Европӑри вӑрмансем сахалланса юлнишӗн чи малтанах этем яваплӑ. Кивӗ тӗнчере ҫын ури пырса пусман вӑрман тупма май ҫук ӗнтӗ, анчах хальхи вӑхӑтра кунта аркатаканӑн утти ҫеҫ мар.
Вӑрманти ҫутҫанталӑкӑн упранса юлнӑ лаптӑкӗсене час-часах уйрӑм майпа хӳтлӗхре усраҫҫӗ, ҫыннисем те унта ытларах ырӑ шухӑшпа килеҫҫӗ.
Хӑй тӗллӗн ӳссе ларнӑ вӑрман лаптӑкӗ Европӑра пурӗ 27 ҫеҫ шутланать, анчах та юлашки ҫулсенче ырӑ туртӑмсене те асӑрхама пулать, сӑмахран, тискер чӗрчунсем таврӑнаҫҫӗ, вӑрман лаптӑкӗсем те ӳсеҫҫӗ.
Европӑра халӗ чи пысӑк «вӑрман утравӗсем» Раҫҫейре, Финляндире, Швецире, Норвегире тата Румынире сыхланса юлнӑ.
Ормьернкампен — Норвегири чи пӗчӗк наци паркӗ, вӑл Ослоран 200 ҫухрӑм ҫурҫӗрелле Гёусдал коммунӑра, Оппланн хвӳлкӗре (Норвегири администрациллӗ пайланӑвӗн ячӗ; облаҫпе тан) вырнаҫнӑ. Парк лаптӑкне чӑрӑш вӑрмансем йышӑнаҫҫӗ, кӳлӗсемпе шурлӑхсем пур.
Кунта Норвегире урӑх ниҫта та тӗл пулман ӳсентӑрансене курма пулать, ҫакӑнпа вӑл ыттисенчен уйрӑлса тӑрать те.
Финляндишӗн вӑрмансем питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланаҫҫӗ. Патшалӑх территорийӗ 65% патнелле симӗс лаптӑкпа витӗннӗ. Хыр, шурӑ чӑрӑш тата хурӑн финн ландшафтне уйрӑммӑн палӑртса тӑраҫҫӗ.
Финляндире, вӑрманӗ те шывӗ те пур ҫӗрте те — ҫав шутра пысӑк хуласенче те. Сӑмахран, Хельсинкинче, ҫӗршыв тӗп хулине, эсир пысӑк калӑпӑшлӑ вӑрманти лаптӑкӗсене курма пултаратӑр, вӗсенчен хӑш-пӗрисем заповедниксем шутланаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне Финлянди вӑрманӗсенче кашкӑрпа пӑлан евӗр пысӑк чӗрчунсем сахал мар упранса юлнӑ. Финляндире 37 заповедник пур. Вӗсенчен чи пысӑккисем ҫурҫӗрте, Лапландире вырнаҫнӑ — Лемменйоки заповедникӗ тата Урхо Кекконена заповедникӗ.
Хӑйсен вӑрманӗсене Хорвитипе Словенире те тимлӗ упраҫҫӗ. Ирӗк ҫутҫанталӑкӑн пӗтӗм тӗнчери фончӗ ку тӑрӑха 3 экорегиона пайлать: Вӑтам Танай айлӑмӗнчи хутӑш вӑрмансем, Тинар тӑвӗ ҫинчи хутӑш вӑрмансем тата Иллиринчи (Балкан ҫурутравӗн анӑҫ енче вырнаҫнӑ авалхи тӑрӑх; ӗлӗк унта иллири ятлӑ халӑх пурӑннӑ) сарлака ҫулҫӑллӑ вӑрмансем.
«Плитвитс кӳлли» наци паркӗнче туристсем яланах йышлӑ. Ытларах кунта бук, чӑрӑш тата хыр ӳсет, паркӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗнче, Сӑртҫи Чоркова (Черкова увала) пӗчӗк хулара вырнаҫнӑскерӗнче, никам тӗкӗнмен букпа чӑрӑш вӑрманӗ ешерет, кунта сайра йышши йывӑҫсене тӗл пулма май пур.
«Плитвитс кӳлли» наци паркӗнче кашкӑрсем, упасем, вӑрманти кушаксем, хир качакисем ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫак районта 120 ытла тӗрлӗ вӗҫен кайӑка шута илнӗ, 70 кайӑк-кӗшӗк кунта хӗлӗ-ҫӑвӗпе йӑва ҫавӑрать.
Кунта кашни ҫул ҫӗнӗ шывсикки йӗркеленет, ку енчен пӑхсан унашкалли тӗнчере пӗрре-иккӗ ҫеҫ.
Хӗвеланӑҫ Европӑри вӑрмансем цивилизаци витӗмне пула вӑйлӑрах сиенленнӗ, анчах кунта та мӗн юлнине ҫынсем упраса хӑварма тата аталантарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Брюсельтен инҫех мар вырнаҫнӑ Халлербос бельги вӑрманне курсан кунта чӑтлӑх мар, ҫын пӑхса тӑракан парк тесе калӑн. Ҫутҫанталӑка юратакансем кунта кашни ҫуркуннех пролеска чечеке ларнине курма пухӑнаҫҫӗ.
Шварвальд асамлӑ вӑрманне, лӑсӑллӑ йывӑҫсем ту айккинсенче йышлӑ ӳснӗрен, «хура» та теҫҫӗ. Кунта илемлӗ шыв юххи, шыв сикки, юханшыв нумай, пысӑках мар ту кӳллисем пур, кунтах аслӑ Танай ҫӑлкуҫӗ вырнаҫнӑ.
Минерал ҫӑлкуҫсем те тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем тавра курортсем йӗркеленӗ, сӑмахран, пӗтӗм тӗнчипе паллӑ Баден-Бадена.
Ҫутҫанталӑка пырса тивекен этем ӗҫӗн витӗмӗ уйрӑмах Европӑн кӑнтӑр енче курӑнать. Кунта никам тӗкӗнмен вӑрмансем питӗ сахал. Ҫавӑн пеккисенчен пӗри — Испанин Гомер устравӗнче вырнаҫнӑ Горохонай паркӗнчи лавр рашчи.
Парк Канар утравӗсен архипелагӗнче вырнаҫнӑ. Унӑн ятне ҫывӑракан питӗ паллӑ вулкан ячӗпе панӑ.
Парк лаптӑкӗн ҫитмӗл проценчӗ патнелле монтеверде йышӑнать — ӗмӗр симӗс субтропиклӑ вӑрмансен тӑрӑхӗ. Ҫутҫанталӑка упракан лаптӑк йышне сӳннӗ вулкан тӑвайккисем кӗреҫҫӗ. Тӗкӗнмен вӑрманӗсенче авалхи йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ — виҫҫӗмӗшле тапхӑртан сыхланса юлнӑ ӳсентӑрансем.
ЮНЕСКО еткерлӗхӗ шутне Польшӑпа Беларуҫ чиккинче вырнаҫнӑ «Беловежа вӑрманӗ» наци паркӗ те кӗрет. Ҫак тӑрӑхра вырнаҫнӑ пулин те вӑл ҫавах ҫын алли пырса тӗкӗнмен вӑрман лаптӑкӗ шутланать. Вӑл Европа территорийӗнче ӗлӗк-авал ӳсекен авалхи тӳремлӗх вӑрманӗн чи пысӑк лаптӑкӗ.
Беловежа вӑрманне «сармат хутӑш вӑрманӗ» ятлӑ экорегиона кӗртеҫҫӗ. 1992 ҫулта ЮНЕСКО «Беловежа вӑрманӗ» патшалӑх наци паркне Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн йышне кӗртнӗ. 1993 ҫулта ӑна биосфера заповедникӗн статусне панӑ, 1997 ҫулта вара вӑл Европа Канашӗн дипломне тивӗҫнӗ.
Раҫҫейӗн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче чӑрӑшпа шурӑ чӑрӑш ӳсекен лӑсӑллӑ сӗм вӑрмансем упранса юлнӑ-ха. Мӑк, мӑк курӑкӗ тата вӗтӗ ӳсентӑрансем Комин хаяр климатне хӑнӑхса ҫитнӗ. Этемшӗн ҫак климата хӑнӑхма йывӑртарах пулнӑ. Ҫавна пула паян кунта Европӑри ҫын алли тӗкӗнмен чи пысӑк вӑрмансем вырнаҫнӑ. Вӗсем ЮНЕСКОн тӗнче шайӗнчи еткерлӗхӗ шутланаҫҫӗ.
Вӑрман тӑрӑхӗсенче темиҫе юханшыв юхать. Вӑрманти фауна шутне 200 ытла тӗс вӗҫен кайӑк кӗрет, ҫавӑн пекех сайра пулакан пулӑсем, сӗтпе ӳстерекенсен, флора шутне — ҫӗршер тӗрлӗ ӳсентӑран, ҫав шутра хӳтлӗхре тӑракансем те.
Тӗрӗссипе каласан, Ирӗк ҫутҫанталӑкӑн пӗтӗм тӗнчери фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Европӑри пысӑк вӑрманӗсен 90 процентчӗ паян Раҫҫей тайгинчи ҫурҫӗр-анӑҫ енче вырнаҫнӑ.
euromag.ru сайтри статьян куҫарӑвӗ. Ӳкерчӗкӗсене те унтанах илнӗ.
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.
«Корпус» мĕнне, пĕтĕмĕшле илсен, Википедие пăхмасăрах пĕлетпĕр. Кунта вара уйрăм тĕслĕхри корпус пирки ыйтнă: мĕн вăл Аçтахар сайчĕн е Аçтахарăн хăйĕн корпусĕ? Мĕн, кашни материал икĕ вариантлă-им? Пĕри корпусра та тепри корпус тулашĕнче? Вĕсенчен хăшĕ вулакан куçĕ умне тухать — иккĕшĕ те е пĕри çеç?
Вот и // 1977.69.9930
2020.08.03 17:04
нашли новую актуальную проблему..."Корпус" их заинтересовал... Ведь в названии статьи есть непорядки: "Европăри чи илемлĕ вăрмансем". Еще предлагают: "Европăн чи илемлĕ вăрманĕсем". Логично и на слух хорошо звучит - "илемлĕ вăрманĕсем", только без "чи". А почему "...чи илемлĕ..." и вăрмансем?" Само сочетание "чи илемлĕ" как бы ориентирует на единственность и неповторимость... Ведь самое лучшее (чи илемлĕ) - это и есть единственное, оригинальное, неповторимое...больше нет таких... Это первичное. Поэтому название статьи, как мне кажется, должно быть следующим: "Европăри çут-çвнталăк илемĕ вăрмансенче". Может быть я ошибаюсь... Извините.