(«Кайнисене тата чӑваш туррисене таврӑнма вырӑн хатӗрлекенсем» кӗнекерен)
1946 ҫулта Мартин Хайдеггер «Поэтсем мӗн тума кирлӗ?» («Wozu Dichter?”) ятлӑ хайлав ҫырать. «Ку тӗнче самани ӑнсӑртран ҫӗмрӗлсе кӗнӗ ҫӗнӗ турра пула ҫаврӑнмасть. Курӑнми, хӑй пирки сас пами пулнӑ турӑ таврӑнни те тӗнче саманине ҫавӑрмасть. Ҫынсем ӑна валли вырӑн хатӗрлемесен, ӑҫта ун таврӑнас? Унӑн ҫутти мӗн пур таврана малтанах витмесен турӑн вырӑнӗ ӑна епле шӑнӑҫтарӗ? «Малтан пулнӑ» турӑсем ҫынсем вӗсем валли тивӗҫлӗ тата тӗрӗс уйӑрнӑ вырӑнсем хатӗрлесе хурсан таврӑнӗҫ». («Поворот этой мировой эпохи не может случиться через внезапное вторжение нового бога или через возвращение старого, восстающего из своей сокрытости. К чему обратится он в своем возвращении, если люди не подготовят прежде для него местопребывания? И как местопребывание бога сможет вместить его, если сияние его божественности прежде не залило своим светом все, что есть? Боги, которые «были раньше», вернутся в «надлежащее время»; т.е. тогда, когда люди предуготовят достойные и верно распределенные места». А.Г. Дугин куҫарӑвӗ.).
«Турра пурӗ-пӗр: пуян ҫын кӗл тӑвать-и е ҫук ҫын-и? Унтан тата ӑна ҫын уҫӑ ҫӗрте кӗл тӑвать-и, хуралтӑра-и; ӑна кирек кам та, кирек ӑҫта та кӗл тусан та юрать, анчах ӑшӑ кӑмӑлпа кӗл туни пултӑр, вӑл ҫавна анчах ыйтать», – ҫырнӑ Иван Юркин «Чӑвашсен авалхи тӗнӗ» (1891) ятлӑ ӗҫре.