Атнер // 1726.84.3785
2019.11.02 10:24 | |
Ҫеҫпӗл палӑкӗ патӗнче мӗнле хӗремесленнсе сӑмах калама пултарать чӗлхемӗре упрас пирки.Тупа тӑвать поэтӑмӑр умӗнче кӗҫҫепит.Хӑйӗн ӗҫ вырӑнне кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла ҫырни ҫук.Е тата ун патне шӑнкравла"слушаю" тесе хурав партаь сана. | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.02 14:14 | |
Влаҫрисен мӗнле те пуллин влаҫрах юлмалла . Урӑх шухӑш пурри иккеленӳллӗ.
Националист текеннисем хӑйсем тахҫанах фашизм ҫулӗпе сиккипех вӗҫтерни те секрет мар пулӗ ? Чӑвашра национализм халиччен те пулман япала,мӗншӗн тесен чӑваш яланах интернационалист пулнӑ,тӗрлӗ халӑх ҫынни Чӑвашра хӳтлӗх тупнӑ. Пирӗн чӑвашла элита корпоративла хупӑ клуб евӗр,унта чӗлхе ыйтӑвӗ катара тӑрать, Мускавпа суту-илю тума кӑна кирлӗ . "Пире шанса парӑр ҫемҫе пукансене,уншӑн эпир халӑхӑн тӑван чӗлхине ним вырӑнне те хумӑпӑр"?Логика ҫавӑн пек пулас ? | |
Микула // 9259.3.8429
2019.11.02 14:21 | |
Уйрӑмӑн пирӗн театр ӗҫченӗсем пирки. Мӗншӗн вӗсем курман ҫавна? Вӗсем ӑна кӑна мар курман,курмаҫҫӗ мӗнле майпа, "топровольно " тесе чӑваш чӗлхи предметне ытти предметсенчен уйрӑм шая антарса лартнине. Пӗри те шарламаҫҫӗ. Патшалӑхӗ уйрӑмах чысланисем те ыттисем те. Чӗлхене "юратни" вӗсемшӗн профессин пӗр пӗчӗк пайӗ кӑна пулас ? Театртан тухсанах манӑҫать? | |
Хампур // 3281.89.5954
2019.11.02 15:38 | |
Чăвашсем пĕрмай чăвашла çыртарасси пирки çапăçаççĕ.20 çул каялла урам ячĕсене чăвашла çырасси пирки шавлатчĕç.Çырчĕç, вара мĕн улшăнчĕ?Хула чăвашĕсем чăвашла пикенсе калаçма пуçларĕç-и? Ку театр та ятне чăвашла çапса хурĕ, вара мĕн? Шалта мĕн унта никам интересленмест.Ку театр тахçанах вырăсланнине никам та асăрхамасть та тейĕн.Мĕншĕн тесен ку театра чăвашсем ачисемпе килсе те курмаççĕ, мĕншĕн тесен ачисем пĕлмеççĕ.Ялти чăваш ачисем паллах никама та кирлĕ мар.Унччен талантлă ачасене малалла аталантарма Лебедев лицейĕ пурччĕ, ăна пĕтерчĕç.Чăваш интеллигенцийĕ сассине памарĕ.Паллă ĕнтĕ мĕншĕн, мĕншĕн тесен унăн ачи чăвашла пĕлмест, ăна чăваш лицейĕ кирлĕ мар.Халь ак чăваш çамрăкĕсен пулнă театр вырăса куçса пытать, пирĕн интеллигенци культура министерствине мĕн хăтланатăр тесе чупса каймасть.Айккинччен пăхсан хăйсене чăваш патриочĕсем шутлакансем чăваш пирки мĕнле кăкăр çапса сăмах çаптараççĕ. | |
Аçтахар Плотников // 3038.63.8762
2019.11.02 19:39 | |
Ачи-пӑчисене чӑвашла вӗрентессипе учреждени ячӗсене чӑвашла та ҫырасси хушшинче ҫыхӑну (кӑшт та пулин) пур ӗнтӗ, анчах расна япаласем-ҫке. Вӗсене иккӗшне те чӑваш чӗлхи ҫыхӑнтарать тесе вӗсем пӗр япалах мар-ҫке.
Лебедев лицейӗ пирки никам та сас кӑлармарӗ тени те тӗрӗс мар. Хӑй вӑхӑтӗнче Мускавра та плакатсемпе тухнӑччӗ. Влаҫрисем илтмӗш те курмӑш пулни сас кӑларманнине пӗлтермест-ҫке. | |
Agabazar // 4054.14.0152
2019.11.02 19:53 | |
Ку театр чăн чăваш театрĕ пек тĕнчене килнĕ. Малтан унта вун-вун çул хушши нимĕнле вырăсла спетакльсем те лартман.
Тахăш вăхăтра вырăсла спектакльсем те лартма пуçларĕç. Вĕсен шучĕ ÿснĕçĕм ÿссе пычĕ. Ак халĕ чăвашла ят та таçта кайса çухалчĕ иккен. Малашне унта чăвашла спетакльсем кăтартма та пăрахасса кĕтмелле. Ку театрăн директорĕ — кам? Комендант пур-и театр вырнаçнă çуртăн? Эппин, çав комендант — кам? Культура министрĕ — кам? | |
Agabazar // 4054.14.0152
2019.11.02 20:07 | |
Хампурсем хамлатма пуçларĕç ампарсем айĕнчен.... | |
Валери Туркай // 5988.7.3722
2019.11.03 05:41 | |
Пӗтӗмпех килӗшетӗп Плотниковпа та, ыттисемпе те!
Ӑҫта-ӑҫта та, анчах та ҪЕҪПӖЛ ячӗллӗ театр "ҫамки" ҫине вырӑсла ҫеҫ ҫырса хуни - ПРЕСТУПЛЕНИ! Куншӑн ЯВАП тыттармалла Тӑван Чӗлхемӗре ним вырӑнне те хуман, Ҫеҫпӗлтен кулакан икӗпитлӗ йӗксӗксене! КУН ПЕККИ Тутарстанра та, Пушкӑртстанра та пулма пултараймасть! Шел, эпӗ маларах асӑрхаман ҫакна. Чӗнмесӗр лармастпӑр, Чӗлхемӗртен кулма памастпӑр! Малтан тӳре-шарапа этемле калаҫса илӗпӗр, кайран... Валери Туркай 8-927-855-54-80 | |
Вулакан // 8452.6.6606
2019.11.03 05:59 | |
Ман шутпа чи пахи, Хампур чăвашла çырса хуни. Çавăншăн-çке ĕпир пăшăрханса çырса тăратпăр, ыйтăвна хускатса тăратса. Мĕн тăвас тетĕн, хамăр, Чăваш Ен патшалăхĕ çук-çке, чĕлхемĕрпе ирĕккĕн усă курма. Çавăнпа статйесемпе комменсене чăвашлах çырса тăмалла, хурлани те, мухтани те. Кам чăвăшла çырса тăрать, тĕрĕс мар пулсан та-Вăл пирĕн. Йурать-ха, çырулăхăмăр пур, шухăшăмăрсене çырса хумашкăн. | |
Agabazar // 2226.63.4747
2019.11.03 08:15 | |
Çеçпĕл ячĕллĕ театтăрта чăн малтан лартнă çпектаккĕл — "Талпас". Вырăсларан куçарнă пьеса тăрăх лартнăскер. Çапах та — чăвашла. Кун хыççăн 50 (аллă) çул хушши ытла унта нимĕнле вырăсла çпектаккĕл те лартман. Театтăр ытларах хальхи Вырăс театрĕн çуртĕнче ют хваттерте тенĕ пек пурăннă, филармонипе вырăн пайласа. Унтан Трактор тăвакансен керменне хваттере кĕнĕ. Ĕнтĕ тинех хăйĕн çурчĕллĕ пулчĕ теме пулать. Анчах та унтан чăвашлăха тĕппипех шăпăрпа шăлса кăларас хăрушлăх пур.
Кÿршĕри тутарсен еплерех-ха театтăр енĕпе? Тутарла (!) театтăрсен шучĕ теçетке урлă та каçнă пулмалла. Сăмахран, Пăва хулинче те вĕсен театтăр пур. Çав Пăвари театтăр çурчĕ çине таçтан аякран курăнмалла тутарла çырса хунă. Ак çапла: БУА ДРАМА ТЕАТРЫ. https://realnoevremya.ru/articles/74668-na-baze-buinskogo-teatra-proshla-laboratoriya-buinskaya-taliya |