Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Васкакан вакка сикнӗ тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

: Чӑваш хӗрарӗмӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ

08.03.2008 12:094220 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах


Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ “Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ” (“Чувашское узорное ткачество”) кӗнекине халалланӑ. Вӑл – “Из опыта народных мастеров” серипе тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке – малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта “Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен”, “Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен”, “Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем”, “Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи” ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.

Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе _ вырӑсла та куҫарнӑ.

Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫлерӗ. Валентина Алексеевна халь аякка тухса ҫӳреймест, музей-хваттер вара 2 – 3 канса утаслӑхра ҫеҫ.

Ӑҫта кӑна тӑрӑшман-ши маттур чӑваш хӗрарӑмӗ хӑй пурнӑҫӗнче: ялти шкулта, тӗрлӗ хаҫатра, ача-пӑча радиокӑларӑмӗсен редакторӗнче, “Паха тӗрӗ” фабрика ӳнерҫинче, музей пуҫлӑхӗнче. Ҫав хушӑрах театр хуралҫи те, тӗпчев институчӗн тирпейҫи те пулса курнӑ – нимле ӗҫрен те ютшӑнман. Ҫӗршыв тата тӗнче шайӗнчи алӗҫ куравӗсен ҫӗнтерӳҫи те пулнӑ.

Эпӗ ун патне кайкаласах тӑратӑп. Николай Плотникова та, Игорь Алексеева та пӗрре мар ертсе кайнӑ. Валентина Алексеевна хӑй кӗнекине, тухсанах, ыр сӑмах ҫырса парнеленӗччӗ те мана, презентацирен юлас темерӗм. Уявра Минеевӑн ҫывӑх тусӗсем пулчӗҫ: ӳнерҫӗсем, алӑстисем, журналистсем. Чӑваш телевиденийӗ унта хатӗрленӗ репортажа нарӑсӑн 29-мӗшӗнчи ҫӗнӗ хыпарсен ярӑмӗнче кӑтартрӗ.

Петӗр Хусанкайӑн 19 - та чух хайланӑ сӑвви аса килет :

Пӗлетӗр-и пӑртакҫӑ эсӗр:
Мӗскер вӑл тӗп чӑваш тӗрри
?


Илемшӗн те ҫунать чӗре...

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем