Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Пуриншӗн те пӗр хӗвел.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: В. Сергеев юррисем мана тыткӑнларӗҫ

Аçтахар Плотников25.02.2008 12:365774 хут пӑхнӑ
Ҫӗнӗ 2008 ҫул мана В. Сергеев юрӑҫа уҫса пачӗ. Ун юррисем "Аксар" кӑларнӑ 25-мӗш mp3 пуххинче тупӑнчӗҫ. Эх, епле чуна канлӗх парать! Темле чаплӑ юрӑҫ мар пулин те (юрлама ятарлӑ вӗренмен пулас, хӑш-пӗр вырӑнта такӑнать те...) ҫапах чунтан юрлани ман чуна тыткӑнларӗ. Юррисене пӗр канмасӑр итлес килет, хӑш-пӗр юррисене итленӗ чух ташша та ярас килет — хӑш-пӗрисем темле консерватори те пӗтереҫҫӗ, ҫапах та апла чуна тыткӑнлама пултараймаҫҫӗ. Ак "Шӑнкрав курӑкӗ" янрать, Евруковӗ патӗнче те тӑмасть...
Пур ҫав Чӑвашра пултаруллӑ ҫынсем! Мухтав вӗсене!

Юррисене кунта тупма пулать:
http://music.chuvash.org/%d0%a1%d0% ... 5%d0%b5%d0%b2_%d0%92

Мана уйрӑмах "Ан кулян" юрринчи сӑмахсем килӗшрӗҫ:

Ан кулян, тӑванӑм, ан кулян!
Эпир пулнӑ, пур, тата пулатпӑр!
Пӑлхарсен пехилӗпе пурнатпӑр!
Ан кулян, тӑванӑм, ан кулян!
 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Victor // 2909.68.8036
2008.02.27 17:15
Victor
Mana vara kilĕšmerĕ - sonă šanssonĕ, fonokrammisem vilĕ.
2008.02.28 13:58
Аçтахар Плотников
>sonă šanssonĕ
Эс ăçта унта зона шансонне куртăн? Шансона эпĕ пушшех те кăмăлламастăп /вăрă-хурахсен пурнăçне хисеплесе юрлани мана килĕшмест, чун йышăнмасть/, анчах та кунта ун пеккине тем тесен те илтмерĕм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем