Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аçтахар Плотников: Альберт Разинӑн хӑйне ҫунтарса яма сӑлтав пулманах-ши?

Аçтахар Плотников10.09.2019 20:0316656 хут пӑхнӑ

Удмурти Республикинче паян инкек сиксе тухнӑ: 79 ватӑ ӑсчах, тӑван чӗлхине хӳтӗлесе хӑйне ҫунтарса янӑ. Вӑйлӑ пиҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ӑна пульницӑна леҫнӗ пулин те вӑл сывалайман — вилсе кайнӑ.

Чӑн та хӑрушла пулӑм пулин те тӳре-шарасем хӑйсене ӑнланман пек тытаҫҫӗ — «мӗншӗн-ха хӑйне ҫунтарса янӑ?» тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Чӗлхе таврашӗнчи лару-тӑру имӗш, республикӑра чиперех пулнӑ. Шкулсенче удмурт чӗлхине вӗрентнӗ, удмуртла теле- тата радиокӑларӑмсем тухнӑ… Вӗсене итлетӗн те Альберт Алексеевич Разин тӗрӗс мар тунӑ пек пулса тухать.

Анчах та тӗрӗссипе чӑн та йӗркеллех-ши чӗлхе лару-тӑрӑвӗ? Йӗркеллӗ тесе калас тесен вара пин-пин ыйту ҫуралать. Удмуртипе Чӑваш Ен хушшинче ку енӗпе лару-тӑру ытлашши раснах мар ӗнтӗ. Хамӑр республикӑрине пӑхсан вара — ку ыйтӑва ҫӑмӑл теейместӗн. Паллах, тӳре-шарасем чӗлхене сыхласа хӑварас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсен шучӗпе сахал та мар тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ пулас. Ав, шкулсенче, калӑпӑр, чӑваш чӗлхи урокӗсем пур. Ҫук мар вӗт, пур! Ҫакна палӑртса яланах тӳрре тухма тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем. Анчах та тӑван чӗлхепе туллин усӑ курас тесен эрнере 2–3 урок пулсан та ача ӑҫтан ӑна туллин ӑша хывайӗ? Чӑваш чӗлхи урокӗсен шучӗ те, сӑмах май, ҫулсем иртнӗ май чакса та чакса пыраҫҫӗ ҫеҫ, ӳснине фантастикӑллӑ япала тесе ҫеҫ шутлама тивет. Е, калӑпӑр, пуҫламӑш классенчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ачан тытмалли экзамена илер. Темшӗн вӑл, наци шкулӗсенче те вырӑсла пулмалла (ку япала паянхи кун тӗлне те улшӑнман ӗнтӗ). Ача 3–4 ҫул чӑвашла вӗренет те унӑн вара хӑйӗн пӗлӗвне вырӑсла каласа памалла.

Юрать-ха, тав турра, вӗренӳ процесӗнче пирӗн тӑван чӗлхе пур, ҫук мар. Унӑн вырӑнӗ тырӑ пӗрчи пысӑкӑш пулин те — пур. Анчах та чылай сферӑра пач та ҫук вӗт! Спорт, финанс системисенче — пушшех те ҫук. Транспорт, техника, ӑслӑлӑх системисенче — пур пулсан та куҫпа ӑна асӑрхама питӗ йывӑр. Ӑслӑлӑх системинче, калӑпӑр, ытларах енӗпе чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ тӗпчевсене кӑна асӑнма пулать. Унта та пулин чӑваш чӗлхине тӗпчесе ҫырнӑ ӗҫсене вырӑсла хатӗрлени пӗрре те йӗркесӗр япала шутланмасть... Хӑш-пӗр сферӑра чӑваш чӗлхи саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла пек те — факт енӗпе пӑхсан вара вӑл унта ҫук. Ак, халь ман тӗлӗшпе административлӑ суд ӗҫӗ пырать. Хайхи шалӑпа тӑван чӗлхепе кайса парас терӗм те — ку ӗҫ маншӑн Бастили крепӑҫне илнипе танах пулса тухрӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, чӑвашла эп шалӑп ҫырма пултаратӑп, анчах та суда ҫитсен нихӑшӗ те йышӑнасшӑн мар (хутсем йышӑнакан майраран пуҫласа район сучӗн председателӗ таранах!). Пирӗн суд системи вырӑс чӗлхипе усӑ курать теҫҫӗ те чӑваш чӗлхине хӑвалаҫҫӗ кӑна. Аран-аран чӑвашла шалӑп парса хӑвартӑм... Судрисемшӗн (сӑмах Шупашкар район сучӗ пирки пырать) чӑваш чӗлхи патшалӑх чӗлхи шутланни хут ҫинче кӑна, фактически вара усӑ куртарасшӑн мар. «Эс вырӑсла пӗлетӗн-ҫке» теҫҫӗ та ман хута йышӑнассинчен сӑмсисене пӑраҫҫӗ.

Акӑ тата... Нумай пулмасть, хальтерех, Шупашкар хӑйӗн юбилейне ирттерчӗ. Те Шупашкар уявларӗ ӗнтӗ, те Чебоксары текен хула. Чебоксарыех уявларӗ пулас: пӗтӗм хула, пӗчӗк тӗслӗхсемсӗр пуҫне, йӑлт вырӑсла капӑрланнӑччӗ; Пичет ҫурчӗ патӗнчи ункӑра чӑвашла та вырӑсла та «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» ҫырнипе илемлетнӗччӗ те хулан юбилейӗ тӗлне ӑна вара йӑлт вырӑсла йӗркелерӗҫ; хулан юбилейӗ тӗлне гимн ҫырма та вырӑсла кӑна юратчӗ... Ҫаксене шута илсен ман шутпа Шупашкар мар, Чебоксары ӗнтӗ хӑйӗн 550 ҫулне уявларӗ.

Паянхи кунхи чӑваш чӗлхин вырӑнӗ — йӑлт 25–30 ҫул каяллах ун валли ҫӗнсе илнӗ лаптӑксем кӑна. 1990-мӗш ҫулсем енне ҫаврӑнса пӑхсан ҫулран ҫул пирӗн тӑван чӗлхе хӑйӗн позицине чакарса та чакарса пырать. «Чӗлхесем ҫинчен» саккун тӑрӑх чӑваш чӗлхине аталантарасси — патшалӑх тивӗҫӗ. Анчах та паянхи кун ку ӗҫе ытларах енӗпе ахаль халӑх кӑна туса пырать. Патшалӑх вара ӗҫленӗ шутне кӑна тӑвать. Кунашкалли вӗсене йӑлт тивӗҫтерет пулас — чӗлхери йывӑр лару-тӑру пирки тӳре-шара мар, ахаль халӑх ҫеҫ чан ҫапать...

Удмуртири пулӑмсем те пирӗннисем пекех ӗнтӗ — вӗсене пулах ӗнтӗ ватӑ ӑсчах чунӗ чӑтса тӑрайман... Республика парламенчӗ умӗнче хӑйне ҫунтарса янӑ.

Тӳре-шара вара чӗлхе тӗлӗшпе лару-тӑру йӗркеллӗ тенӗ чухне е вӗсем проблемӑн ҫивӗчлӗхне ӑнланса ҫитереймеҫҫӗ, е пӗле тӑркачах, пичӗсене хӗретмесӗрех, суяҫҫӗ ҫеҫ.

Хисеплӗ Альберт Алексеевич! Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чуну тасалса кайтӑр. Эпир, чӑвашсем, сирӗн пысӑк ӗҫӗре хамӑр асра тытса пурӑнӑпӑр!

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Микула // 9259.3.8429
2019.10.05 10:04
Чешский мученик", – характеризовала Палаха французская Paris Match.

"Самосожжение как антисоветский протест", – замечала немецкая Honnefer Volkszeitung.

"Запоздалая жертва российского вторжения", – называла Палаха испанская Hoja oficial de la provincia de Barcelona.А вот советская пресса мотивы поступка Палаха не раскрывала, и это вызывало особенное возмущение западных СМИ. Они не могли поверить своим глазам, когда видели реплики в "Правде", что в смерти Палаха виноваты "антисоциалистические силы". Или что "Ян Палах думал, что обливает себя "жидкостью для фокусов", и хотел напугать людей, оставаясь в полной безопасности".

Несмотря на цензуру, которая была в СССР и которая вскоре установилась в Чехословакии, Ян Палах все равно стал "факелом свободы"
Микула // 9259.3.8429
2019.10.05 10:11
Факел свободы Альберт Разин станет символом борьбы народов за свои национальные права. Пройдет время и его памятник поставят в центре Ижевска,его именем назовут улицы и площади .
Agabazar // 1916.62.1444
2019.10.05 11:49
Agabazar
Чăвашла статья айне вырăсла комментарисем хăварканран нихçан та нименле пархатар та пулас çук. Лешĕ сăмсине тем пек каçăртас пулсан та.
Иван Петрович // 9259.3.8429
2019.10.05 12:32
Пасар вӑл, ӳтетмӗш символӗ. Комментарисем нимӗҫле те пулмалла ,анчах та шухӑшӗ пулмалла. Сан вара ҫук.
Agabazar // 3902.42.0012
2019.10.07 19:21
Agabazar
Иван Петровччă, сан чăн яту мĕнле? Кам хушнипе "ĕçлетĕн" кунта?
2019.10.07 20:10
Кунта ĕнтĕ Чехословакия патшалăхне те хушса хучĕç. Чăвашсем, вăл патшалăхсем капитализм çулĕ çине тăрса мĕкерех тупрĕç? "Икарус" текен автобу с кăларатчĕ Венгри, халĕ вăл ăçта? Çук. Историре юлчĕ. Вулăр Максим Горькийăн "Сердце Данко" текен калавне. Вара тен ăнланăр. Калавра халăх çамрăкăн чĕрине таптаса, çăрса каçса каять. Ку вара кирлĕ япала? Эсĕр ватăлса пынăçем ăсран тайăлатăр-и е тен? Геройство вăл геройство.Кунта вара ниепле геройство та курмастăп, халăхĕ çаврăнса та пăхмасть пирĕн халĕ чăваш чĕлхи çине. Чăваш ашшĕпе ывăлĕ пĕр пĕринпе вырăсла калаçаççĕ, вĕсене е чукмарсемпе хыçĕсенче тăраççĕ-и? Килтен, кашнинчен хăйĕнчен пуçлас пулать ку ĕçе. Сире вара ятарласа комитет, департамент кирлĕ пулас, сахал вĕт халĕ пирĕн чиновниксен армийĕ. Эх, чăвашсем, кукшасем
Agabazar // 9163.4.2819
2019.10.08 16:19
Agabazar
Нумай-и, сахал-и, çапах та пур.
Атнер // 1726.84.3785
2019.10.09 12:39
Укҫа тӳлемелле чӑвашла калаҫнӑшӑн.Ӗҫ укҫи ҫумне хушса.Е тата чӑваш халӑхӑн тава тивӗҫлӗ ячӗсене памалла кам чӑваш чӗлхине хисеплет.Хисеплени вара хӑйӗн ывӑлӗ-хӗрӗпе тата мӑнукӗпе чӑвашла калаҫни.
2019.10.14 17:30
Атнер сÿтĕклĕх паян хуçаланать тăван çĕршывра. Тата тепĕр сÿтĕклĕх кирлех-ши? Мана тесен, эпĕ тăван чĕлхене пĕлни, хисеплени çителĕклĕ
Атнер // 2732.31.1117
2019.10.14 19:26
Мана та ҫитет.Чваш петет текенсене калам килет.

Страницӑсем: [1], 2, 3, 4

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем