Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 13:00 | |
Agabazar // 1018.07.5151
2022.02.15 13:24 | |
Николай Михайлович Адёр, вăт эсĕр хăвăр усламçă, бизнесмен пулса ĕçлетĕр.
Хăвăр ĕçĕр-хĕлĕрте саккунсем çине таянатăр. Саккунсем килĕшмесен — вĕсене критиклетĕр, тиркетĕр. Çырасси-вуласси тĕлĕшпе те çавах вăл. Ку тĕлĕшпе «сакккунсем», чăнах та, пур. Йĕркевсем теççĕ вĕсене. Тиркессе тиркетĕр-ха та, анчах та алла тытса вуласа курнă-и вĕсене? Çук, эсир вĕсене алла тытса вуласа курман. Çын-çын урлă темĕн илтнĕ майăн çеç пуплетĕр. Питех те шел. Тупăр çав йĕркесене вара вуласа тухăр. Анчах та Селифан пек мар, Теплĕн, ăнланса, шута кайса вуласа тухăр. Вара çавăн хыççăн хуть те мĕн калама пултаратăр. Йĕркевсенче, ман шутпа, ним хăрушши те çук. Вĕсене тĕрĕс ăнлантарса памалла. Пĕтĕм проблема пекки те çавă çеç. Анчах та çав ăнлантарса паракансем тĕлĕшпе пире ăнман. Пурте Виноградов умне чĕркуçленсе ларнă та çавна çеç пуççапаççĕ. Чăннипе вара хальхи орфографи сăмахсене пĕрле çырма пачах та чармасть. «Чарать» текеннисем — суяççĕ. Йĕркевсенче çавăн пекех «çăлтăрпа палăртнă» текен сăмахсем пирки те ним те каламан. Ку вăл — 100% фантази. Навоз мар, навус темелле. Вторсырьё мар, чĕртавар темелле. | |
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.15 14:35 | |
"Газăн шăрши çук - асăрханăр..." тенĕ Адёр. Вырăсла "газăн" çук пулĕ, а чăвашла "пăсарлăк" питĕ шăршлă çав. Ав Agabazar чăвашла мĕнле чылай шăрăшлантарнă хăйĕн комментарийĕнче. "Навоз" - вырăсла шăршлă, а "навус" - чăвашла çавăн пекех шăршлă. А вот вырăсла "газăн" шăрши çук... Вот такое развлечение у нас во время застоя и экономической неразберихи. | |
Agabazar // 1817.14.7829
2022.02.15 15:46 | |
Адёр: Эпӗ вӗренсе, ӗҫлеме хӑнӑхса, ҫӗнтерсе пыни пӗтӗмпех вырӑс чӗлхипе калаҫса, ҫырса тунипе! Чӑвашла ҫырнинчен бизнесра ним усси те ҫук.Вара мĕн каласшăн кунпа? Вырăсла пĕлнипе мухтанасшăн-и? Е сирĕнсĕр пуçне тĕнчере вырăсла пĕлекен пĕр чăваш та çук тесшĕн-и? Анчах та эсĕр çакăнпа мухтанма хăтланни — кулăшла. Калăпăр, «Евразиец» текенни вырăсла пĕлменпе пĕрех. Анчах ун пекки чăваш хушшинче питĕ-питĕ-питĕ сайра. | |
Agabazar // 1817.14.7829
2022.02.15 16:20 | |
Адёр: пӗрремӗш грамматикӑри янравлӑ хупӑ б, г, д, з, ж саспаллисене вырӑна хурса тӳрлетессине» тепӗр хут, Пуцек-Григорович, Рожански 150 ҫул каяллах кӑтартнине аса илтеретӗп Ку япала асăннă саспаллисене çеç мар пырса тивет. Ку пырса тивет çавăн пекех ч, щ, х, ф, ц, ç саспаллисене те. Адёр каланă пек тума пулать-и? Пулать. Теори енчен илсе пăхсан, тейĕпĕр. Ăна фонетикăлла принцип теççĕ (калăпăр, хальхи белорус çырулăхĕ çавăн çинче никĕсленсе тăрать темелле: вĕсем, акă, стОлица пек çырмаççĕ, стАлица çыраççĕ). Анчах та вырăс çырулахĕнче фонетикăлла принцип мар. Чăваш çырулахĕнче те фонетикăлла принцип мар. Вырăс тата чăваш çырулахесенче — фонемăлла принцип. Калаççĕ горĂТ, анчах çыраççĕ горОД. Тата ытти те. Фонемăлла принципа урăхла «морфемăлла принцип» теме те пулать. Анчах мĕншĕн апла иккенне ăнлантарса памăп халлĕхе. Анчах ыйтакансем пулсан — ăнлантарса пама пулать. Фонетикăлла принцип патне таврăнасси вăл — ача вăййи мар. Ун пек тума пирĕн вăй та çитеес çук. Унăн плюсĕсем çеç мар, минусĕсем те пур. Ахаль пăс кăларнипе çеç ун патне пырса тухма çук. | |
Agabazar // 7201.2.6510
2022.02.15 21:40 | |
"Навоз" - вырăсла шăршлă, а "навус" - чăвашла çавăн пекех шăршлă. А вот вырăсла "газăн" шăрши çук..«Навус» килешмесен, «тислĕк» теме пултаран. Анчах хуть те мĕнле манипуляцилесен те вăл пур. Мĕн-ши вăл тата «вырăсла газ» текнни? Анчах та «газ», тислĕк пекех, Африкăра та газ. Газ шăршлă е шăршсăр пуласси вырăсла е чăвашла пулнинчен килмест. Мĕнлерех газсем пулни тата вĕсем мĕнле витĕм кÿме пултарни пирки Çĕнĕ Шупашкар çыннисенчен ыйтса пĕлĕр. Çав тери аван каласа парĕс вĕсем сире газ пирки! Хлор-и унта, йÿçамăш , азот, сĕрĕм тата ытти те. Сăмах май каласан, пирĕн пÿрте пăрăхсемпе килекен çутçанталăк газĕ пирки. Вăл — хутăш. Метан, пропан тата ытти те. Унăн, капла халлĕн, чăнах та шăрши çук теççĕ. Анчах та, эп пĕлнĕ тăрăх (йăнăш пулсан тÿрлетĕр), çав çутçанталăк газĕ çумне шăршлă газ хушаççĕ. Мĕншĕн-ха? Ăçта та пулин газ сăрхăнма пуçласан çавна этем туйса илтĕр тесе. Туйса илсен вара вăл распуй! кăшкăрать, çапла майпа вилĕмрен çăлăнса юлать. Шăрши çук пулсан — туймасть, газĕ малалла сăрхăнать та инкек патне илсе çитерет. Коррупционерсем, хыткукарланса, çав шăршлă компонента шеллеççĕ тит. Вара хайхи газ чăнах та шăршсăр пулать. Эп газ енĕпе технолог мар, анчах çапла калаçнисем ман хăлхана кĕнĕ. | |
Agabazar // 7201.2.6510
2022.02.15 22:06 | |
Халь газ тĕлĕшпе малалал çутта тухма пуçлар
<<Одоризация газа — это придание голубому топливу специфического запаха с помощью специальных компонентов для своевременного обнаружения возможных утечек.>> <<Одора́нт (от лат. odor «запах») — вещество, используемое в качестве примеси к газу для придания ему запаха, по большей части предупреждающего. В высоких концентрациях все одоранты ядовиты, но для придания запаха опасным, не имеющим запаха газам, одоранты добавляют в них в столь незначительных концентрациях, что не представляют угрозу здоровью. Например, порог ощущения запаха этантиола в воздухе для человека составляет менее 0,1 ppm. Наиболее часто используемые одоранты — серосодержащие органические соединения, обладающее резким неприятным запахом. В основном используют производные от меркаптанов и акролеина, смесей меркаптанов с сульфидами[1].>> (Вырăсла Википеди) Вăт çавăн пек!!! Эсир пур, темле «пăсарлăх» пирки сÿпĕлтететĕр.... Пирĕн мухтавлă усламçăсем çак япаласене те пĕлмеççĕ-ши вара? | |
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.16 10:26 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.2-мӗш пункт) | |
Сергей Пятаков // 3912.16.6046
2022.02.16 12:58 | |
Эх, ку орфографи ыйтӑвӗ! Эпир ҫӗнӗ орфографипе правилисемпе 30 ҫул пурӑнатпӑр ӗнтӗ. Пӗр вӑхӑт тавлашу тамалнӑччӗ-ха, анчах, шел те, Адёр пеккисем тавлашу вутне татах та татах краҫҫын сапса амалантараҫҫӗ. Учительсем пурте тенӗ пек лӑпланса ҫитнӗ. Ҫамрӑк ӑрушӑн пӑлханатпӑр пулсан, пӗлӗр: шкул ачисем ҫӗнетнӗ орфографи правилисене (вӗсем валли ҫӗнетнӗ мар!) ТАХҪАНАХ ӑша хывнӑ та хываҫҫӗ те. Адёр майлӑ айван ҫынсем вара халӗ те тавлашаҫҫӗ. Лӑпланма вӑхӑт, атьсемӗр!! | |
Евразиец // 3753.90.6577
2022.02.16 14:31 | |
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: комментари ҫырас йӗркене пӑсни (1.9-мӗш пункт) |
Ку «дистанционка» текенни халлĕхе вырăс чĕлхине те кĕреймен-ха. Калăпăр, юлашки вăхăтри пĕлтерĕшпе.
Академилле нимле сăмахсарта та (Ожегов, Ефремова) вăл çук. Интернетра пур ĕнтĕ.
Çапла вара унпа чĕлхе усравçисем пуррипе çукки çинчен шута каймасăрах усă кураççĕ.
Усравçăсем пур та — сăмах та сиксе тухнă. Усравçăсем пулмасан — сăмаххи те сиксе тухас çукчĕ.
Чăваш чĕлхи тĕлешпе те çавах вăл. Енчен те чăвашсем вырăсла çеç калаçса çуреççĕ пулсан, вĕсен çĕнĕ сăмахсем кăларас хуйхă çук.
Дистанционка, удалёнка тенисене «чăвашла» çавăрттарса калама пулать ĕнтĕ ăна. Анчах та калаканĕсем çук, авă, усравçă-управçасем çукрах, пурте вырăс чĕлхи енне çаврăннă. Çавă кăна. Урăх нимле «вăрттанлăх» те çук кунта.
Главный инженер те мар, главнăй инженер та мар, клавнăй инженер та мар. Тĕп инженер темелле.
Енчен те чăваш телекуравне тиркетер пулсан, хăвăр унта кайăр та пуçлăх пулса тăрăр.