Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юрий Тарасов: Хамӑр Хаям

Юрий Тарасов10.03.2021 16:168056 хут пӑхнӑУлӑштар Кӑларса пӑрах

«Ҫӗнӗ Вӑхӑт» типографире Анатолий Кибечӗн «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…» кӗнеки пичетленсе тухрӗ.

Пӗлетпӗр ӗнтӗ, Кибеч шухӑш-туйӑма кӗскен каласах витӗмлӗн уҫса паракан автор пулнине. Ҫакна унӑн юррисемпе прозӑлла сӑввисем лайӑх кӑтартса параҫҫӗ. Ку хутӗнче вара автор ҫӗнӗ кӗнекине тӑват йӗркеллӗ сӑввисене кӗртнӗ. Пурӗ 300 яхӑн. Вӑл вунпилӗк сыпӑкран тӑрать, ачалӑхран пуҫласа паянхи кун сӑнарӗ таран.

Усӑ курма пӗлсен тӑватӑ йӗркепе те чылай калама пулать иккен. Акӑ малтанхи икӗ сӑвви:

Ҫуралнине эп астумастӑп,

Анне каланине манмастӑп:

«Ҫуралтӑн эс ҫу кунӗнче,

Ыраш ҫӗмелӗ кутӗнче».

Ун чухне колхозри йӗркесем ҫапларах пулнӑ. Хӗрарӑмӑн ача ҫуратма вӑхӑт ҫитсессӗн те ана ҫинчех ӗҫлеме тивнӗ. Ҫурлапа вырнӑ ҫӗрте ӗнтӗ.

Сӑпкари ачаран асли ҫук,

Пурнӑҫ пач урӑхла вӑл пур чух, —

Хушнине ҫийӗнчех тумалла,

Каччӑн халӗ атте пулмалла.

Чӑнах та, епле пултаруллӑ вӑл ҫав пӗчӗкҫӗ пепке, атте, анне, асанне, асатте, кукамай, кукаҫи ятсене шӑпах ҫавӑ парса тухать. Кур-ха, мӗнле хӑюллӑскер. Ҫапла пулмалла та. Ма тесессӗн, вӑл кунта киличченех хастарскер пулнӑ. Кам шухӑшланӑ-ха ҫын ҫапла ҫуралать тесе.

Сан вырӑна килес текен

Тӑрмашнӑ пинӗ-пинӗпе,

Эс вӑйлӑ пулнӑ вӗсенчен —

Вартан тухан ҫӗнтерӳпе!

Автор ҫынна эс вӑйлӑ тесе ӗнентересшӗн. «Чӑрмав кӳрекенни — хӑйне ҫителӗксӗр пӗлни», «ҫынна — ҫын ҫеҫ пултарӗ пулӑшма», — тесе ҫырать.

Пур Ҫутҫанталӑкпа Этемлӗх,

Ытти вӑйсем нимли те ҫук,

Ӑс-тӑн ҫитсен ҫакна пӗлмелӗх —

Тинех ҫын ирӗклӗ ун чух.

Кибеч ҫын ҫумӗнчи чи пысӑк уйрӑмлӑх — ун чунӗнче тет. Ӳт-пӗвӗнче мӗскер пурри вӑл виҫӗнет пӗр виҫепех. Никамӑн та пӗр шӑмӑ та ытлашши мар. Ҫынна хӑй пек — ун чунӗ тӑвать.

Сӳнме пӗлмен ӑшри вучах,

Хӑвпа пӗрле ҫуралнӑскер,

Малтанлӑха хӗлхем анчах,

Кайран — кӑвайт пулаканскер.

Ҫын пурнӑҫӗнчи чи лайӑх самант — ӳтпе чун килӗштерсе ӗҫлени. Ӳт сӳннӗ хыҫҫӑн чун та сӳнет. Вут хурса тӑракан ӳтсӗр юлнӑран ҫапла.

Калатӑп, пурнӑҫ урапи

Вараланса кусса пырать,

Тен, ҫавӑнпа-ҫке ҫын шӑпи

Тасалӑха чунра шырать.

Ӗҫ пирки ҫырнисем те самай ытарлӑ. Виҫ тӗслӗх кӑна илсе парам. Виҫҫӗшӗ те нумайлӑха асра юлакан сӑнарсемпе пуян.

Хӗвел вӑйне пӗр пӑнчӑна

Час пухнӑ евӗр линзӑна

Аса илтертӗр ӗҫ сана:

Лере ав ҫулӑм ҫутӑлать,

Кунта пуласлӑх ҫуралать.

* * *

Ҫын ӗҫӗ — ӑслӑ кӗнеке,

Пулать ӑна та вулама,

Курсан мелне, пахалӑхне

Ҫынни камне те ӑнланма.

* * *

Эп туслӑ пӗчӗк ӗҫпеле.

Тепре калас килет ҫакна:

Пит пысӑк ӗҫ те чӑннипе

Шӑп пӗчӗк ӗҫ ачи кӑна!

Автор шухӑшӗпе ачашӑн ашшӗ-амӑшӗ панӑ чи хаклӑ парне ылтӑн-кӗмӗл те мар, капмар ҫурт та мар, пач урӑххи — ӗҫченлӗх. Чи шанчӑкли шӑпах ҫавӑ. Ҫын хӑйне ӗҫре тупать.

Вулаканшӑн чи илӗртӳлли, паллах, илем пирки, хӗрарӑмпа арҫын, юрату, телей ҫинчен сӑнарласа ҫырнисем. Кӗнекен пысӑкрах пайне шӑпах ҫак ярӑмсем йышӑнаҫҫӗ.

Ҫын яланах илем енне туртӑнать, ҫак пахалӑх хӑй ҫумӗнче ытларах пултӑр тет. Кибеч калашле, ҫын пурнӑҫӗ икӗ йышши илемлӗх хушшинче иртсе пырать. Пӗрне ҫутҫанталӑк сапса парать, тепри — ҫын пултарулӑхӗ витӗр тухни.

Илем тӗнчин ҫӑлкуҫӗ паллӑ:

Пӗри вӑл ҫутҫанталӑкри йӗрке,

Тепри — ӗҫе юратнӑ алӑ, —

Тапса тӑраҫҫӗ ик ҫӑлкуҫ пӗрле.

Автор: «Илемлӗ хӑй мӗскер тӑвать-ши, мӗнех парать-ши ҫынсене?» — тесе ыйту лартать. Чи ҫӳллӗ шайра тӑракан илем ҫынра, уйрӑмах, хӗрарӑм ҫумӗнче пулнине шута илсе, ҫапла хуравлать:

Тавах хӗрарӑм илемне!

Самай хавшанӑ чӗрене

Хастартарах тапма хистет,

Ӑна курсан — пур(ӑ)нас килет.

* * *

Пӗлет-ши хӑйне ҫав хӗрарӑм

Тӗнчешӗн мӗнле хаклине —

Пӗриншӗн пулсассӑн та арӑм,

Илемӗ — кашниншӗн парне.

Кибеч пичче чӑвашсем хушшинче хӗрарӑмсем хастартарах тенине те вуланӑччӗ. Ку хутӗнче те чӑваш хӗрарӑмӗн илемне мухтаса ҫырнӑ сӑвӑсем чылай.

Чӑваш пики хастар вӑл пулнӑ,

Ҫук, хупламан питне-куҫне,

Тӗнче ҫине те уҫҫӑн пӑхнӑ,

Усмасӑр кӗмӗллӗ пуҫне.

* * *

Тӗнче пики камне пӗлес тесе

Лараҫҫӗ арҫынсем пуҫне ватса.

Чӑваш пики тухсассӑн ҫӗнтерсе

Тинех ак ячӗҫ уҫҫӑн сывласа.

Ҫамрӑксене асӑрхаттарса каланине шута илни те ытлашши мар пуль тетӗп. Манӑн уйрӑмах хальхи чиперккесене ҫак йӗркесем пирки лайӑхрах шухӑшласа пӑхма сӗнес килет.

Туйӑмсӑрах чуп тумашкӑн,

Шыв ӗҫмелли курка мар эп.

Ална ирӗке ямашкӑн,

Ҫул хӗрринчи чечек мар эп.

* * *

Мӗншӗн шухӑ тыткаларӑн эс хӑвна?

Пит хӗрхентӗн маншӑн ырӑ кӑмӑлна.

Куртӑн пулӗ йӗплӗ роза мӗнлине,

Юратусӑр эпӗ санӑн маррине?

Хитре сӑн-пит вӑл — атте-анне парни; анчах хитрепех илемлӗ ҫын пулаймӑн. Ӑшра ыр кӑмӑллӑх тапса тӑни, чӗлхе-ҫӑвар ҫыпӑҫулли кирлӗ.

Пӗлетпӗр лайӑх сӑрланма, пите-куҫа илемлетме,

Тухсассӑн халӑх хушшине чипер ҫын евӗр ҫӳреме.

Калаҫнӑ чух, тишкернӗ чух пире пит тимлӗн итлӗҫ-ши?

Ӑс-тӑнӑмӑр пит ҫивӗч маршӑн айван тесе хӗрхенмӗҫ-ши?

 

Халӗ вара сӑмах арҫын пирки. Шухӑшлавпа психологи тӗлӗшӗнчен урӑхла ҫын мар-и-ха? Туйӑм тӗлӗшӗнчен те ӑрасна ҫын. Хӗрарӑм ҫумӗнче ҫитӗнсе ҫитнӗ ача пек кӑна тыткалать. Хӑйне пӑхнине юратать.

Арҫын манмасть ачалӑха,

Ярасшӑн мар унтан хӑйне.

Эс уншӑн арӑм каҫлӑха,

Ирпе тӑрсан каллех анне.

Арҫын сӳнсе пыракан вулкан пулсан та ун куҫӗ ялан выҫӑ, япшар сӑн-питлине курсан, «автан пекех тытать хӑйне, туймасӑр шӑл витменнине».

Кибеч калемӗ ялан хӑюллӑ. Мӗншӗн тетӗр-и? Пурнӑҫри тӗрӗслӗхе асӑрхама пӗлнӗрен. Вӑл тепӗр чух самай чӑрсӑр ҫырнӑ пек те туйӑнать. Мӗн калӑн, сӑвӑҫӑн ирӗклӗхне чараймӑн. Ҫавӑнпа та Кибеч ӗнтӗ вӑл.

Чӑтӑмран, сисӗмрен пит пуян-ҫке хӗрарӑм,

Ҫакна эп хам куҫпа пӗрре мар асӑрхарӑм, —

Мӗнле туйӑм хуплать савӑшу хӗрӗвне!

Айне чӗрӗп хурсан та сисмест чикнине.

Ҫак йӗркесене епле-ха манӑн! Иван Алексеев ӑстаҫӑ вара чӗрӗпне те ӳкерсе панӑ. Сӑвӑсене сӑнарласа панӑ ӳкерчӗксем ҫӗртен те ытла. Тӗслӗх вырӑнне пӗрне кӑна илсе парам.

Пӗлетӗп, эсӗ — Клеопатра,

Сахал ҫимен арҫын пуҫне.

Мана, тархасшӑн, ан хӑрат-ха,

Хакла ҫак каҫӑн канӑҫне.

Хӑй юратӑвӗ пирки вара автор ҫапла ҫырать:

Ман юрату — тасалӑх, ман юрату — яваплӑх.

«Юрататӑп» тенипех ҫырлахас темен,

Ӑс-тӑнӑмпа ик аллӑм пулнӑ чух ӗҫчен

Тӑваясчӗ тенӗ чун савнишӗн ырлӑх-пурлӑх.

* * *

Хам юрату ҫине пӑхсан

арбуз ҫини аса килет.

Варри енчи ун ҫемҫерех те пылакрах,

Хуппи патне ҫывхарнӑҫем

пахалӑх иксӗлет.

Ан васкӑр, тӑвансемӗр,

ҫав еннелле часах.

* * *

Эс кай кунтан! Ҫӳрен ыраттарса чуна.

Эп тантӑш мар, сана юраттарма.

Кайсан — ытла инҫе ан тыт ҫулна,

Каллех пуҫлать-ҫке куҫӑм шырама.

Ҫынна ялан темскер ҫитмест. Чылайӑшӗ хӑйне телейсӗр пек туять, теприн пурнӑҫне ӑмсанать. Темшӗн-ҫке телей хуҫи хӑй пулнине ӑнланмасть.

Хӑйне телейсӗр теекен

Нихҫан пулаймӗ телейли.

Тӗрӗссипе вара, виҫсен,

Сӑлтавӗ ҫук кӳренмелли.

* * *

Телей килмест ҫын йӑвинчен,

Килет мӗнле пурӑннинчен.

Телейсӗр ҫын Мускав тулли,

Пуян пулсассӑн та хули.

Телей ҫинчен ҫырнӑ ярӑма Кибеч ҫак сӑвӑпа вӗҫлет.

Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух

Юрлама, ташлама пит аван,

Пурнӑҫ ҫулӗ чӑнах такӑр чух

Туссене тав тума эс ан ман.

Кӗнекен юлашки пайӗ — автор хӑй пирки ҫырнӑ сӑвӑсем. Мухтанас йӑла пачах та сисӗнмест. Тепри ун вырӑнӗнче пулсан эпӗ ҫавна, ҫавна турӑм тесе пӗлтермелле пек. Ҫук, асӑрхамарӑм.

А. Кибеч ҫыравҫӑ тата ӑсчах кӑна мар, халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем чылай тунӑ ҫын. Л.И. Филиппова ҫырнӑ «Анатолий Кибеч: Душа и Разум» кӗнекене вуланӑ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ. Вӑл нумай ҫул хушши Чӑваш наци конгресӗн Ваттисен Канашне ертсе пынӑ, 1990-94 ҫулсенче Шупашкар хула Канашӗн депутачӗ чух культурӑпа вӗрентӳ комисси пуҫлӑхӗ пулнӑ, хулари шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентес ӗҫе пуҫарса, сарса пынӑ. «Шупашкар» хаҫат кӑларассине йӗркеленӗ, хулан хӑй оркестрӗ, хорӗ янӑрама тытӑннӑ. Халӗ хулари чарӑну паллисене троллейбусра чӑвашла пӗлтерни нимех те мар пек. Ҫакӑ та Анатолий Ильич ҫине тӑнипе пуҫланнӑ. Вӑл тунӑ ӗҫсене каласа та пӗтереймӗн. Ку ҫеҫ те мар-ха, 2004-мӗш ҫулта ӑна Раҫҫейри халӑхсен Ассамблейӗн Ваттисен Канашӗн сопредседательне суйлаҫҫӗ. 20 ҫул хушши «Канашсем» ентешлӗхе ертсе пынӑ.

Хӑй пирки вара ҫапла ҫырать:

Мӗн чухлӗ йӑнӑшпа айванлӑх

Пулман пуль манӑн пурнӑҫра,

Алхастарни чарусӑр яшлӑх

Ас илтерет ҫав ватлӑхра.

* * *

Манра ҫук ӑмсану, манра ҫук кӗвӗҫӳ,

Эп кӳртмерӗм ӑша тавӑру туйӑмне.

Ҫавӑнпа ман ҫумма ҫулӑхмасть хӗвӗшӳ, —

Кӑштах хывнӑ пулас ваттисен тӑхӑмне.

* * *

Мӗн кирлине пурне те хурӑр,

Паян та эпӗ туртара,

Урхалӑхне ҫеҫ тӗрӗс ҫыхӑр,

Сӳсмен ан тивтӗр кӑкӑра.

* * *

Ҫич ют манпа калаҫнӑ чух чӑваш ӑсне курать пуль терӗм,

Ман юррӑма итленӗ чух чӑваш чунне туять пуль терӗм.

Ытти ҫӗрте ҫӳренӗ чух пиртен кашни пӗр пӗчӗк тӗкӗр, —

Таса тытар! Шӑна-пӑван каяшӗ те нихҫан ан лектӗр.

* * *

Тилӗ хыҫҫӑн кайнӑ пулсан, тен, ҫу хыпнӑ пулӑттӑм,

Упа хыҫҫӑн ҫула тухсан, тен, пылне тутанӑттӑм.

Чим-ха терӗм, васкамарӑм, сукмак хывма шутларӑм, —

Ыррине пит кураймарӑм, анчах чыса сутмарӑм!

* * *

Эп кайсан кӑштах асилӗҫ, —

Пурччӗ ун пек ҫын тесе.

Каярах манса та кайӗҫ, —

Самани пырать хӗссе.

Кибеч кунта та хальхи самана йӗркине тӗрӗс кӑтартса ҫырать. Часах манатпӑр вӗт-ха. Мӗн тери паха, пултаруллӑ сӑвӑҫсем, юрӑҫсем, композиторсем пурччӗ, сайра кӑна аса илетпӗр. Вӑхӑчӗ ҫапларах-ши?

Кӗскен тишкерсе тухнӑ кӗнеке вулакансене асӑрхаттарса ҫырнипе вӗҫленет.

Сӑмах паха шӑпах хӑй вӑхӑтӗнче,

Кая юлнин хевти пырать чакса.

Тепри, тен, калӗ аллине ҫапса:

«Ма маларах эп вуламан-ши Кибече?»

Эпӗ Анатолий Кибечӗн кӗнекисене чылайӑшне вуланӑ. Ячӗсем те илӗртӳллӗ: «Юратусӑр телей ҫук», «Чӗлхесӗр пике», «Шартлама», «Пурнӑҫ кӗнеки», «Юлашки ҫыру», «Кашни ҫын вӑл — хӑй тӗнче». Халӗ вара «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…». Ӑна пирӗн паллӑ сӑвӑҫ Юрий Сементер редакциленӗ. Хыҫсӑмах та ҫырнӑ. Унта вӑл Кибечӗн сӑвӑҫ ӑсталӑхне пысӑк хак парса ҫапла калать: «Ҫак кӗнекери кӗске сӑвӑсенче халӑх писательне канӑҫ паман пысӑк та тарӑн шухӑшсене куртӑм. Вӗсем мана ҫеҫ мар, кашни чӑваша савӑнтарӗҫ, ырӑ хавхалану парнелӗҫ».

Хам енчен вара ҫакна калам. Вуларӑм та чӑваш хушшинче те ҫакӑн пек сӑвӑҫ пурришӗн савӑнтӑм. Мӗнле танлаштарусем, мӗнле сӑнарлӑх! Чӑвашсен паллӑ сӑвӑҫи Г. Ефимов Кибечӗн прозӑлла сӑввисене вуланӑ хыҫҫӑн: «Пирӗн хамӑр Тагор пур» — тенӗ. Халӗ вара «Телей алӑ ҫупса тӑнӑ чух…» кӗнеке тухнӑ хыҫҫӑн, пирӗн хамӑр Хаям пур тесе ҫирӗплетсе калас килет. Сӑвӑҫ ӑсталӑхӗ ҫеҫ мар, тата тепӗр япала та тӗлӗнтерет. Пирӗн Кибечшӗн нимле ватлӑх та ҫук иккен, пултарулӑхра паян та ҫап-ҫамрӑк. Малашне те ҫаплах пултӑрччӗ.

Бибколлектор лавккисенче туянма пулать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Вулакан // 3135.63.5975
2021.03.14 16:55
Сӑвӑҫӑн рецензи мар, сӑвӑ ҫырмалла!
Евразиец // 1977.69.9930
2021.03.14 19:39
"Халăх поэчĕ Тургай рецензи парасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр". Чăтăмсăр япала вăл питĕ хăрушă пулма пултарать... А хăй Тургай калашла "сурас килсен"... тата хăрушлăрах "сысас килсен"... Чăтăмсăррисем нумай-ши вара?
Вулакан // 3135.63.5975
2021.03.15 10:01
Варыка. Çын шухăшне кĕтсе ан лар, вула та килĕшнĕ йĕркесене çырса ил, вĕренме тăрăш,пуçна ĕçлеттер!
Agabazar // 4227.95.5826
2021.03.15 19:59
Agabazar
Хампур // 3293.84.3391
2021-03-12 00:52
Юрий Тарасов Кибечӑн ҫӗнӗ псивдонимӗ-? Цитата вĕçĕ.

Ман шухăш: Юрий Тарасов — Валери Туркайăн пĕрремĕш спонсорĕ.
Халāх поэчē пулайманни // 8974.8.6595
2021.03.16 11:06
Акапасар, эсē Юрий Тарасова Арсений Тарасовпа арпаштаратāн пуль.Вāл пулнā Туркайāн пēремēш спонсор.
Agabazar // 4227.95.5826
2021.03.17 12:22
Agabazar
Арсений Тарасов еплерех спонсор пулма пултарнă? Унăн мĕн пур? Нехтă скважынĕ? Е вăл «Элара» хуçи-и?
Халāх поэчē пулайманни // 4032.67.5308
2021.03.24 21:16
А. Тарасовāн телевидени пулнā. Телевидени вāл сан нехту кāна мар, Агабазар.
Базиль Кириллов // 1328.99.7921
2021.06.09 08:04
Хăвна Хаям теме мĕнле хăян, Кипеч?
Agabazar // 1604.03.3355
2021.06.09 21:26
Agabazar
Вара вăл намăс сăмах-им?

А. Тарасов телевидени хуçи тени те кулăшла. Калăн, пĕр-пĕр Березовский е Гусинский....
Евразиец // 1977.69.9930
2021.06.15 10:36
Омар Хайям в переводе на чувашский Хамăр Хаям, да? Хайям = Хаям? Очень интересно. Кто объяснит? Заранее благодарен.

Страницӑсем: [1], 2

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем