Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Виталий Станьял: «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра

Виталий Станьял26.11.2019 13:3420996 хут пӑхнӑ

«Паттӑр тесен эпир арҫынна курма вӗреннӗ. Анчах та пурнан пурнӑҫра ҫепӗҫ хӗр, тӑлӑх арӑм арҫынран та вӑйлӑрах пулма пултарать иккен. Ӑна нимле нуша-хуйхӑ та, Тӗнче вӑрҫи те ҫапса ӳкереймен. Ку кӗнекене вӑрҫа чарма пикенннӗ улӑпла харсӑр чӑваш амӑшне асӑнса ҫырнӑ», — ҫапла сӑмахсемпе Наци вулавӑшне мана валли темиҫе уйӑх каяллах парнелесе хӑварнӑ пулнӑ хӑйӗн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекине Хусанта пурӑнакан чӑваш ҫыравҫи Николай Сорокин. Ӑна тав туса хурав парас терӗм.

Шупашкартан Хусана

Хаклӑ ҫыннӑм Николай Михайлович!

 

Кӗнекӳшӗн чӗререн тав тӑватӑп. Лавккасемпе вулавӑшсене тухса ҫӳрейменскер, эпӗ ӑна туянмасӑр та вуламасӑр юлнӑ пулӑттӑм

Алӑран ямасӑр, кӑранташпа чӗркелесех, савӑнса та хурланса вуласа тухрӑм кӗнекене. «Аха, «савнисен романӗ» тесе палӑртни астарнӑ ӗнтӗ» тесе ан шутла. Юрату-савӑшу юмахӗсемпе айланасси ман ӳсӗмри вулаканшӗн, тен, ытти чӑвашсемшӗн те, килӗшӳллех мар ҫав.

Парнеленӗ лашан шӑлӗсене шутламаҫҫӗ тенӗ те, манӑн хамӑн йӑлана пӑрахасси пулмасть — шутланине ҫырас терӗм, Эсӗ, укҫаллӑ та пултаруллӑ ҫын, кӗнекене лайӑхрах пӑхса тухса, тепӗр хут кӑларатӑнах тетӗп. Ҫавӑнпа тӳрех ман шутпа тӳрлетме кирли пирки калам.

Минтер кунта «хӑлхаран туртса ҫакнӑ» символ кӑна, чӑваш Жанна Д Аркне е хамӑрӑн Агафия Гаврилова пек паттӑр Ваҫиле Кузнецовӑна ачашлӑх енчен кӑтартмалли сӑпрай вырӑнне. Лару-тӑрӑва тимӗр алӑк хыҫӗнчи хытӑ тапчан уҫӑмлатать: «Акӑ вӑл — тӑлӑх арӑм минтерӗ!». Ҫакӑнта, ман шутпа, тӗрӗслӗх хӑҫан мӗн хак тӑни ҫинчен каласан вырӑнлӑччӗ. Тӗп сӑнар Веселина вырӑсла аван илтӗнет пулӗ-ха та, чӑвашла ӑнӑҫсӑр ятне ӑҫтан туртса кӑларнӑ? Пурнӑҫран? Ҫапах та, илемлӗх саккунӗсем фактографирен пӑрӑнма хистеҫҫӗ. Нарспи, Салампи, Селиме, Укахви ячӗсем чӗлхе ҫинче, сирӗн Ваҫиле вулакан асӗнче юласси мана иккӗлентерет. Сӑнарӗ вара ҫак рете тӑмаллискер! Ӑна эсӗ лайӑх унаса кӑларнӑ.

Кӗнеке «пурнӑҫ романӗ» пулнипе хытӑ килӗшрӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи, ун хыҫҫӑнхи пурнӑҫ ҫинчен шӑпах ҫакӑн евӗр хайлав пирӗн ял пирки те ҫырӑнма пултарнӑ. Ҫав тери пӗр пек ҫынсем, пӗр йышши хирӗҫтӑру, пӗр пек йӑласем, савӑнӑҫпа хурлӑх!

Нушаллӑ Ваҫиле пек влаҫа ятлакансем ун чухне пулман мар, ӑна хам та ача чухне илтнӗ. Мӑйӑхлине (Сталина) Гитлерпа тан шутлани те, «Ҫамрӑк гвардири» пек листовкӑсем ҫыпӑҫтарни те пулнӑ пулӗ, ҫавна Тӑван ҫӗршыва, Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ тӑнӑ пек кӑтартни чӑваш ялне тивӗҫлӗ мар тетӗп. Ял халӑхӗ пакарта тухиччен тӑрӑшса Ҫӗнтерӳшӗн тапаҫланни ачасен хырӑмӗсенче, тӑхӑнмаллинче те пит вӑйлӑ. сисӗнетчӗ ҫав! Сӗмсӗр Кабаргасӗ, чул чӗреллӗ пьянцӑ налук агенчӗсем тата ытти сӗлӗхсем хамӑр ялсемехчӗ, вӗсем саккунпа витӗннӗччӗ. Пӗрех, пирӗн колхоз председателӗ, орденсемлӗ уксак фронтовик, вӑрҫӑчченех колхоза ертсе пынӑскер, кӗнекери Егор Подоприхинран ҫирӗпрехчӗ. Вут витӗр тухнӑ салтак нӗрсӗр «районтан килнисене» хӑйсене вырӑна лартатчӗ. Вӑл ӑслӑ та хӑюллӑ пулман пулсан, пирӗн ялӑн вӑрҫӑ ачисем ҫурри ытла сывӑ юлаймастчӗҫ.

Каснӑ-лартнӑ чӑн пурнӑҫ татӑкӗ романра, документсемпе е архив хучӗсемпе ҫирӗплетмесӗрех паллӑскер. Ҫапах та, Хӑрушсӑрлӑх комитечӗн 1932-1933 ҫулсенче тытса хупнӑ 429 ҫын ҫинчен пӗлтерекен справки (31с.), Хусанти музей Суслонгер лагерӗнче 300 салтак выҫӑпа вилни пирки калани (58) кӗнекере вырӑнлӑ. Минтер пичӗ валли Ешӗл Йӑмраллӑра миҫе ҫипрен пир тӗртни, мунча мӗнле кӗни, виҫҫӗмӗш хут ача ҫуратнӑ чух Ваҫиле мӗнле турткаланни, тем каласан та, илемлӗ хайлавра йӳнӗ ҫумҫакки кӑна.

Кӗнекене Галина Матвеева, Роза Власова, Валерий Алексин журналист-ҫыравҫӑсем тата ытти вулакансем хакласа ҫырнӑ. В.Н. Алексин «Чӑваш халӑх сайтӗнче» кӑларнӑ статьяна тишкертӗм. Кӗнеке икӗ кӑларӑшра тухнӑ иккен. Чӑваш патшалӑх кӗнекеҫисем тӳрлетсе тухнине йышӑнмасӑр, эсӗ «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» ӑна йӑнӑшсемпех пичетленӗ пулать.

В. Алексин сюжетри уйрӑм самантсем тата чӗлхе пирки асӑрхаттарнӑ тӳрлетӳсене йышӑнмах тивет. Кӗнекене вырӑсларан куҫарни ҫур ҫухрӑмранах сисӗнет: ун ҫине авланаймарӗ, кӗленче сапунӗ ҫине, такам вулани пирки пилне пырса кӗчӗ, сивӗ ҫирӗпленсех пычӗ, пуҫ ҫаврашкасемпе кайрӗ («голова пошла кругом» пулас), ҫилӗн кашкӑр улавӗ, ҫул вӗҫлевӗ, асап вулавне малалла тӑсрӗ, Ваҫиле ҫултан пӑрӑнас мар тесе мӗнпур вӑйне хучӗ, урисем ҫине тимлӗх уйӑрчӗ, ӗне ҫӑвӗ («услам ҫу» пулӗ) илсе килнӗ, шӑплӑхла выляма пӑрахмастӑн» (вырӑсла кӗнекинче «играть в молчанку»-ши?), «ҫӑкӑр (тырпул!) ӳстерекен»... Эпӗ кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ талантлӑ Евгений Турхана университетри студентранпах аван пӗлетӗп, ҫырнисене вуласах тӑратӑп. Вӑлах янӑ-ши капла йӑнӑшсене е тепӗр тӑлмач Вера Александрова-ши? Сӑмахӗ хӑвна лекет!

Кӗнеке хӑй ҫинчен хӑй калать. Ӑна виҫесӗр мухтани е пӗлмесӗр хурлани унӑн хакне улӑштараймасть. Евгений Турхан умсӑмахра романа Михаил Шолохов романӗнчен пӗрре те кая мар, вырӑн-вырӑн вӑйлӑрах та тени тӑрӑхласарах каланӑ пек туйӑнчӗ. Сире ун пекки сисӗнмерӗ-и?

Чӑвашра тӗрӗс хаклав та, критика та тахҫантанпах ҫук. Йӑпӑлти юлташсем вара састашӗ те, виҫи те пӑтранакан сӑвӑсен авторӗсене Маяковскипе танлаштараҫҫӗ, якатса ҫитереймен повӗҫсене Чехов патне туртаҫҫӗ. Ҫитесчӗ Ҫеҫпӗлпе Митта янӑравлӑхӗ патне, вӗренесчӗ илемлӗх ӑсталӑхне, чӗлхе тасалӑхне Юманпа Уяртан, Илпекпе Артемьевран...

«Ҫакӑ-и илемлӗ литература» ыйтать Валери Алексин. Паянхи чӑваш литератури ҫакӑ. Эпӗ юлашки вӑхӑтра вуланӑ романсенчен ӑнӑҫлӑраххи, пӗлтерӗшлӗреххи ку. Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ...» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Вара пиҫсе ҫитнӗ «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романа шкул вулавне кӗртме сӗннӗ пулӑттӑм. Вӑл «Салампи», «Уках хурӑнӗ» тата ытти классика хайлавӗсемпе тан тӑрӗччӗ.

 

Ятла - ан ятла, ырӑ сунса, Виталий Станьял.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Арлан // 1902.1.3395
2019.11.29 14:46
Станьял сирĕнтен хăшперне ĕнер "Советская Чувашия", хаçатра ятсене асанмасăрах лайăх лектерсе илнĕ.Чохлатăр=а кама-кама? ВОТ ТАК, уйобята!
Agabazar // 1045.6.3746
2019.11.29 14:59
Agabazar
Станьял ма вара çав минтере "мухтама" шутланă-ши?
Валери Туркай // 4096.98.1205
2019.11.29 15:31
Михетер Павăлĕ // 4119.74.0851
2019-11-29 08:28
"Туркай, ентешĕм Н.М. Сорокин ''Вечная Волга'' хăватлă роман çырса кăларнă. Санăн вара, тăванăм, пĕр паха япала пур-и? Кунта йеркипе асăнса тух-ха".

Павӑл, ман чи паха япалам - эсӗ!
Ялтан // 9259.3.8429
2019.11.29 21:30
Паян тен Чӑваш Енри тӑлӑха юлнӑ шкулсем пирки ҫырмалла ? Станьялӑн Хурал пур вӗт.
Ася // 2547.79.6585
2019.11.30 08:09
"Информаци продукцийĕн палли" "Возрастное ограничение" тенине пĕлтерместчĕ-и? Вăл мĕн тума кирлине чухлатпар пурте. Миçе+ лартмалла пулнă-ши унта?
Аптраман Тавраш // 1012.26.1695
2019.11.30 14:53
Чӑвашра пӗр ӑсла ҫын кӑна-В.Тургай. Ыттисем ухмахсем, йӳтенескерсем. Ун шучепе Сорокинсем вĕсем тĕнчере "Уках хурăнĕ","Салампи", "Сӗве Атӑла юхса кӗрет" кенекесене пелмеҫӗ. Вӑл анчах чӑвашла ҫырма пӗлет иккен! Пӗтӗм тӗнче умӗнче Станьял, Сорокин ҫинчен элек сарма та именмест.
Agabazar // 2235.00.9370
2019.11.30 22:46
Agabazar
Николай Сорокин, Тутарстанти Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл шкула çуренĕ çулсенче унта чăваш чĕлхине тата чăваш литературине вĕрентмен.
Валери Туркай // 3618.72.3428
2019.12.01 10:59
"Апдраман Даврашне"!
Мӗнле "аптраман таврашӗ" эс?.. Аптранӑ-иҫ эс! Питӗ аптранӑ! Курайманлӑхпа кӗвӗҫӳ чирӗпе аптранӑ!
Амаль илсе пырса парас мар-и, мӑнтарӑн?
Наркӑмӑшу хырӑмна вырнаҫайми пулнӑ вӗт, ачам! Вилсе ан кай тата!..

Тарӑхтарса та уртарса, тата ӑмсантарса - Чӑваш халӑх поэчӗ, Комсомольски районӗн, Остер хулин, Ҫеҫпӗл ялӗн, Хырай Ӗнел ялӗн хисеплӗ гражданинӗ, нумаях пулмасть Сербире сербла тухнӑ кӗнеке авторӗ Валери Туркай. 8-927-855-54-80.Шупашкар, К.Маркс урамӗ,31-34. 1996 ҫулта йӗркеленнӗ Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ.
Agabazar // 1216.91.1436
2019.12.02 10:07
Agabazar
Николай Сорокин, Тутарстанти Теччĕ районĕнчи Аслă Ăнă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл шкула çуренĕ çулсенче унта чăваш чĕлхине тата чăваш литературине вĕрентмен.

Анчах та ăслă çынсем шкул хыççăн хăйсем тĕллĕн чăваш литературине алла илме майсем тупнă. Николай Сорокин, шел пулин те, унашкаллисен йышĕнчен мар пулас.
Хусантан // 2547.79.6585
2019.12.03 07:45
Туркая
Çерçи пулсассан та вĕçетĕн
Тăван поэзи тÿпинче.
Май килнĕ чух сăхса илетĕн
Хăватлă ăмăрткайăкне.

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем