Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741632 хут пӑхнӑ

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

Комментари:

Валери Туркай // 4946.9.3698
2019.06.29 06:03
Тӗрӗс, Аскольд! Тавах! "Гитлер" сӑмаха та пӗчӗклерен ҫырмаҫҫӗ. "Чикотило" сӑмаха та!.. Ак ку...
Вырӑссем кун пек чухне "бессильная злоба" теҫҫӗ, чӑвашсем - "ҫапсан, - ҫапмалӑх ҫук".
Куратӑн-и, Аскольд, МӖНПЕ уйрӑлса тӑратпӑр эпир - халӑха ЧӐНАХ ТА юратакансемпе "юратнӑ пек тӑвакансем"?
МОРАЛЬ тӗлӗшӗпе!
Ҫапах та ЙӖРКЕЛЛӖ ЧӐВАШСЕМ пин хут ытларах!
Валери ТУРКАЙ, Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗн (ку - ман Тӑван Ялӑм) хисеплӗ гражданинӗ (2016 ҫулта пачӗҫ).
8-927-855-54-80
2019.06.29 15:03
Акапасар,эпĕ сан евĕр пытанса лармастăп, манăн санпа танлаштарнă хушăра вăтанмалли çук. Атнер Хусанкайпа хăш енчен çапăçатăп? Куçусене сыр, е тата каçхине ытларах сыпса хунăччă-и?
Agabazar // 3155.93.6060
2019.06.29 21:25
Agabazar
Аскольд, ху чăнах та Аскольд иккенне мĕнпе çирĕплетен? Паллах, кунта паспортна кăларса хума пултаран (факсимиле). Анчах вăл суя та пулма пултарать.
2019.07.01 14:30
Акапасар, сайтсем тăрăх шыран, ан ÿркен, унта пуринче та ман çинчен тупма пулать. Çирĕплетме вара, документна кăтарт. Унсăр сăмах та çук. Адрес электронннăй пĕлтерме пултаратăп, анчах питĕ кирлĕ-ши сана вăл? Тата тепĕр ыйту: Вот и тесе лараканни эсĕ мар-и? Санăн меслетне сăнарлать. Кăсăкланакансемшĕн: çывăх вăхăтра интернет-издательствă "Ридеро" манăн "Графиня поневоле" романăн виççĕмĕш кĕнекине кăларать. Ку çителĕклĕ, Акапасар?
2019.07.01 14:33
"Сувар" хаçатра, "Канаш", "Ял пурнăçĕ", "Туслăх" хаçат редакцисенче пуринче те пĕлеççĕ Аскольд Де Герсо камне. Акапасар пĕлменни унăн проблеми. Кăшт та пулсан хаçат вуламалла, сайт çинче чăркăшса кăна лармалла мар
Agabazar // 8042.4.7347
2019.07.01 15:37
Agabazar
Пушкина та пурте пĕлеççĕ. Аскольд пĕлменни — унăн проблеми. Анчах та ĕç унта мар. Такам кунта тем çырса хунине никам та çирĕплетме пултараймасть. Админ ĕнентернĕ тăрăх — вăл та пултараймасть çакна çирĕплетме. Пурте инкогнито.
2019.07.01 19:48
Акапасар, тен кам-тăр инкогнито, вăл унăн проблеми, манăн хутлă-хутлă çырнă ĕнтĕ: вăтанмалли çук çырнă сăмахсенчен. Туянса вула "Юратап эп сана" кĕнекене, а лă пусса памашкăн та пултаратăп. Админ вара 29 июньте çырнă комментсене те пăхса тухма ĕлкĕреймест, каккуй çирĕплетме. Тĕслĕх: Проза.ру, Литсовет.ру, читальня.ру, неизвестный гений.ру тата вуншар сайт, ăçта эпĕ çак ятпа регистрациленнĕ. Ку сахал-и? Е тата хăвăрпа танлаштаратăр, сайт çинче никсем хыçĕнче тĕмĕсем хыçне тула тухнăн пытанса лараттăр. Чăваш чĕлхишĕн тăрăшакан Аника паттăрсем!!!
2019.07.02 11:07
Ку сайт çинче чăваш чĕлхине тĕплесшĕн тесе ларакансен шучĕ аванах. Пĕрисем "Нарспи" поэмăна тĕплеççĕ, теприсем витлешсе лараççĕ, ăнланатăп Сорокин, Турхан евĕр хăйсем мĕн-тĕр çырса кăларнă-тăк. Çук вĕт, пĕрер предложенирен тăракан кĕнеке кăлăрни те çук. Чăваш халăх сайчĕ мар, чăваш чĕлинге хирĕç сайт!!!
Пĕр хĕрарăм // 3185.57.9157
2019.07.02 15:09
Аскольд, сайт çинче тени тĕрĕсех мар, САЙТРА тесен аван мар-и?
2019.07.03 10:28
Вырăсла на сайте тесе çыраççĕ, çавăнпа та сайт çинче тесен тĕрĕсрех пулĕ теттĕм

Страницӑсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем