Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограмма пирки калайман сӑмах

Аçтахар Плотников07.08.2020 16:1613696 хут пӑхнӑ

Наци вулавӑшӗнче паян Чӑваш Республикин «Культурӑпа туризма аталантарасси» программӑн «Чӑваш чӗлхине упрасси, вӗрентесси тата аталантарасси» ҫумпрограммине халӑхпа сӳтсе яврӗҫ. Нумай ҫынна йыхравланӑ, ҫав шутра мана та. Тухса калакан ҫынсем чылай пулнӑран сӑмах калакансен черечӗ ман пата ҫитеймерӗ. Ҫавна май «Чӑваш халӑх сайчӗ» урлӑ та пулин пӗлтерес терӗм.

Чи малтанах ҫак ҫумпрограммӑна пӗтӗмӗшле хак парас тетӗп. Паллах, ҫавра сӗтеле йыхравланӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна ыр сӑмахпа асӑнчӗҫ, ырларӗҫ. Сӑлтавӗ те ҫук мар — ара, республика пуҫлӑхӗ те (ку вырӑна вӑл хальлӗхе вӑхӑтлӑх ҫеҫ йышӑнать пулин те) ҫумпрограммӑна сӳтсе явас ӗҫе хутшӑнать-ҫке! Унччен кунашкалли пулман тет те вара чӑн та ырламалли кунта пурах! Тӗппипе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫак ҫумпрограммӑна эп ҫакнашкал хак кӑна пама пултаратӑп: вӑл паянхи лару-тӑрӑва ҫирӗплетме тӑрӑшни ҫеҫ. Чӗлхе ыйтӑвӗн ҫивӗчлӗхне, паянхи кун вӑл темле йывӑр пулсан та, кунта татса пани курӑнмасть. Чӗлхе умӗнчи тӑракан хӑрушлӑхсенчен сыхлама пултарасса та эп ӗненсех каймастӑп. Чӗлхе валли чӑн-чӑн аталану никӗсне унта хывса хӑварман.

Чи малтанхи вӑхӑтра, ҫак япала «программа» ятпа ҫуралнӑ чухнех, эп проектпа паллашнӑччӗ те савӑннӑччӗ. Ара, чӑн та, ӑна тӗпе хурсан чӗлхе ыйтӑвне кӑшт та пулин ҫемҫетме май пулӗччӗ. Хӑвӑн сӗнӗвӳсене пӗлтер тесе ыйтнӑ чухне «ман тата мӗн сӗнмелле, ара унта пӗтӗмпех пур-ҫке» тесе шутланӑччӗ. Халӗ вара, ҫавра сӗтел умӗн салатса панине тишкерсен, малтанхи вариантран самай кирлӗ япаласем ҫухалса пӗтнӗ. Калӑпӑр, малтанах кунта влаҫ органӗсен сайчӗсене чӑвашлатасси пурччӗ. Халӗ вара ҫук. Ку пункта мӗншӗн кӑларса пенине епле сӑлтавлаҫҫӗ? Ара халь Яндекс.Тӑлмач пур-ҫке — кама кирлӗ илтӗр те куҫартӑр вырӑсларан чӑвашла. Виджетне пур сайта та вырнаҫтарса панӑ! Пӗтрӗ пуҫ! Ара капла эп чӑваш чӗлхине хирӗҫ ӗҫленӗ пек пулать мар-и? Чӗлхе усӑ курсан ҫеҫ аталанать. Тӳре-шара вара усӑ курасшӑн мар. Усӑ курма ыйтсан Яндекс.Тӑлмач ҫине явӑнтарать!

Унсӑр пуҫне программӑран чӗлхе корпусӗ те тухса ӳкнӗ. Урамра XXI ӗмӗр пырать. Пӗчӗк халӑхсем те апла-и, капла-и, аталанма тӑрӑшса вӑхӑтпа тан пыма ӑнтӑлаҫҫӗ — кашни халӑхӑн тенӗ пекех хӑйӗн корпусӗ пур. Удмуртсен, ҫармӑссен, пушкӑртсен... Тутарсем пирки каламастӑп та. Пирӗн чӑваш тӳри-шари ҫеҫ ҫак ӗҫе явӑҫасшӑн мар. Чӗлхе корпусӗ темле ытлашши япала пек вӗсемшӗн туйӑнать.

Ҫумпрограммӑн ытти пайӗсем пирки. Акӑ илетпӗр 1-мӗш таблицӑна. Унта ҫумпрограммӑн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене илсе панӑ. 1-мӗш пунктра Чӑвашсем тӗпленсе пурӑнакан ял хулара вырнаҫнӑ, тӗп вӗренӳ программине Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисемпе пурнӑҫлакан шкул умӗнхи вӗренӳ организацисен йышӗ пӗтӗмӗшле миҫе процент пулмаллине палӑртнӑ. Хайхи, 2021 ҫулта ҫак кӑтарту 42,3%-па танлашмалла пулсан, тепӗр ҫул 4,8% ҫеҫ хӑварасшӑн пулас. Юрать-ха 2023 ҫул тӗлне ҫак кӑтартӑва самай ӳстерсе 58,8% ҫитерес шутлӑ. Паллах, кунта опечатка ҫеҫ, 2022 ҫулта 48% пулмалла тесе ҫырасшӑн пулнӑ ӗнтӗ. Анчах шӳт тесе каласан та цифрӑна юсасах пулать — саккун вӑл саккунах — алӑ пуссан пурнӑҫламах тивӗ. Сӑмах май, ҫавра сӗтелте тухса калаҫакансенчен чылайӑшӗ ҫумпрограммӑпа тӗплӗн паллашрӑмӑр терӗҫ пулин те ҫак опечаткӑна асӑрхаман пулас.

Малалла. Ҫак таблицӑрах 5-мӗш пункт пур. Чӑваш Республикинче чӑвашла тухса тӑракан патшалӑхӑн массӑллӑ информаци хатӗрӗсен пӗтӗмӗшле проценчӗ 70% чакмалла мар тенӗ. Аван-и? Аван ӗнтӗ. Анчах чӑннипе унта мӗн пытаннӑ? Хаҫат-журнал йышӗ ҫеҫ. Вӗсен шучӗ кӑна. Тиражӗ те мар вӗт! Паянхи лару-тӑрӑвах илес. Чӑвашла хаҫатсем купи-купипех, анчах та чӑвашла сайт пӗр «Хыпарӑн» ҫеҫ. Район хаҫачӗсен сайчӗсем йӑлт вырӑс чӗлхи ҫине куҫнӑ. Хаҫачӗсем — чӑвашла, сайчӗ — вырӑсла. Халӑх тетелӗсене те хӑйсенне вырӑсла ҫеҫ тултарса пыраҫҫӗ. Чутайсенне ятласа илтӗм те мӗнле хурав пулчӗ? Ара пурне те ӑнланмалла пултӑр тесе-ҫке вӗсем вырӑсла ҫыраҫҫӗ! Пурне те ӑнланмалла теҫҫӗ-ха, анчах темшӗн акӑлчанла мар — акӑлчанла ҫырсан ара пӗтӗм тӗнче вӗсене ӑнланӗччӗ вӗт! Китайсем те, яппунсем те, европӑри пур халӑх та... Шел, чӑвашӗсем хӑйсем ӑнланмӗччӗҫ, ку чӗлхене шкулсенче питӗ япӑх вӗрентеҫҫӗ тет, чӑваш чӗлхинчен кӑшт кӑна аванрах... Лайӑхрах вӗрентес тесе пур шкул ачи та тытмалли ППЭ йышне те кӗртесшӗнччӗ, анчах вӗрентӳ япӑх шайра пулнине кура ку шухӑшран пӑрӑнчӗҫ...

Малалла ҫумпрограммӑна укҫа-тенкӗпе мӗнле тивӗҫтернине уҫса паракан таблицӑна, «Ресурсное обеспечение» ятли ҫине, куҫар. Ӑна пурнӑҫлама ҫулсерен 12,3–15,6 млн тенкӗ уйӑрасшӑн. Ҫав шутра 15,6 млн тенкӗне ҫитес ҫул, 2011 ҫулта уйӑрмалла, 12,3 — 2022 ҫулта. Малалли ҫулсенче укҫа хисепӗ ҫак сумма хушшинче: 2023 ҫулта — 14,1, 2024 ҫулта — 13,3, 2025 ҫулта — 13,9. Вӗренӳ, культура, ӑслӑлӑх енӗпе хак пама пултараймастӑп. Хамӑра пырса тивекен пункт ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑратӑп. Хайхи «Мероприятие 2.1» текен пункт пур. Вӑл пунктпа килӗшӳллӗн ӗнтӗ «Яндекс.Тӑлмачпа» «Гугл. Тӑлмач» евӗр системӑсем валли мӑшӑрсем хатӗрлеме укҫа уйӑрнине кӑтартнӑ. Мӗн чухлӗ? 0 тенкӗ те 00 пус. Ара, пирӗнешкел «энтусиастӑсем» пур-ҫке, вара мӗн тума хысна укҫине тӑкаклас? Вӗсем вӗт сывлӑшпа тӑрансах пурӑнма пултараҫҫӗ... Тӳре-шара тӑрӑшмасӑрах чӑвашла-вырӑсла пуплевӗш мӑшӑрӗсем пухӑнса пыраҫҫӗ. Ӗнер ҫеҫ, авӑ, эпир 500 пин таран ҫитертӗмӗр. Туре-шарана пӗлме — ҫак ӗҫ пӗрре те тӑкаксӑр мар. Ҫӗртмепе утӑ уйӑхӗнчех сервера ҫӗнетме 70 пин тухса кайрӗ (ку ман кӗсьери укҫа). Унсӑр пуҫне текстсене тӳрлетекенсене эпир уйӑхсерен 25-30 пин тӳлетпӗр.

Ҫавна май ман ҫакнашкал сӗнӳсем пур:

1) тӗллевлӗ кӑтартусенче чӑвашла хаҫат-журнал йышне ҫеҫ мар, пахалӑхлӑ кӑтартусене те палӑртсан аванччӗ: калӑпӑр, вӗсем тивӗҫтерекен информацирен 50% ытларах — чӑвашла.

2) паллах, влаҫ органӗсен сайчӗсене чӑвашлатас ӗҫ тӳрех пулма пултараканни мар. Анчах та вӗсенчи чӑвашла материалсен йышне 10 процент-и, е 20%-и тӗллевлӗ кӑтартусен йышне кӗртмеллех. Пӗчӗк-пӗчӗк утӑмсемпе 50% ҫитме тӑрӑшмалла. Е тутарсенни пек 100% таранах чӑвашла та вырӑсла та материалсем парса тӑма тӗллев лартмалла.

3) ку ҫумпрограммӑра чӗлхе корпусӗ, чӗлхе лабораторийӗ пулмаллах. Ак нумай пулмасть эпир, пирӗн ушкӑн, 50 пин ҫухатрӑмӑр темелле. Пушкӑртсем хӑйсен тӑлмачне хатӗрлесшӗнччӗ, серверпа сайта тунӑшӑн 50 пин тӳлесшӗнччӗ. Шел те, ку ӗҫе пирӗнтен тутарсем туртса илчӗҫ — вӗсен чӑн-чӑн институт ӗҫлет-ҫке! Ҫапла май 50 пин ҫухатрӑмӑр... Сӑмахӗ укҫинче мар ӗнтӗ, чи пахи кунта пушкӑртсен чӗлхе материалӗ пулнӑ пулӗччӗ — вӑл пирӗн тӑлмача лайӑхрах вӗрентме май парӗччӗ. Шел лаборатори ҫук, корпус ҫук. Пӗтӗмпех «энтусиастӑсен» шайӗнче — вӑт пушкӑртсем сумлӑраххисене пачӗҫ те...

4) Яндекс.Талмач валли мӑшӑрсем пухас ӗҫ валли укҫа-тенкӗ уйӑрмаллах! Хамӑр ҫынсене укҫа тӳллесрес шеллесе тӑнине эп пӗрре те ӑнланмастӑп. Вӑл укҫа кайран ҫав-ҫавах хамӑр экономикӑра усӑ курӑнать-ҫке! Шкул вӗрентекенӗсем тӑваҫҫӗ-и ку ӗҫе, вулавӑш ӗҫченӗсем-и, е эпир — ку ҫав-ҫавах ӗҫ-ҫке! Ӗҫӗ тата пӗрре те ҫӑмӑл мар! Куҫ вӑйӗ чакать, ялан ларнӑран кӗлетке те ырата пуҫлать... Шкул вӗрентекенӗн е вулавӑшҫӑн ӗҫ планӗнче унашкал тивӗҫ ҫук — апла-тӑк ку хушма ӗҫ. Хушма ӗҫшӗн тӳлемелле. Ҫавна май «Мероприятие 2.1» текен пайра мӗнле те пулин сумма тӑмаллах.

«Чӑваш халӑх сайчӗн» тӗп редакторӗ

Николай Плотников

07.08.2020

 

Мана ярса панӑ ҫумпрограмма проекчӗпе кунта паллашма май пур. Ҫавра сӗтелте ҫырса илнӗ калаҫу кунта:

 

ХК: ҫак япаласем пирки программӑпа (ун чухне вӑл ҫак ятпахччӗ) ӗҫлекен комиссине ҫыру ярсаччӗ, шел те нихӑшне те шута илмен, пач та урӑхла, программа татах та ҫӳхелсе юлнӑ (сӑмахран, корпус пирки ҫухалнӑ). Вӗсене шута илес тӗлӗшпе ҫавна май шанчӑк сахалрах. Анчах та хут ҫинче ҫырӑнса юлтӑр тесе кунта тепӗр хут вырнаҫтарасах терӗм.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Agabazar // 1805.53.4372
2020.08.07 21:10
Agabazar
Айпрограмма вăл çумпрограмма мар. Айпрограмма Çумпрограмма.

Вĕсем пĕр япаласем теме çук.
2020.08.07 22:40
Аçтахар Плотников
Акапасар, пин хут каламасӑр та сан шухӑшна ӑнлантӑмӑр. Ан ҫӳпӗле! //тӑрӑннӑ ӗнтӗ халь термин ҫине... Яндекс.Тӑлмачран ыйтрӑм — вӑл та ҫапла калать :) — ҫумпрограмма тет.
Agabazar // 1805.53.4372
2020.08.08 00:21
Agabazar
А эс Петĕр Яккусемрен ыйт. Урахла каласан Пётр Яковлевран. Чĕлхеçĕ, фонетист, сăвăç, филологи ăславĕсен кандидачĕ.

Вăл хăй ертсе пыракан ушкăна айкомисси терĕ.

Айвана та паллă: вырăсла под тени чăвашла ай пулать. Ниепле те «çум» пулма пултараймасть.

«Çум» вăл «со». Сăмахран, соавтор — çумавтор. Тата ытти те.

Эп çакăнта каланисене сана хуть те мĕнле сăмахсар та çирĕплетет. Нихăш словарьте те ПОД тени тĕлĕнче ÇУМ тени тăмасть. Пулма пултарайман япала. Е пулсан та таçта айккинче çеç. Под столом — сĕтел айĕнче (сĕтел çумĕнче мар).

Челевисăрпа итлерĕм. Под-над-со тесе мекĕçленмерĕç тележурналистсем. Программа терĕç. Ку суя пулин те.
2020.08.08 00:53
Аçтахар Плотников
Пӗлетпӗр вӑл «айкомисси» пирки, мӗншӗн тесен вӑл ларура хам пулса.
АКАПАСАР! КӐШКӐРСАХ КАЛАТӐП! Пӑрах хӑвӑн йӑлуна — калаҫӑва айккине пӑрса ярассине! Миҫе хут сана ун пирки каламалла? Е пӗр хутччен банласа илмелле-и?
Agabazar // 3440.78.2885
2020.08.08 11:38
Agabazar
Вăт тиексем «подпрограмма» ăсталанă. Мĕншĕн апла ят панă? Мĕншĕн ансаттăн çеç «программа» теес мар? Е, калăпăр, «сопрограмма»? Апла та аванах илтĕнет.

Нивушлĕ çак япалана тавçăрса илме питĕ йывăр?

Программăн пĕлтерĕшне пĕчĕклетесси — ак епллерех тĕллев мăкăрăлса тăрать кунта.

Халь эпир «подпрограмма» тенине чăвашла майлаштарма хăтланатпăр та, çав мăкăрăлчăка пытармашкăн ăнтăлатпăр.

Анчах та ăна апла пытарма май çук. Мĕншĕн тесен вулакан çын пурпĕрех такам чăвашла куçарам текки тунă текста мар, вырăсла оригинала алла тытать.
Вот и // 1977.69.9930
2020.08.09 09:44
айпрограмма, çумпрограмма... Вот как дурачатся... А нельзя составлять просто программу и работать, чем впустую треп разводить... Ведь территорию Китай "захватывает" мирно, тихо, хитро, а у них всё айпрограмма, çумпрограмма... Территория от радиоактивного фона страдают... Фонят радиацией уже даже новостройки, а у них "ай...çум..." Вы со своими "ай...çум" подходами всё население от языка родного отталкиваете... Ветеран педагогического труда рассказывает, как его попросили на сентябрьскую школьную линейку и он начал перед учащимися младших классов речь на чувашском языке... Его останавливают и просят говорить по-русски, ибо дети не понимают по-чувашски... И это в чувашском селе, в сельской школе Чувашии. А у них всё "ай... çум...".
Тимер // 2495.52.2550
2020.08.09 10:33
Аçтахар, атя ха санпа вĕрнтÿ минисӑрĕ патне кĕрсе тухар.Юрий Исаев патĕнче институтра сана валли лаборатори уçтарар ҫак Яндекс тӑлмачпа ӗҫлеме. Гуманитари институчӗн директорӗ ,сана ӗҫрен кӑларса янӑскер ,чӑваш чӗлхишӗн пӗр утӑм та тӑвас ҫук.
Agabazar // 2413.87.9643
2020.08.09 17:54
Agabazar
Ав леш "ВОТ и" текенни вырăсла шаплаттаарса пире чăваш чĕлхинчен «отталкиваччч» тумалла маррине вĕрентет.

Мĕн чухлĕ вырăсла ытларах шаплаттаран, çавăн чухлĕ чăвашлăх вăйлăрах аталанать имĕш.

Чăвашла калаç, Бот Хоспочын!

Программăн чăвашла варианчĕ çук. Мĕншĕн тесен программăна вырăсла йышăннă.
2020.08.09 19:13
Аçтахар Плотников
Тимер, Яндекс.Тӑлмач валли мӑшӑрсем хатӗрлесси — чӑваш чӗлхине аталантарассин пӗр пайӗ ҫеҫ. Хамӑр тӑван чӗлхене электронлӑ ӗмӗре кӗртсе ямасан, яланах «пурне те ӑнланмалла пултӑр» тесе вырӑсла ӗҫлесен пирӗн халӑх историре ҫеҫ тӑрса юлӗ, вырӑсланса пӗтӗпӗр. Электронлӑ ӗмӗрте вара мӗн кӑна кирлӗ мар: чӑвашла ҫӑмӑллӑн ҫырма май туса парасси те, текстсене чӑвашла каласа пама вӗрентесси те, чӑвашла ҫырнӑ текстсенче орфографие тӗрӗслесе пулӑшасси те, тата ытти нумай-нумай ӗҫ кӗрет. Тутарсем ҫакна ӑнланаҫҫӗ, ҫармӑссем ӑнланаҫҫӗ... Чӑвашсем ҫеҫ, ҫав тӑрпалтай тӳре-шарасене пула, ҫак ӗҫе тӑвасшӑн мар.
Вот и // 1977.69.9930
2020.08.09 19:22
проснулся Агабазар... В дальнейшем и на будущее нужно зарубить себе где-нибудь на...памятном для себя месте, что мы будем объясняться на чувашском через русский язык. Без русского языка чувашский язык вообще не выживет... И уроки факультативные должен вести учитель, умеющий объясняться по-чувашски на русском языке... Но, скажем так, с широким использованием русского языка. Это не шутка... Сказал по-чувашски: "Акапасар, сăмсуна пур çĕре те, кирлĕ-килĕ мар çĕре чиксе ан çÿре" и тут же нужно объяснять как это будет по-русски. Вот тогда дело изучения чувашского языка продвинется. Тогда и родители не против будут.

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем