Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Николай Адёр: Писательсен союзӗ хӑйӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмахпа усӑ курма тивӗҫлӗ-и?

Николай Адёр08.12.2021 17:523784 хут пӑхнӑ

Чӑваш писателӗсен Союзӑн президиумне,

Союз председатӗльне Ольга Куликовӑна

 

Хиспеплӗ Ольга Григорьевна!

Ӗнер, декабрӗн 4-мӗшӗнче писательсен Союзӗн съездне хутшӑнса курни-илтнипе ҫыратӑп ҫак ҫырӑва. Ҫырмаллах терӗм. Йӗркипе.

1. Съезд пуҫламӑшӗнче пулса-иртнӗ тавлашу-харкашу чӑтма ҫук киревсӗр. Хам курман пулсан ӗненместӗмччӗ те пуль. Ытла та нӗрсӗррӗн тыткаларӗҫ ҫамрӑкраххисем президиумра хушнӑ ӗҫе туса пыракан ватӑ ҫынна «сволӑчь, тух унтан, ват кӑркка, намӑссӑр…» сӑмахсемпе пӗтӗм халӑх умӗнче хаяррӑн тапӑнчӗҫ. Мӗнле чӑтрӗ-ши Кибеч юлташ? Ҫак «профессионаллӑ писательсен» калаҫма вӗренме паянхи вӑрӑ-хурах «сходкисенчен» тӗслӗх илни те пӑсӑк мар. Ав мӗнле культурнӑ калаҫаҫҫӗ вӗсем хӑйсен хушшинче!

Пулса иртнипе ҫырлахма юрамаҫ (ҫаплах ҫыратӑп), вӗсен сумлӑ ячӗсене пӑхмасӑрах президиум протоколӗнче ҫырсах асӑрхаттармалла, каҫару ыйттармалла. Килӗшмесен акт ҫырса суда памалла. Ҫӗнӗ шӑпӑрпа хӑвалас, тасатас пулать. Цыпленков телеоператор кино та кӑларма пултарӗ…

2. Писательсен союзӗн ятӗнче «профессионаллӑ» сӑмах икӗ ушкӑна пӗрлештернӗ хыҫҫӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗвне ҫухатрӗ, чӑннипех каласан, хирӗҫлет те. Сӑмахран, эпӗ хам нимле те ҫак статусра пулма пултараймастӑп, маншӑн вӑл ытла ҫуллӗ мачча! Хам ҫырма кӑмӑллатӑп, ҫыратӑп та ҫулсерен вуншар статья, ҫырусем. Ҫичӗ кӗнеке хатӗрлесе кӑлартӑм. Анчах та эпӗ хӑтланчӑк ҫеҫ… Сире пӗлме: «хӑтланчӑк» - вырӑсла пӗлтерӗшӗ «предприниматель».

Сисетӗп, ҫӗнӗ председатель те профессионаллӑ писатель мар. Ҫапах та, эпир ӑна шанса суйларӑмӑр.

Тепӗр енчен тата «профессионаллӑ» сӑмахпа художниксем, музыкантсем кӑкӑрӗсене ҫапса мухтаннине асӑрхаман.

Эпӗ кун ҫинчен иртнӗ съездра кӗскен каларӑм. Хирӗҫлекен пулмарӗ… Ҫапах та Раҫҫей Федераци союзӗн ертӳҫисемпе те канашласа илмелле. Вара пирӗн (сирӗн!) устава улӑштарнипе ҫыхӑнтарса ҫыравҫӑсен статусне халӑх патнерех антармалла. Чӑн-чӑн писательсем ҫакна ӑнланма тивӗҫ.

Енчен те ытла сумлисем кӳрӗнесрен вӗсен ӗҫне кура тата хӑйсем ыйтнипе ҫак приставкӑна вӗсен хушамачӗ ҫумне хушса ҫырма та пулӗ. Устава кӗртмесӗр, президиум йышӑнӑвӗпе.

Эпӗ вуласа панӑ Халӑх Хуралӗн сӑмаха та хирӗҫлекен пулмарӗ, алӑ ҫупрӗҫ. Пирӗн кар тӑрса ҫак ӗҫе пуҫӑнмаллах, вулакансене те явӑҫтармалла, халӑхран сӗнӳсем пухмалла. Кунта ытларах практиксем кирлӗ, учӗнӑйсене шаннипе ним те пулмасть.

 

Ӑнӑҫу сунса, Николай Адёр

5.12.2021 ҫ.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем