манпа, тепӗр хут калатӑп: чӑваш чӗлхи пиҫсе ҫитеймен-ха вырӑссен шайне.>>

Кунашкал «сÿпĕлтетекенĕн» чăн малтан хăй пирки шутлас пулать,

Каккуй унта статьясем çырса ларма! Эй, мăнтарăн чăваш!..



Чăваш вырăсран нимпе те катăк мар, чĕлхи те чăвашăн ытти нихăш чĕлхерен те катăк мар.

Енчен те Адёр ку тĕлĕшпе пăшăрханса çурет пулсан,

çакă вара унăн хăйĕн проблеми. Пиçсе çитнĕ çыннăн унашкал «проблемăсем» пулма пултараймаççĕ



Намăс паянхи кун та çакнашкал сÿпĕлтетекенсем пурришĕн!

Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 12:38
Agabazar
Адёр кунта шовинистсен нарративĕсене сĕтĕрсе килет. Эппин вăл хай те, — «чăваш» ятпа витĕннĕ пулин те, — çавнашкал шовинистах.

Чăваш чĕлхи вăл — чĕлхе! Унăн хăйне халлĕн нимле «кăлтăксем» те çук. Çавăн пекех унăн нимле хăйне уйрăм «хăватлăлăхĕсем» те çук.

Унăн хăватлăлăхне е кăлтăкне тăвакансем — эпир, чĕрĕ çынсем. Эпир хăватлă пулсан — чĕлхе те хăватлă, эпир кăлтăклă пулсан — чĕлхе те кăлтăклă.

Кам-ха вăл çав «эпир» текенни?

«Эпир» вăл — Микула, Пĕр хĕрарăм, Адёр, Атнер Хусанкай, Илле, Акапасар, Марук, Клементьев, Угаслов тата ыттисем.

Ăслăлăхра çавна чĕлхе усравçисем, вырăсла носители языка, акăлчанла нейтив теççĕ.

Чĕлхе управçисене çÿлелле çĕклес пулать, вара чĕлхепе те пурте йĕркеллĕ пулать.

Чĕлхе управçисене мăшкăлласа аялалла антарса лартсан — чĕлхе те аялалалла анать.

Чĕлхен çакнашкал майĕсене тишкерекен ăслава СОЦИОЛИНГВИСТИКА теççĕ. Çавăн пекех ПСИХОЛИНГВИСТИКА текенни те пур. Адёр, паллах, унашкал япаласем пирки илтмен те, тĕлленмен те.

Чăваш чĕлхине тарла-тарла вĕренес пулать. Пур тĕлте те тата ĕмĕр тăршшĕпех. Кунта «Адёр» йышши «атте-аннесем» ăс паркалани çителĕксĕр.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем