Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче). Тӳре. Тӳре-шара. Тӳре-шара килсе капланчӗ… Тӳре вӑл судьяна пӗлтерет, тетпӗр хӑш чухне. Унӑн чӑн пӗлтерӗшӗ ҫапла: Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчи ку сӑмах Чингизида, урӑхла каласан, Чингиз-хан йӑхӗнчен тухнӑ ҫын тенине пӗлтернӗ. Ылтӑн Орда вӑхӑтӗнчен паянхи куна ҫити пурӑнса сӑмах хӑйӗн авалхи пӗлтерӗшне ҫухатнӑ. Анчах ҫеҫенхирсенче пурӑнакан чылай халӑх чӗлхинче тӳре (тюра) халь те авалхи пӗлтерӗшне упрать. Казахстанра пурӑнакан вырӑс писателӗ Алексей Брагин хӑйӗн «Деды и прадеды» повеҫӗнче ӑна ҫав авалхи пӗлтерӗшӗпех анлӑн усӑ курать. Хушса калани. Ку сӑмаха тӗрӗслемесен те юрӗччӗ те, анчах ҫавах хамӑр та кӑшт тишкерсе тухар-ха. Чӑн та, тӳре «судья»-на пӗлтерет. «Тӳре-шара» — пӗтӗм чиновниксене палӑртмалли мӑшӑр сӑмах. Егоровӑн этимологи словарӗ те ҫакна ҫирӗплетет:
Кунтах эпир тата тепӗр япалана ӑнланма пултаратпӑр: «тӳре-шара» мӑшӑр сӑмахри иккӗмӗш сӑмахӗ ӑҫтан тухнине — вӑл, иккен, «шариат»-па ҫыхӑннӑ (Ашмарин словарӗнче «тӳре-шехер» вариант пур). Шариат вара саккуна, пӗр-пӗр йӗркене пӗлтерет. Асӑрхӑр, тутарсем чылай чухне чӑваш халӑхӗ пӑлхарсемпе ним енчен те ҫыхӑнман, вӗсем ислам тӗнӗпе пач ҫыхӑнман тесе ӗнентерме тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах та пирӗн чӗлхе пӗтӗмпех упрать, ҫав шутра пирӗн историнче ислам йӗр хӑварнине те. Чӑн та, «чиновника» тӳре-шара тесе куҫарма чылай чухне питӗ мелсӗр — ку мӑшӑр сӑмах тем тесен те пӗтӗмлетсе пуҫтараканскер-ҫке. Сӑмах епле пулса кайнине шӗкӗлченӗ хыҫҫӑн чиновниксене ним мар «шараҫӑ» теме пулать :). «Шар» тени инкеке пӗлтерет пулин те ку те термина ытлашши пӑрса ямасть — шарне вӗсем сахал мар кӑтартаҫҫӗ. Усси те пур ӗнтӗ, суя сӑмах сармӑпӑр. Сӑмах май, «шар»-па «шариат» пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман пулас. Иккӗшӗн тымарӗ те арап чӗлхинче ӗнтӗ, анчах ытла танӑра чакалас килмест. Тен, чӑн та, арапсем вӑхӑтӗнчех саккунсемче инкек кӑна курнӑ та хӑйсем хушшинче ӑна ҫапла ят панӑ. Вӑл вара кайран уйрӑм пӗлтерӗш илсе тӗнчипе сарӑлнӑ. Хайхи чиновниксене айккине хӑварар та «тӳре» сӑмахӑн тепӗр пӗлтерӗшне пӑхар. Иккен «тӳре» текен ятарлӑ енчӗк пулнӑ. Пирӗн ӑслӑ асаттесем ятарлӑ хутаҫ тытнӑ — унта вара укҫа хурса пынӑ. Вара кайран, пӗр-пӗр чӳк тунӑ чухне ҫав укҫапа асӑнса пыл сӑри ӗҫнӗ. Ашмарин словарӗнче ӑна питӗ аван ӑнлантарса панӑ:
Питӗ кӑсӑклӑ япала-ҫке. Эпӗ пӗрре ҫакнашкал статья вуланӑччӗ — хуҫалӑхра укҫа-тенкӗ пултӑр тесен тупӑшран 5-10% перекет енчӗкне хумалла имӗш. Ҫапла май сан хуть те хӑҫан, питӗ кирлӗ пулса тухсан, укҫа пулӗ. Унта ҫырнӑччӗ — 5-10% хурса пыни вӑл йывӑр мар. Сан тупӑшу 5 пин уйӑхне пулсан 500 тенкӗ уйӑрса пымалла, 50 пин пулсан — 5 пин... Ӑна эпир чӑвашла та куҫарса хамӑр сайтра вырнаҫтарнӑччӗ — «Чухӑннисем мӗншӗн пуяймаҫҫӗ?» ятлӑ вӑл. Апла Браун университетӗнчи ӑсчахсем шутласа кӑларнӑ, е шыраса тупнӑ япалапа пирӗн асаттесем тахҫанах усӑ курнӑ! Тӗлӗнмелле-ҫке! Юхма Мишши асӑннӑ кӗнеке вара «Деды и правнуки» ятлӑ пулас. Тӗнче тетелӗнче шырасан ҫавна тупса парать. Брагин Алексей Иванович 1911–1991 ҫулсенче пурӑннӑ. Ленинградра ҫуралнӑ, Алма-Атара ӗҫлесе пурӑннӑ. Казах чӗлхинчен вырӑсла нумай куҫарнӑ тет. «Деды и правнуки» 1980 ҫулта тухнӑ пулас. Шел те, электронлӑ вариантне тупма май килмерӗ, ҫавна май «тӳре» сӑмахпа вӑл унта усӑ курнипе курманнине пӑхса илме май ҫук. Пӗтӗмӗшле каласан, тав кӑна калама пулать Юхмана — пӗр сӑмаха тишкернӗ май мӗн кӑна пӗлеймерӗмӗр! Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Agabazar // 2825.28.4329
2020-12-19 13:39 | |
![]() |
Юхма Мишшине вулани аван, анчах тарăнрах пĕлес тесен этимологи сăмахсарĕсене вуламалла, Интернетри старлинг йышши базăсене кĕрсе пăхмалла. |
Аçтахар Плотников // 1133.02.4358
2020-12-19 14:36 | |
![]() |
Комментарилекен статьясене те вуламалла, Акапасар. Этимологи словарӗпе те, Ашмаринӑннипе те усӑ курнӑ! |
Agabazar // 2825.28.4329
2020-12-19 16:14 | |
![]() |
Ашмарина вулани çеç сахал. Юхма Мишшине те вулас пулать. |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |